Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЭХВЕТКАССИСЕМ ХĂЙСЕН ÇӖРНЕ СЫХЛАСА ХĂВАРНĂ

Çак кунсенче ЧР Правительство Çуртӗнче иртнӗ ларура халăх ыйтнине тивӗçтернине, урăхла каласан Эхветкасси ялӗ çывăхӗнче сӗт тирпейлекен «Чувашия– Сычуань» агропарк тăвас шухăша пăрахăçланă. Анчах инвестор республикăрах юлать, влаçсем ун валли урăх вариантсем сӗннӗ.

 Чăваш Енри Муркаш районӗнчи Эхветкасси ял çывăхӗнче республика Китай инвесторӗсемпе пӗрле «Чувашия-Сычуань» агропарк тăвасси, кун валли çӗр уйăрни пирки вулакана пӗлтернӗччӗ эпир.  Китай аграрийӗсем çӗре паллă туса та хунăччӗ ӗнтӗ, анчах... Вырăнти халăх кар тăрса хăйӗн çӗрне хӳтӗлеме тухрӗ. Калас пулать, тухăçсăр мар.  Çак кунсенче ЧР Правительство Çуртӗнче иртнӗ ларура халăх ыйтнине тивӗçтернине, урăхла каласан Эхветкасси ялӗ çывăхӗнче сӗт тирпейлекен агропарк тăвас шухăша пăрахăçланине пӗлтерет чăваш халăх сайчӗ.

ЧР Премьер-министрӗ Иван Моторин сăмахӗсем тăрăх,  Китай инвесторӗсене агропарк валли тата темиçе вырăн сӗннӗ, çав шутран пӗри – Канаш районӗ.  Канашсен хăйсен çӗрне эхветкассисем пекех хӳтӗлеме вăй-халӗ çитӗ-ши? Аса илтеретпӗр, хальхи вăхăтра «Чувашия-Сычуань» проект Пăрачкав районӗнче пурнăçланать. Китай инвесторӗсем кунта 5 гектара яхăн çӗре 25 çула арендăна илнӗ. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашии России