News by date 7 March 2019
-
Çурхи уявпа саламлатпăр!
Хисеплӗ «Сувар» вулакан чипер хӗрсемпе маттур хӗрарăмсем! Сире Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ Мартӑн 8-мӗшӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр! Ҫирӗп сывлӑх, юрату, ӑнланупа чӑтӑмлӑх, ырлӑхпа телей сунатпӑр!
-
Кирлех-и завод?
Раççейре вара «Чистая страна» наци проекчӗпе Мускав çывăхӗнче – çӳп-çап çунтаракан – 5, Тутарстанра 2 завод тумалла, кайран тата 7. Завод тума майлă калаçакансен сăмахӗ хăрушсăрлăх гарантийӗ мар. Паллах, каяш вырнаçтарассине татса памалла, анчах Тутарстанра тума хатӗрленнӗ завод проекчӗ экологсенче нумай иккӗленӳ çуратать. Вăл сывлăша вараланисӗр пуçне тăпрана та, шыва та сиен кӳрет.
-
ИЛЕМ ТӖНЧИНЕ УÇМА ПАКУН КАНСӖРЛЕМЕСТ
Шупашкарта Станислав Воронов художникăн куравӗ уçăлчӗ. Чăваш импрессионисчӗ ытлашши официоза юратмасть, курава та акă килсе çитнӗ çуркуннене халаллать...
-
Авалхи питӗ те хальхилле
Мартăн 6-мӗшӗнче Вера Кожеманова хăйӗн ушкăнӗпе «Старый Рояль» джаз-кафере тепӗр концерт пачӗ. Ăна вăл çывхарса пыракан Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунне халалларӗ. Концертăн пӗрремӗш пайӗ йăлтах чăваш юррисенчен тăчӗ...