Халăхӗ мӗнле – юрлаканӗсем çапла
Çул çинчи гаишник трубка вӗртернӗ пулсан çак пули-пулми «артистăн» тахçанах правине туртса илмеллеччӗ. Сцена çине чăвашсем тӗрӗслемесӗр кăлараççӗ çав ун пеккисене. Пирӗн эстрадăри йӗркесӗрлӗх культура министрӗ улшăнсан та чарăнмарӗ ахăр...
Ку çырăва нумай пулмасть чăваш концертӗнче сцена çине хӗрӗнкӗ аккордеонист тухса «талантне сутнă» хыççăн çырма шутларăм. Халь вӗт чӗрӗ сасă кăларасси модăна кӗнӗ. Ку та хаклă инструмента калапах тесе тухрӗ ахăр сцена çине. Анчах та итлев системин рецепторӗсем спирт парӗсемпе тулнăран фон кӗввинчен самай «айккине» кайса каларӗ. Ыттисен хăлхисем мӗнле чăтрӗç-тӗр, эп чăтаймасăр залран тухрăм. Кӳрентерчӗ мана куракана çав таранччен хисеплеменни. Çул çинчи гаишник трубка вӗртернӗ пулсан çак пули-пулми «артистăн» тахçанах правине туртса илмеллеччӗ. Сцена çине чăвашсем тӗрӗслемесӗр кăлараççӗ çав ун пеккисене. Пирӗн эстрадăри йӗркесӗрлӗх культура министрӗ улшăнсан та чарăнмарӗ ахăр. Çаплипех вăрланă кӗвӗсем, çавăн пекех фонограмма. Тӗрӗслекеннисем пачах та çук-шим? Халăха чăвашла юрă-кӗвӗпе савăнтаракансем питӗ нумай. Кирлӗ пулсан килне пырса юрласа параççӗ. Ман шутпа, пирӗн эстрадăри юрăçсене, пилӗк е ултă ушкăна пайлама пулать:
1. КЛАССИКА
Юрлама ятарласа консерваторире е институтра вӗреннисем. Кусем нотăсене пӗлеççӗ, ятлă композиторсен кӗввисемпе çырнă юрăсем, романссем, оперăри сыпăксене юрлама пултараççӗ. Юрлаççӗ те. Вӗсемшӗн юрă мӗнлерех пуласси, мелодика пӗлтерӗшлӗ, чикӗрен каçмаççӗ вӗсем. «Хаваслăрах-хаваслăрах, аллăрсем-аллăрсем!» – тесе çынсене ӳкӗтлемеççӗ. Юрлас умӗн авторӗсен ячӗсене асăнаççӗ.
Вӗсем патне концерта, тен, халăх нумаях çӳремест пулсан та, çапах та вăл çынсем классика шкулне хаклама пултараканскерсем. Кун пек юрăçсем ӗçлеççӗ филармонире е юрăпа ташă ансамблӗнче, е капеллăра. Вӗсен кураканӗ тӗрлӗ çулта, ытларах 60+
2. СИК ТУХ
Ку ушкăна кӗрекен юрăçсем 90-мӗш çулсенче палăрнисем. Вӗсенчен ытларахăшӗ юрлама вӗренмен, анчах юрă-кӗвӗ туйăмӗ вӗсен çук мар, эстрадăра çӗкленме пултарнă-çке. Вӗсем хальхи чăваш эстрадин корифейӗсем тесе шутлаççӗ хăйсене, çавăнпа чăн юрă мӗнлерех пулмаллине пӗлсех пӗтереймен, "плагиат" сăмах пӗлтерӗшне ăнланман, анчах чăвашла юрланине итлеме питӗ юратакан куракансем вӗсен пӗр юррине те сиктермеççӗ. Çак юрăçсен ячӗ веçех çырлахтарать. Çавăнпа тытăнса тăраççӗ те хальлӗхе. Мӗншӗн тесен пурте пӗлекен тахçанхи шлягерӗсем пур вӗсен. Çак категорири юрăçсем пенсие тухиччен хăйсен вилӗмсӗр хичӗсене шăрантараяççӗ ӗçкӗсенче. Хӗрӗнкӗ çыншăн пурпӗрех, фонограммăпа-и, чӗрӗлле-и юрлаççӗ, уншăн урăххи пӗлтерӗшлӗ: вăл ӗçсе-çисе ларнă вăхăтра çамрăк чухне кассета хуплашкинчен ун çине мăнкăмăллăн йăл кулса тинкернӗ тава тивӗçлӗ артист халӗ сӗтел умӗнче микрофон тытса сиккелени. Юбиляр – уяв хуçи, çакăн пек юрăçа «туянса» хăнасем умӗнче хăйӗн хакне (самооценкине) ӳстерет. Артиста тӳленӗ, тархасшăн, сик! Сикет те. Нумайăшӗ тамата пулса çӳреççӗ туйсенче. Хăйсем каларăш, «пока пипл хавает" вӗсем юрлама чарăнмаççӗ, ку пасар экономики. Уншăн вăрçма кирлех-ши? Çаксен кураканӗсем ытларахăшӗ хăйсемпе пӗр çулта, 50+ Ку чи йышлă, концертсене çӳрекен, тӳлеме пултаракан аудитори. Çавăнпа вӗсене юрас текен юрăçӗсем те сахал мар.
3. ИМИДЖ
Ку ушкăна çӗннине шыракан юрăçсем кӗреççӗ. Вӗсем нумайăнах мар, анчах та эстрада ăçталла шуни вӗсене кăсăклантарать, вӗсем ăна лайăхрах тăвасшăн. Çак юрăçсем эксперимент тума, оркестрпа юрлама хăрамаççӗ. Вӗсем пахалăхшăн кӗрешеççӗ. Чӗрӗ сасăпа юрланипе киленеççӗ. Концертра лайăх аппаратура, çутă, экран, тӗтӗм пултăр тесе тăрăшаççӗ, куракан çакна сисет. Имиджне тивӗçлӗ шайра тытса пыма тăрăшаççӗ, юррисене кăмăллакансем патне çӗнӗ çулсем хываççӗ. Чăваш эстрадине вӗсен пултарулăхӗпе виçни ку юрăçсен кăмăлне каять, паллах, çавăнпа концерчӗсене курма тулли зал çын килсе ларнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар-тăр. Пур-ха пирӗн хушăра та паха юрра хаклама пӗлекенсем. Çамрăк фанаткăсене шутламасан, вӗсен кураканӗн вăтам çулӗ – 30+.
4. ĂНЦ-ДĂНЦ
Ку ушкăнра чăваш эстрада артисчӗ пек пулас текен çамрăксем. Кусем чи нумаййисем. Хăйсен ӗçӗшӗн сахал укçа ыйтнипе вӗсем те çынсене кирлӗ пулса тăчӗç. Вӗсене ялсен, урамсен уявӗсенче, пӗчӗк заллă клубсенче, тӳлевсӗр мероприятисенче курма пулать. Вӗсем фонограммăпа юрланине чӗррӗн шăрантарнинчен эсир уйăраймастăр. Тӗрӗсрех каласан, танлаштарма май пулмасть – вӗсем нихăçан та чӗррӗн юрламаççӗ. Çăварӗсене вара питӗ пӗлсе те вăхăтлă уçаççӗ. Тӗкӗр умӗнче нумайччен тренировкăсем ирттерни сисӗнет. Умӗсенче 10 çын ларсан та, 100 çын пулсан та çавăн пекех хавхаланупа юрлаççӗ. Сассисем, хăçан та пӗр, диск çине çыртарнă пек. Питӗ тӗплӗ тăваççӗ хăйсен ӗçне. Сахал бюджетлă заказсенче 2-мӗш категорири юрăçсен разбавки пулса ӗçлеççӗ ытларах чухне. Çаксем сцена çине те 2-мӗш ушкăнрисен юррисене юрла-юрла тухнă. Çавăнпа та вӗсенчен шай ӳсессине кӗтме май килмест. Ку юрăçсем пӗр-пӗр ватă композиторăн кивӗ юррине çӗнӗлле («ăнц-ăнцла») çыртараççӗ те çавăнпа телейлӗ. Вӗсем экспертментсем тăвасшăн мар, чăн-чăн эстрада мӗнле пулмаллине ăнланасшăн мар. Ытларах чухне вӗсен ӗмӗчӗ – çăмăл укçа, тӗллевӗ – ăнăçлă качча каясси е пуян арăм тупасси. Нумай чухне çавăн пек пулса тухать те. Çавăнпа та хитре сăнпа, илемлӗ чăваш костюмӗпе, хăш чухне хитре сасăпа та сцена çинче çынсен кăмăлне кая пӗлеççӗ. Намăс тенинчен инçетре, нотăсене палламаççӗ. Палласшăн та мар пулмалла. Вӗсен кураканне хăйсемпе пӗр çулта теме çук. Тӗрлӗ çулта. Çакнашкал куракансем хаклакан тӗп принцип – чăвашла вӗт! Вӗсем веçех «çиеççӗ», анчах хăйсен кăмăлне кайнă 4-мӗш категорири юрăçăн ятне те залран тухсанах манса каяççӗ. Мӗншӗн тесен концертшăн тӳлеме хăнăхман.
5. ЛӖПӖШСЕМ
Ку ушкăна кӗрекенсем пӗр юрă юрăçӗсем. Телейлӗ те, телейсӗр те. Вӗсем нумай вăхăт хушши 4-мӗш категорире пулнă, анчах та пӗтӗм халăха килӗшекен пӗр чаплă композицие пула кӗске хушăрах 3-мӗш ушкăна тивӗçлӗ юрăçа çаврăнаççӗ. Анчах та нумайăшӗ вăхăтлăха çеç. Пултарулăхне хăйсем çӗкленнӗ шайра аталантарма пултараймасăр вӗсем пӗр е икӗ çултан манăçа тухаççӗ. Çавна пула ӗçке ярăнни те пулкалать.Вӗсем мана картла выляса е лотерейăра пысăк укçа çӗнсе илнӗ, анчах унпа мӗн тумаллине пӗлмен çынсене аса илтереççӗ. Хăйсем çине сасартăк йăтăнса аннă чап вӗсемшӗн йывăр. Нумай чухне 3-мӗш ушкăн çакăн пек "выскочкăсене" хăйӗн ретӗнчен сурса кăларать. 3-мӗшӗнче куллен ӗçлемелле, унта тытăнса тăма йывăр, новатор пулмалла. Кусен кураканӗ-итлекенӗсем – пурте, çав вăхăтрах никам та мар. Мӗншӗн тесен эстрадăри ӗмӗрӗ лӗпӗшӗнни пек кӗске вӗсен.
6. ПАРОДИ
6-мӗш категори те пур. Вӗсем сахаллăн, анчах нумай чухне куçа тăрăнаççӗ. Хăшӗ В.Цой пек тытать хăйне, тепри паллă рэп-юрăç пек. Çӗннине нимӗн те шутласа кăлараймаççӗ, ун валли вӗт фантази кирлӗ. Фантази пултăр тесен – вӗренмелле. Вӗренме вăхăт çук, укçа тумалла пароди бизнесменӗсен. Çавăнпа та купăс тытса такмак кӗвви калакансем пӗр теçеткене те çитрӗç пулӗ эстрадăра.
Чăваш халăх артистне копилекенни сцена çинче пуçне те ун пекех суллать: тумӗсем те, хăйне микрофон умӗнче тыткаланисем те – пӗрешкел. Юррисем кăна раснарах. Малтан вӗсем пӗр ушкăнра çӳретчӗç концертсем лартса, халӗ кӗçӗнни аслин концерт вырăнӗсене хăй команда пуçтарса каять, лешӗнчен маларах. Килпетсӗр хăтланать, паллах. Вокал енӗпе вăл «чăваш басковӗнчен» инçетре тăрать, çавăнпа та ытларах турткалана-турткалана купăс каласси çине пусăм тăвать. Халăха ку килӗшет пулмалла, 40-рен иртнисем тăра-тăра ташлаççӗ.
Тен, тепӗр категорисем те пур-тăр. Ку пӗлтерӗшлех мар. Халăхӗ мӗнле – юрлаканӗсем çапла. Вӗсем вӗт пирӗн пата урăх нацирен куçман, хамăр çумра ӳснисем. Апла-тăк вӗсене хамăрăнах тикӗслемелле-тӗр? (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев