News by date 26 November 2018
-
Красноярск чăвашӗ Раççейре пӗрремӗш!
Коммерцилле мар тата обществăлла организацисен лидерӗсен Пӗтӗм Раççейри конкурсӗнче Красноряск крайӗнчи Чăваш наципе культура автономийӗн ертӳçи Геннадий Иванович Храмов I вырăн йышăнса ылтăн медале тата диплома тивӗçнӗ.
-
АКРЕЛӖНЧИ РАЙККА АППА КАЛЛЕХ ТӖЛӖНТЕРЧӖ
«Нечкэбил» республика конкурсӗн финалне кăçал чăвашсенчен Çарăмсан районӗнчи Акрель ялӗнчи Кваковсем тухрӗç. Вӗсем финала конкурссăр майпа хутшăннă. Эх! пачӗç кăна вара чăваш юрри-ташшине. Илемлӗ, тивӗçлӗ, капăр курăнчӗ çемье сцена çинчен. Чăваш йăли-йӗркине, аслисемпе кӗçӗннисен хутшăнăвӗсене питӗ интереслӗ кăтартса пачӗç.
-
Эрнелӗх гороскоп 24.11- 02.12.
ТАКАСЕМШӖН ырă эрне, творчествăлла идейăсем нумай, талантăрсене кăтартма ан именӗр. ТАРАСАСЕН туссемпе тӗл пулма, плансене сӳтсе явма, тăванла çыхăнăва çирӗплетме аван вăхăт...
-
ПАТША САЛАЧӖ
Консервăланă тунеца вилкăпа ирмелле. Пиçнӗ çăмартана, крабовăй палочкине турамалла, сыра вӗтӗ шăтăклă теркăпа хырмалла. Майонез хушса хутăштармалла, çиелтен туранă укроп сапмалла.1 банка консервăланă тунец, 200 г крабовăй палочки, çур стакан пӗçернӗ рис, 100 г сыр, 4 çăмарта, майонез тата укроп кирлӗ.
-
«ХӖЛЛЕХИ ЮМАХ» КУКĂЛЬ
Чуста валли 200 г маргарин, 1 стакан хăйма, 3 çăмарта сарри, 1 стакан сахăр песокӗ, 1,5 стакан çăнăх, çур чей кашăкӗ апат соди; ăшлăх валли 1 стакан кӗтмел çырли, 1 лимон, 1 стакан сахăр песокӗ, 3 çăмарта шурри кирлӗ.
-
Халăхӗ мӗнле – юрлаканӗсем çапла
Çул çинчи гаишник трубка вӗртернӗ пулсан çак пули-пулми «артистăн» тахçанах правине туртса илмеллеччӗ. Сцена çине чăвашсем тӗрӗслемесӗр кăлараççӗ çав ун пеккисене. Пирӗн эстрадăри йӗркесӗрлӗх культура министрӗ улшăнсан та чарăнмарӗ ахăр...
-
ЭХВЕТКАССИСЕМ ХĂЙСЕН ÇӖРНЕ СЫХЛАСА ХĂВАРНĂ
Çак кунсенче ЧР Правительство Çуртӗнче иртнӗ ларура халăх ыйтнине тивӗçтернине, урăхла каласан Эхветкасси ялӗ çывăхӗнче сӗт тирпейлекен «Чувашия– Сычуань» агропарк тăвас шухăша пăрахăçланă. Анчах инвестор республикăрах юлать, влаçсем ун валли урăх вариантсем сӗннӗ.
-
Хусанта пушар
Хусан варринче паян иртенпе хура тӗтӗм йăсăрланать. ТР МЧС пресс-служби пӗлтернӗ тăрăх, Университетская урамӗнчи 22-мӗш çурт (офиссем) çунать. Пӗтӗмпе 500 тăваткал метр. Вырăнта ятарлă техника тата МЧС ӗçлет. Пушарăн сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.