Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Авалхи питӗ те хальхилле

Мартăн 6-мӗшӗнче Вера Кожеманова хăйӗн ушкăнӗпе «Старый Рояль» джаз-кафере тепӗр концерт пачӗ. Ăна вăл çывхарса пыракан Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунне халалларӗ. Концертăн пӗрремӗш пайӗ йăлтах чăваш юррисенчен тăчӗ...

Чăваш музыка искусствишӗн мӗн тунине Вера Кожеманова хăй те тӗпрен ăнланса пӗтереймест пулӗ-ха. Сăпайлăскерӗн пултарулăхне пысăка хурса мăнкăмăлланни çук. Чун ыйтнипе ӗçлет  те ӗçлет. Сисмерӗмӗр те кӗске хушăрах вăл музыка ушкăнӗпе пӗрле чăваш фольклорӗнчи авалхи юрăсене çӗнӗрен чӗртсе тăратрӗ. Халăх юрри джаз стилӗпе çӗнӗлле, интереслӗ илтӗнет, çав хушăрах халăхлăха та çухатмасть. Шайлашуллă пулса тухать.

Вера Кожеманова тăван культурăра этно-джаз стильне аталантарса ячӗ. Çӗнӗлӗхе, ытти регионсемшӗн сăмах тытмăп, Хусанта питӗ лайăх йышăнчӗç. Чăвашсем çеç мар, ытти халăх çыннисем те. Çакна ТР Хальхи искусствăсен галерейинче нумай пулмасть иртнӗ концерт та çирӗплетсе пачӗ. (И.Трифонова сăнӳкерчӗкӗ).

Мартăн 6-мӗшӗнче Вера Кожеманова хăйӗн ушкăнӗпе «Старый Рояль» джаз-кафере тепӗр концерт пачӗ. Ăна вăл çывхарса пыракан Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунне халалларӗ. Концертăн пӗрремӗш пайӗ йăлтах чăваш юррисенчен тăчӗ, темиçе çӗнӗ юрă та итлерӗмӗр. Иккӗмӗш пайӗнче акăлчан чӗлхипе классика джаз юррисемпе килентӗмӗр.  Музыкантсене те ятран асăнас килет, вӗсем пурте çӳллӗ шайри профессионалсем: барабанпа Андрей Казанцев, фортепьянопа Дима Лысов, Арслан Сайфи сӗрме купăсçă, Ленар Ризатдинов бас-гитарист.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана