Эрнелӗх гороскоп 24.11- 02.12.
ТАКАСЕМШӖН ырă эрне, творчествăлла идейăсем нумай, талантăрсене кăтартма ан именӗр. ТАРАСАСЕН туссемпе тӗл пулма, плансене сӳтсе явма, тăванла çыхăнăва çирӗплетме аван вăхăт...
ТАКА 21.III – 20.IV Ырă эрне, творчествăлла идейăсем нумай, талантăрсене кăтартма ан именӗр. Вăй-хал çителӗклӗ, нумай ӗç тума пултаратăр, кун йӗркине тытса пырăр. Интереслӗ проектсем карьерăпа ӳсме май парӗç. Ăнсăртран пысăк укçа илме пулӗ. Сиенлӗ хăнăхусенчен хăтăлма аван вăхăт. Çăлтăрсем инçе çула тухма сӗнмеççӗ.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V Ӗçри проблемăсене татса памалла, карьерăна çирӗплетмелле, авторитетшăн кӗрешмелле. Çăлтăрсем тӗрлӗ йывăрлăхсемпе кăткăс ӗçсенче пулăшӗç, юлташăрсем те айккинче юлмӗç. Килӗшӳсем çирӗплетме аван вăхăт. Шăпа татăклă утăм тума хистет, анчах сӳрӗклӗхе пула карьера, укçа-тенкӗ, хутшăнусем енӗпе пулакан майсене çухататăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI Кампа та пулин хутшăнса активлă ӗçлеме, кăткăс ыйтусене татса пама тивет. Оппонентсемпе те пӗр чӗлхе тупаятăр. Çӗнӗ ӗçе куçма аван вăхăт. Тупăшлă контрактсем çырса лайăх тупăш илме пултаратăр. Плана пăхăнса ӗçлӗр, компетентлă çынсене итлӗр.
РАК 22.VI – 22.VII Çак тапхăрта вăй-хал сахалрах пулин те, творчествăра пысăк çитӗнӳсем тăватăр. Ӗçтешсемпе е пуçлăхпа хутшăнусем çивӗчленме пултараççӗ. Ку вăхăта отпуск илме тăрăшăр. Таврари çынсен çитменлӗхӗсемпе проблемисене курмăш тăвăр, харпăр ӗçсемпе ӗçлесен аванрах.
АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII Ку эрнере вăй-хал тапса тăрать, талантсене пурнăçласа ырă ят çӗнсе илеетӗр. Çемьери, ачасемпе хутшăнусене çирӗплетме, харпăр пурнăçа майлаштарма ăнăçлă кунсем. Пӗчченнисен ЗАГСа кайма васкамалла мар. Эрне вӗçӗнче юлташăрпа хирӗçме пултаратăр. Çул çинчи хăрушсăрлăха пăхăнăр.
ХӖР 24.VIII – 23. IX Укçа-тенкӗ лару-тăрăвне çирӗплетессипе ӗçлетӗр. Шалти сисӗм пулăшнипе, проблемăсене творчествăлла татса панипе, çынсем çине витӗм кӳме пултарнипе йăлт пулса пырать. Юратнă çынпа хутшăнусем те лайăхланаççӗ, татăлнă çыхăну çӗнӗрен йӗркеленет. Ӗçре йăнăшасран асăрханмалла.
ТАРАСА 24.IX – 23.X Туссемпе тӗл пулма, плансене сӳтсе явма, тăванла çыхăнăва çирӗплетме аван вăхăт. Кӗске çулçӳревсем те ăнаççӗ, ют çӗршыва кайма, урăх çӗре пурăнма куçма вара тăхтамалла. Эрне вӗçнелле ӗçтешсемпе е тăвансемпе хирӗçме, укçа пăтăрмахӗсем пулма пултараççӗ. Документсене алă ан пусăр, çӗнӗ ӗçе ан куçăр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI Иммунитет вăйсăрланнă, психика лару-тăрăвӗ те чаплах мар. Эмоцисем хыççăн каймасăр ăслă-тăнлă пулма тăрăшăр. Йышăнусемпе пӗтӗмлетӳсене васкамасăр тăвăр. Ку вăхăтра ӗç пуçлама, документсене алă пусма тăхтамалла.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Ку вăхăтра сире пурте асăрхаççӗ. Ӗçлӗ калаçусем ирттерме, паллашма, спонсорсене тупма ăнăçлă вăхăт. Харпăр потенциала уçса плансене пурнăçлама, пуçлăхсен шанăçне кӗме, карьерăпа ӳсме май пулӗ, ӗç укçине те ӳстерӗç. Эрне вӗçнелле тӳперен çӗр çине анса йăнăшсене тӳрлетме тивӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I Çак вăхăтра творчествăлла активлăх пысăк пулмасан та карьерăпа ӳсме шанчăк пур. Ырă кăмăллă пулни усăллă çыхăнусем йӗркелеме, ӗçтешсен тӗревне туйма пулăшӗ. Эрне вӗçӗнче асăрхануллăрах пулăр, аферăсене, иккӗленӳллӗ ӗçсене ан хутшăнăр.
ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II Эрне пуçламăшӗнчех ӗçе тимлӗх уйăрса тӗрӗс тӗллев лартма тăрăшăр. Тăрăшса ӗçлени ӗç укçине кăна мар, карьерăпа та ӳсме пулăшӗ. Эрнен иккӗмӗш çурринче ытларах канма тăрăшăр. Тавлашусем пулма, мӗн-тӗр çухатма пултаратăр.
ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III Çак тапхăр çăмăлах пулмӗ, мӗншӗн тесен тӗпрен улшăнусем пулӗç. Эрне варриччен парăмсене парса татма тӳр килӗ, сăмах укçа пирки кăна мар. Юлташсемпе çывăх çынсен проблемисем хумхантарӗç. Ӗçпе, укçапа е законпа çыхăннă проблемăсем пулма пултараççӗ. Çурăм хыçӗнче кавар тăвакансем тупăнӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев