Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Кирлех-и завод?

Раççейре вара «Чистая страна» наци проекчӗпе Мускав çывăхӗнче – çӳп-çап çунтаракан – 5, Тутарстанра 2 завод тумалла, кайран тата 7. Завод тума майлă калаçакансен сăмахӗ хăрушсăрлăх гарантийӗ мар. Паллах, каяш вырнаçтарассине татса памалла, анчах Тутарстанра тума хатӗрленнӗ завод проекчӗ экологсенче нумай иккӗленӳ çуратать. Вăл сывлăша вараланисӗр пуçне тăпрана та, шыва та сиен кӳрет.

Тутарстан Патшалăх Канашӗнче Коммунистсен партийӗ сахал шутпа пулсан та вӗсем активлă ӗçлеççӗ. Паянхи кунри чи çивӗч проблемăсемпе канашлусем час-час йӗркелесе ирттереççӗ. Иртнӗ эрнере, февралӗн 28-мӗшӗнче, КПРФ фракцийӗ «Çӳп-çап çунтаракан завод тăвасси тата ТКО проблемисем çинчен» анлă çавра сӗтел ирттерчӗç. Унта ТР Патшалăх Канашӗнчи, Хусан хулин Думинчи КПРФ пайташӗсем, РФ Патшалăх Думин депутачӗсем – Ринат Гайзатуллинпа  Елена Минакова, обществăлла организацисен, пуçаруллă граждансен ушкăнӗсен, тепӗр хут тирпейлесе усă курма юрăхлă чӗр тавар   тирпейлекен организацисен, Çурт комитечӗсен союзӗн представителӗсем, çавсен хушшинче ученăй-экспертсем, экологсем, метеорологсем, хутшăнчӗç. Чăваш Енрен те пысăк ушкăнпа килнӗ  çавра сӗтеле: ÇКХ ыйтăвӗсемпе комисси председателӗ, Федерацин Атăлçи округӗн Çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвӗсемпе обществăлла пӗрлешӳсен координаци канашӗн председателӗ Тамара Манаева, Шупашкар хула Пухăвӗн депутачӗ, «Телейлӗ çурт» çемьене пулăшассин центрӗ» обществăлла организацин директорӗ Сергей Муравьев, РФ Федераллă Пухăвӗн  Патшалăх Думин депутачӗн пулăшуçи Елена Иванова. Асăннă çынсем çӳп-çап çунтаракан завода (ÇÇЗ) хирӗç. Вӗсен шучӗпе, çӳп-çапа вырнаçтарма урăх мелсем те пур. Ученăйсем палăртнă тăрăх, «Ростех» вӗсем пирки пӗлет.

Завод пулмаллах-и?

Çавра сӗтелре вӗсене хирӗçле фронт та пурччӗ.  Официаллă власть тытăмӗсен представителӗсем ÇÇЗра хăрушлăх курмаççӗ. Вӗсен сăмахӗсемпе, республикăри полигонсем çӳп-çапа тепӗр 4 çул кăна йышăнма пултараççӗ, тулса çитнӗ. Çавра сӗтел ӗçне ТР строительство, архитектура тата ÇКХ министрӗн çумӗ Ильдус Насыров, ТР экологи, çутçанталăкпа усă курассин министрӗн çумӗ Рустем Камалов, çак ведомствăн çӗр ресурсӗсене сыхлассипе уйрăм специалисчӗ Рустем Богданов, ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министерствин çӗрпе пурлăх хутшăнăвӗсен уйрăмӗн пуçлăхӗ Александр Дружинин, пӗтӗмпе 12 çын хутшăнчӗç. Вӗсен шучӗпе,  ÇÇЗ сиенсӗр, хăйсен шухăшне Европăри, Японири ÇÇЗсен тӗслӗхӗпе çирӗплетрӗç.

Чăн та, çӳп-çап пуçтарасси, ăна тирпейлесе усă курасси тата коммуналлă хытă каяшсемпе (КХК) çыхăннă тарифсен шайӗ хальхи чи пысăк проблемăсенчен пӗри. Тӗнче çӳп-çап айне пулса пырать, океанра пластик утравсем ишеççӗ. Экологи проблемине татса парас тӗллевпе пӗрисем промышленность, производство тата кил-тӗрӗш  каяшӗсене çунтармалла, иккӗмӗшсем каяшсен шайне чакармалла, виççӗмӗшсем çӳп-çапа уйрăммăн пуçтарса унпа тепӗр хут усă курма, тăваттăмӗшсем халăха йӗркене вӗрентес тӗллевпе укçапа илӗртме сӗнеççӗ.  

Çӳп-çапшăн укçа параççӗ

КХК пирки каласан, Атăлçире унăн тарифӗсем пӗрпекрех – çын пуçне 70 тенке яхăн. Хăш-пӗр çӗрте кăна уйрăмлăхсем пур. Сăмахран, Пушкăртстанра ял çыннинчен – 35, хуларинчен 70 тенкӗ илеççӗ. Мӗншӗн тесен ялта çӳп-çап «производстви» сахалрах. Тепӗр çӗрте сортланă тата сортламан çӳп-çапшăн уйрăм тариф пулмалла теççӗ. Сортланă çӳп-çап иккӗмӗш хутчен производствăна кайнине шута илсен, унăн тарифӗ пӗчӗкрех пулмалла.  Пластик япаласене тӳлевлӗ пуçтарас е çакăн йышши каяшсемшӗн тариф палăртмалла мар (çӳп-çапа тӳлевсӗр турттарни пирки пырать сăмах) текен регионсем те пур. Тӗслӗхрен кун пек системăпа Литвари Клайпеда хули ӗçлет. Унта пластик, кӗленче савăта йышăнакан автоматсем суту-илӳ точкисенче лараççӗ. Пӗр кӗленчешӗн 10 цент тăракан чек кăларса парать автомат. Унпа вырăнти суту-илӳ центрӗнче усă курма пулать. Тӗрӗссипе, кун пек опыт совет вăхăтӗнче те пурччӗ. Кӗленче бутылкăсене укçалла йышăнатчӗç.

Коммунистсен шучӗпе, халăхран илсе кайнă çӳп-çапшăн кăна тӳлев илмелле, вăл нормативпа пулмалла мар. Тепӗр енчен, ку çынсене çӳп-çапа уйрăм пуçтарма та вӗрентӗччӗ. КПРФ партин Тутарстанри уйрăмӗн ертӳçи Хафиз Миргалимов çуллахи вăхăтра пенсионерсенчен пач та тӳлев илмелле мар тет, мӗншӗн тесен вӗсем дачăсене, яла пурăнма куçаççӗ. Сад-пахча хуçисем пек КХК тарифӗсене унта тӳлеççӗ. Апла мӗншӗн вӗсенчен икӗ хутчен çав тӳлеве пуçтармалла, хулара çӳпӗлемеççӗ-çке?

Çавра сӗтел ӗçӗ çивӗч те хӗрӳ пычӗ. Хăш-пӗр ыйтупа килӗшӳ тупаймасăр тавлашусем те пуçланчӗç. Мероприятие ертсе пыракан Артем Прокофьев пӗрре мар пуçтарăннисене асăрхаттарчӗ.

Хусан хулин Думинчи КПРФ ертӳçи Алексей Серов çӳп-çапа уйрăм пуçтарасси пирки хӗрӳ калаçрӗ. Ун шучӗпе, ку ӗçе муниципаллă учрежденисенчен хăйсенчен пуçламалла. «Мэри те, ытти ведомствăсемпе учрежденисем те ку ӗçе пуçламан-ха. Тутарстанра КХК-на сортлама пуçлани пирки калаçаççӗ, анчах пурнăçра курмастăп çакна. Муниципаллă учрежденисем тӗслӗх паччăр малтан», – пулчӗ унăн сăмахӗ.

Халăха пăтратнă

Артем Прокофьев сăмахӗсемпе, çӳп-çап реформи питӗ те çивӗч тăрать. Граждансенчен кун пирки нумай çыру килет. Вӗсем çӳп-çап рынокне федераллă операторсем килнинчен усси çуккине, ырă енне нимӗн те улшăнманнине çыраççӗ, тарифсем кăна ӳснӗ.

Федерацин Атăлçи округӗн Çурт-йӗрпе коммуналлă хуçалăх ыйтăвӗсемпе обществăлла пӗрлешӳсен координаци канашӗн пайташӗ, «Живи как хозяин» Гражданское движение»  организацин председателӗ Ирина Волкова ТБОна ТКО тесе палăртма пуçлани те халăха пăтраштарнă. Унччен Кил-çурт кодексӗпе килӗшӳллӗн, çынсен пухура ТБО тӳлевне палăртма, ăна турттаракана суйласа килӗшӳ тума пултарнă-тăк, халӗ ун пек май çук. Çакна тӗслӗхпе çирӗплетрӗ, 2019 çулччен хăйсен çурчӗн Управляющи компанине пӗр çын пуçне 38 тенкӗ тӳленӗ пулсан, январьтен пуçласа 71тенкӗ те 95 пус тӳлеме тытăннă. «Ăçтан илнӗ ку цифрăна? Çӳп-çап хакланнă-им?» – кăмăлсăрланчӗ Ирина Волкова. Проблемăна вăл ют çӗршывсен опычӗпе усă курса татса пама сӗнчӗ. Пуçтарса панă пластикшăн, кӗленчешӗн, хутшăн тӳлеме тытăнмалла. Хусанта пур ун йышши пунктсем, пӗтӗмпе çиччӗ, çапах икӗ миллиона яхăн хулашăн сахал.

Онкологи тата чăлах ачасем

Экологсемпе метеорологсем çӳп-çап çунтаракан завод хăрушлăхӗ çинчен пӗрре мар аса илтерчӗç. Сăмах май, ÇÇЗăна Ешӗлвар районӗнчи Осиново ял хутлăхӗ çумӗнче тума хатӗрленнӗ. Елена Изотова  метеоролог шучӗпе, ку зона экологи енӗпе «Оргсинтеза», М7 трассăна пула ахаль те япăх лару-тăрура. ÇÇЗ туни экологи катастрофине пуçарма пултарать. Тепӗр енчен, çынсен таса тавралăхпа çыхăннă прависене пăсать. Завод проектӗнче сиенлӗ япаласен концентраци шайӗ пирки ăнлантарни те çук. Швейцарири, Японири заводсене тӗслӗхе лартни те актуаллă мар. Мӗншӗн тесен унта тахçанах çӳп-çапа уйрăммăн пуçтараççӗ, пирӗн тытăнман та. Енчен те çӳп-çапа хутăштарса çунтарсан атмосферăна çын сывлăхӗшӗн хăрушă хими элеменчӗсем лекеççӗ, тӗслӗхрен, диоксин. Вăл иммунитета пӗтерсе онкологи чирне, генсен мутацине чӗртме, ачасем чăлах çуралма пултараççӗ. Хăй вăхăтӗнче Дани çакăн пек шар курнă. Çӳп-çапа сортламасăр çунтарнипе çӗршыв онкологипе Европăра пӗрремӗш вырăна тухнă. Раççейре вара «Чистая страна» наци проекчӗпе Мускав çывăхӗнче – 5, Тутарстанра 2 завод тумалла, кайран тата 7. Завод тума майлă калаçакансен сăмахӗ хăрушсăрлăх гарантийӗ мар. Паллах, каяш вырнаçтарассине татса памалла, анчах Тутарстанра тума хатӗрленнӗ завод проекчӗ экологсенче нумай иккӗленӳ çуратать. Вăл сывлăша вараланисӗр пуçне тăпрана та, шыва та сиен кӳрет. Елена Изотова çӳп-çап проблемине совет тапхăрӗнчи ученăйсем шутласа кăларнă меслетпе татса пама сӗнчӗ. Вӗсем каяша диоксинсăр технологипе пӗтерме сӗннӗ, «Ростех» кун пирки пӗлнине асăнчӗ. Çавăнпа завод тăвасси çине мораторий хума, «Чистая страна» нацпроекта хупма, çӳп-çапа сортлама чӗнсе каларӗ.

ТР Экологи, çутçанталăкпа усă курассин министерствин çӗр ресурсӗсене сыхлассипе уйрăм специалисчӗ Рустем Богданов общественниксемпе килӗшрӗ. «Влаçсем, шел пулин те, ют çӗршывсен опытӗнчен ÇÇЗăпа çыхăннă пӗр ыйтăва кăна шута илнӗ. Телее, республика ертӳçи ытти меслетсене те тимлӗхе илчӗ. Сăмахран, каяшран биотопливо тăвассине. Çӳп-çапа сортласа пуçтарма тытăнмасăр завод строительствине пуçарма ир», – терӗ вăл кӗскен.

Шупашкарта пуçланă

Чăваш Енрен килнӗ Сергей Муравьев хăй шухăшне татăклăн пӗлтерчӗ. РФ Патшалăх Думи валли хатӗрлекен Рекомендацие çак сӗнӳсене кӗртме ыйтрӗ: 7 çул тултарман ачасене, выртакан инвалидсене çӳп-çапшăн тӳлеврен хăтарма, 7-14 çултисемшӗн тариф шайне 50 процент хăварма. Вырăнти хăйтытăмлăхсем валли хатӗрлекен Рекомендацие вӗсене хăйсене коммуналлă хытă каяшсене сортлама сӗнӗве кӗртме ыйтрӗ. Шупашкарта çак ӗçе пуçланине, халăха информаципе тивӗçтернине пӗлтерчӗ.   

Çавра сӗтел ӗçӗ докладсене сӳтсе явнипе, ыйтусене хуравланипе, пӗтӗмлетӳ туса резолюци хатӗрленипе вӗçленчӗ. КПРФ партийӗ ăна Раççей Президентӗнчен пуçласа РФ Правительствине, РФ Патшалăх Думине, ТР Министрсен Кабинетне, Экологи, çутçанталăкпа уса курассин, Промышленноçпа суту-илӳ, Строительство тата архитектурăпа ÇКХ, Вӗрентӳпе наука министерствисене, республика Прокуратури таранах ярса пама палăртрӗ.

Тутарстанра çӳп-çап çунтаракан завод тăвасси общественнăçа питӗ хумхантарать. Завод кирлӗ тенине ахаль çынсенчен илтмен. Хирӗçтăру ÇÇЗ хăрушсăрлăхӗ пирки информаци çителӗксӗр пулнипе те çыхăннă, паллах. Енчен те ăна Японири пек сиенсӗр тусан юрӗччӗ. Çӳп-çап полигонӗсем тулса пыни те шухăшлаттарать. Вӗсем те сиенсӗр мар, каяшсем çӗрсе тăпрана сиен кӳреççӗ, çӗр айӗнчи шыва варалаççӗ, таврана усал сывлăш сарăлса пурнăç пахалăхне начарлатать. Патшалăх Канашӗнче ирттернӗ анлă канашлуран усси пуласса шанас килет. Унта обществăлла ӗçченсем пысăк йышпа хутшăнни халăх шухăшне кăтартакан пулăм. Нивушлӗ влаçсем ăна шута илмӗç? (Автор тата «Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗсем).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество