ИЛЕМ ТӖНЧИНЕ УÇМА ПАКУН КАНСӖРЛЕМЕСТ
Шупашкарта Станислав Воронов художникăн куравӗ уçăлчӗ. Чăваш импрессионисчӗ ытлашши официоза юратмасть, курава та акă килсе çитнӗ çуркуннене халаллать...
Çак кунсенче Шупашкарти «Асамат кӗперӗ» Культурăпа курав центрӗнче Раççей художникӗсен союзӗн пайташӗн Станислав Вороновăн куравӗ уçăлчӗ. Вăл 1995-1999 çулсенче ФСБăн Чăваш Республикинчи управленийӗнче службăра тăнă. Хальхи вăхăтра генерал-лейтенант Мускавра пурăнать.
– Воронов вăл уникум! Çакăн пек служба хыççăн ирӗклӗ ӳнерçӗсен тӗнчине кӗчӗ, – терӗ ун пирки Раççей тава тивӗçлӗ художникӗ Праски Витти.
«Эпӗ поэт. Çакăнпа интереслӗ»,– тенӗ хăй çинчен Владимир Маяковский. Чăнах, мӗнпе интереслӗ-ха Воронов художник? Чăваш Енӗн экс-вице-президенчӗ, Правительство пуçлăхӗ пулнă Энвер Аблякимов шучӗпе, вăл – чăваш импрессионисчӗ.
Художник чăнах та импрессионизмпа кăсăкланать. Çакă унăн картинисенче лайăх курăнать. Воронов хăйӗн композицийӗсенче, пейзажсемпе натюрморчӗсенче тӗссемпе ăнăçлă усă курать. Автопортерчӗ те интереслӗ.
Художник пӗр вырăнта тăмасть, çӗнӗ сăнарсемпе мелсем шырать. Çакна ЧР художниксен союзӗн председателӗ, РСФСР халăх художникӗ Ревель Федоров, «Новая эра» тӗнче ӳнерӗсен академийӗн президенчӗ Анатолий Силов, ЧР халăх художникӗ Раиса Терюкалова та каларӗç.
Станислав Воронова курав уçăлнă ятпа нумай çул Брюссельте Раççей культура центрне ертсе пынă ентеш Александр Разумов, ФСБăн Чăваш Енри управленийӗн экс-ертӳçи Вячеслав Тихонов генерал тата нумай паллă çын саламларӗç. Искусствоведени докторӗ Алексей Трофимов ыйтнипе «Асамат кӗперӗ» центрăн директорӗ Нина Смирнова Станислав Воронова «Изобразительное искусство ЧР» кӗнеке парнелерӗ. Ку кӗнеке-альбомра Вороновăн творчествине те кӗртнӗ. Художник пилӗк ачине пӗччен ӳстернӗ ялти асламăшне халалланă картинăн кӗнекери репродукцине кăтартарӗ. С.Воронов ытлашши официоза юратмасть, курава та акă килсе çитнӗ çуркуннене халаллать. Тимӗр АКТАШ (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев