«КУ КОНКУРС МАНА КӖТСЕХ ТĂНĂ ПУЛМАЛЛА»
Юлия Еремеева 2023 çулта Хусанта тӗрӗк хӗрӗсен хушшинче иртнӗ «Науруз Гузеле» конкурсра çӗнтерчӗ, Красноярскра «Азия-Сибирь» конкурсра финала тухрӗ, Шупашкарта «Раççей Чăваш пики» конкурсăн тӗп титулне çӗнсе илчӗ.
Юлия Еремеева наци культуришӗн пысăк ӗç тăвать. ТР ЧНКА çумӗнчи чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвне темиçе çул ертсе пынăскер, Раççей, çывăхри çӗршывсем тăрăх çулçӳреве тухса ытти халăхсене тăван культурăпа паллаштарать. Хусанти чăваш çамрăкӗсен «Ӗмӗт» вокал ушкăнӗнче юрлать. 2023 çулта Хусанта тӗрӗк хӗрӗсен хушшинче иртнӗ «Науруз Гузеле» конкурсра çӗнтерчӗ, Красноярскра «Азия-Сибирь» конкурсра финала тухрӗ, Шупашкарта «Раççей Чăваш пики» конкурсăн тӗп титулне çӗнсе илчӗ. Юлия Еремеевăпа эпир конкурс хыççăнах тӗл пултăмăр.
— Юлия, хăвăнпа паллаштар-ха?
— Аксу районӗнчи Чăваш Енрусьел ялӗнче çуралса ӳснӗ эпӗ. Халӗ Хусанти культура институтӗнче магистратурăра вӗренетӗп, Туслăх Çуртӗнче методист пулса ӗçлетӗп.
— Темиçе кун каялла кăна Шупашкартан «Раççей Чăваш пики — 2023» конкурсра çӗнтерсе таврăнтăн. Тӗп титул саншăн кӗтнӗ япала пулчӗ-и е çук?
— Кӗтмен çӗртен. Шутламан эпӗ çӗнтеретӗп тесе. Çавах та ку конкурс мана кӗтсех тăнă пулмалла, кун çинчен нумай çын калать. Мӗншӗн тесен эпӗ обществăлла ӗçе нумай çул хутшăнатăп. Чăваш культурине урăх çӗршывсенче, хуласенче кăтартса, унпа мăнаçланса çӳретӗп. Чăваш çамрăкӗсен хушшинче анлă саратăп. Çавăнпа жюри чăнах та тӗрӗс хакларӗ пуль тетӗп, вӗсене тав. Мӗнле каламалла, йăлтах пулчӗ, Турă çырнă пек.
— Çывăх çынсенчен кам чи малтан саламларӗ? Саншăн кам ытларах савăнчӗ?
— Чи малтан залра ларакан акка, тăвансем, «Аталан» пӗрлешӳри юлташсем. Кайран анне шăнкăравласа макра-макра саламларӗ. Мана халӗ те нумай çын саламлать, социаллă сетьсенче пӗлменнисем те çыраççӗ.
— «Раççей Чăваш пикине» хăв хутшăнас терӗн-и е кам та пулсан сӗннипе?
— Пӗтӗм конкурса хам хутшăнатăп эпӗ. Хальхинче те хутшăнса пăхас-ха терӗм. Хамăн пултарулăха кăтартасшăн пултăм. Сильвия Чаркинӑна тав. Конкурссене хутшӑниччен ялан унпа канашлатӑп. Вӑл мана чышса, хавхалантарса пырать.
— Сцена çинче санăн команда вăйли курăнчӗ. Кам-кам пулăшрӗ конкурса хатӗрленме, ирттерме?
— «Аталан» пӗрлешӳ, унăн хальхи ертӳçи Елизавета Савелькина, хореограф Маша, акка Анжелика, çемье, кукамай таранах. Çавăнпа ку çӗнтерӳ пӗр манăн кăна мар, çемьен, юлташсен, пурин те.
— «Раççей Чăваш пики» конкурсăн хăш тӗрӗслевӗ саншăн чи йывăрри пулчӗ?
— Пултарулăх тӗрӗслевӗ. Мӗншӗн тесен эпир ăна эрнере лартрăмăр. Макра-макра хатӗрлентӗмӗр. Ташшине лартмалла — студентсем вӗренӳрен пушанаймаççӗ... Çавăнпа пӗр эрне кăна хатӗрленейрӗмӗр.
— Ăна мюзикл пек хатӗрлес шухăш мӗнле çуралчӗ? Куракана мӗн каласшăн пултăн çак номерпе?
— Вăхăтпа çыхăнман чăваш çамрăкӗсен пурнăçне кăтартасшăн пултăм: вăйăсем, юрăсем тата паянхи куншăн актуаллă, салтака ăсатса кӗтес, темăна та хăварас темерӗм. Тата мана питӗ вăйлă килӗшрӗ Çӗпрел районӗнчи Наталья Клементьеван сăвви. Ăна вăл хăйӗн СВОри ывăлне Евгение халалласа çырнă. Çавăнпа паянхи салтаксене хисеплесе çак сăвва та кӗртес терӗмӗр.
— Конкурсри вăхăта тавăрас пулсан мӗн улăштарнă пулăттăн е мӗн шутласа хунине веçех пурнăçларăм тесе шутлатăн-и?
— Те микрофон, те сасă операторӗ такăнтарчӗ темелле-ши ăна? Сцена çине илемлӗн кăна тухрăм, И. Яковлев сăмахӗсем янраççӗ, тытăнтăм калаçма — ман гарнитурлă микрофон ӗçлемест. Çухалса кайрăм. Хăвăрт кăна хама алла илтӗм те сцена хыçӗнчен тепӗр микрофон илсе тухрăм. Эх, тепӗр микрофонне хывса сӗтел çине хумаллаччӗ ӗнтӗ тесе паянхи кунччен шутласа çӳретӗп. Ытти веçех мӗнле кирлӗ, çапла пулчӗ.
— 2023 çул саншăн конкурссенчен тухăçлă çул пулчӗ. Маларах «Науруз Гузеле» конкурсра çӗнтертӗн, Красноярскра «Азия —Сибирь» конкурсра финала тухрăн. «Раççей Чăваш пики» конкурс вӗсенчен мӗнпе уйрăлса тăчӗ?
— Ку конкурссене те ăнсăртран, хутшăнса пăхас-ха тесе хутшăнтăм. Çӗнтерме тӗллев лартманччӗ, хама тӗрӗслесе пăхасшăнччӗ. «Раççей Чăваш пики» вăл ытларах йăла-йӗркесем çинчен, чăваш апат-çимӗçне, пултарулăхне кăтартмалла. Ытти конкурссем хальхилле форматпа иртекеннисем, унта ун пеккисем çук.
— 2024 çулта та çакнашкал конкурссене хутшăнас кăмăл пур-и?
— Малашнехи тӗллевсем урăхларах манăн. Обществăпа политика енӗпе ӗçлесшӗн. Çавăнпа та «Раççей Чăваш пикипе» пысăк пăнчă лартса конкурссене вӗçлетӗп.
— Чи пысăк ӗмӗт?
— Манăн чи пысăк ӗмӗт вăл — чăваш çамрăкӗсене пухса пӗр-пӗринпе çыхăну йӗркелесси. Регионсем тăрăх нумай çӳретӗп, хастар чăваш çамрăкӗсем нумай, вӗсене куратăп, паллашатăп, вӗсем питӗ пултаруллă. Мӗншӗн-ха эпир пӗр-пӗринпе туслă çыхăнура мар? Мана ку питӗ хумхантарать.
— Мӗнле пурнăçласшăн вара ку ӗçе?
— Хальлӗхе вăрттăнлăх-ха.
— Темиçе çул Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен лидерӗ пулса «Аталан» пӗрлешӗве ертсе пытăн. Мӗн вăл саншăн «Аталан», çак ӗçри хăвăн чи пысăк çитӗнӗвӗ мӗн?
— «Аталан» вăл маншăн — çемье. Эпир пӗтӗмми çапла калатпăр кунта. Пире чăваш çамрăкӗсен аталанăвӗшӗн тăрăшни пӗрлештерет. Мӗншӗн кайрăм? Ман тата пысăкрах тӗллевсем пур, тата нумайрах ӗçсем тăвас шутлă эпӗ. Çавăнпа та хам вырăна тепӗр пултаруллă çамрăка Елизавета Савелькинăна (Теччӗ район хӗрӗ) хăвартăм. Мӗншӗн тесен çӗнӗ çыннăн, çӗнӗ шухăшсемпе сӗнӳсем.
Чи пысăк çитӗнӗвӗм — «Аталан» валли грант çырса çӗнтерни. Унпа кăçалхи Уявра чăваш çамрăкӗсен пултарулăх фестивальне ирттертӗмӗр. Уявра чăваш культурине кăтартаççӗ, анчах та унта хутшăнакан çамрăксем сахал. Эпир Уява çамрăксене кăтартмалла тесе грант çыртăмăр та çамрăксене пухса питӗ лайăх фестиваль ирттертӗмӗр. Çамрăксене питӗ килӗшрӗ вăл, тата йӗркелеме, хăйсене йӗркелӳçӗсен йышне кӗртме ыйтаççӗ.
— Малашнехи плансем мӗнле, пуринчен ытла мӗн çинчен ӗмӗтленетӗн?
— Ӗç енӗпе каларăм ӗнтӗ. Хамăн пурнăçпа çыхăннă ӗмӗт — качча каясси, анчах та институт пӗтернӗ хыççăн.
— Тепӗр пилӗк çултан хăвна мӗнле куратăн?
— Пилӗк çултан... анне пулас тетӗп-ха. Хӗрсем тӗрлӗрен пулаççӗ, кам-тăр ун çинчен шутламасть. Маншăн вара чи пӗлтерӗшли — юратнă ӗç, çумра юратнă мăшăр тата ачасем. Халӗ эпӗ Хусанти Туслăх Çуртӗнче тӗрлӗ халăхпа ӗçлетӗп, çав тери килӗшет хамăн ӗç, вăл мана хавхалантарать.
— Хăвăн çемйӳ çинчен каласа пар-ха, аçу-аннӳ кам пулса ӗçлет?
— Ман çемье пултаруллă. Пӗтӗмми музыкантсем, юрлакансем. Купăс каласси ăруран ăрăва куçса пырать пирӗн. Ват асатте, асатте, атте тата шăллăм — пурте купăсçăсем. Пурте хитре юрлаççӗ. Атте нумай енлӗ çын, профессиллӗ спортсмен та вăл пирӗн, ку енӗпе вӗренсе тухнă. Халӗ спортран кайрӗ, нефть компанийӗнче ӗçлет. Апла пулсан та клуба купăс калама çӳрет. Анне ман клубра ӗçлет, ансамбльсем ертсе пырать, чăваш культурипе ӗçлет. Çавăнпа пире юрлама-ташлама, чăваш халăхне юратма мӗн ачаран вӗрентнӗ. Акка Анжелика та музыка енӗпе кайрӗ, 10 çул ытла вӗренет çак ӗçе, халӗ педагог. Нумай пулмасть хăйӗн студине уçрӗ. Шăллăм музыка енӗпе каяс темерӗ, машина ăшӗнче чакаланма юратать те автотранспорт техникумне вӗренме кӗчӗ. Тӗрӗссипе, музыкăна çав тери лайăх туять. Пире çутçанталăк унăнни чухлӗ талант паман. Пӗр-пӗр юрра юрлама тытăнатăн кăна — вăл çавăнтах купăспа е гитарăпа каласа та парать.
— К. Иванов поэминчи Нарспин шăпи мӗншӗн синкерлӗ, мӗнле шутлатăн?
— Ӗлӗк-авал хӗр шăпине ашшӗ-амăшӗ татса панипе пуль, юратнă савнине качча тухайман ун чух. Лайăх çемьере ӳснӗ Нарспин те акă ашшӗ-амăшӗ хӗрне пуяна качча парса çителӗклӗ пурнăçпа пурăнтарас килнӗ пуль. Терӗссипе, поэмăна кашни çын хăйле ăнланать. Маншăн, тӗслӗхрен, вăл вилӗме çӗнтерекен юрату пирки. Тӗп сăнарсене сывă хăвармасть автор, унсăрăн юрату çӗнтерейместчӗ.
— «Раççей Чăваш пики» конкурсра конкуренци вăйлăччӗ-и? Саншăн тӗп конкурент камччӗ?
— Конкуренцие сиссе те юлаймарăмăр. Икӗ сехет маларах çитрӗмӗр те репетици тума тытăнтăмăр. Хӗрсемпе паллашса та ӗлкӗреймерӗмӗр. Кашни хӗр интереслӗччӗ. Кайран сцена хыçӗнчен пăхса тăнă чух кăна, аха, ку лайăх ташлать, ак ку лайăх калаçать терӗм. Вăйлă конкурсанткăсем пурччӗ. «Вице-мисс» пулнă Юлия Васильева (Йӗпреç) хитре юрларӗ. Муркаш хӗрӗ Полина Григорьева питӗ хӳхӗмччӗ, хăйне илемлӗн кăтартма пӗлчӗ.
— Сцена çине питӗ илемлӗ кӗпесемпе тухрăн. Ăçтан илтӗр вӗсене?
— Ташă кӗписем Хусанти Туслăх Çуртӗнчисем. Ташланă чух хам тăхăнни ялти клубăн. Мӗн ачаран, 11 çултан сцена çине тухатăп унпа, халӗ те юрать-ха вăл мана (кулать). Юрлакан хӗрсен костюмӗсем те ялти клубăн. Анне клубра ӗçлет те парса ячӗ. Сцена çине хампа паллаштарма тата чыслава тухнисем Хусанти «Ӗмӗт» вокал ушкăнӗн, ăна пире Ирина Трифонова дизайнер шутласа кăларса парнелерӗ. Эпир вӗсене çӗлеттертӗмӗр. Пысăк-пысăк тав Ирина Федоровнăна ку кӗпесемшӗн. Пире питӗ килӗшеççӗ вӗсем. Çав кӗпесене тăхăнсан пурте: «Пирӗштисем пекех эсир», — теççӗ.
— Малашне çак конкурса хутшăнас кăмăллă хӗрсене мӗн сӗннӗ пулăттăн?
— Чăн малтан хăвăра шанăр тата шанчăклă çыннăрсем юнашар пулччăр. Ман çумра мана пулăшакан, юратакан çынсемччӗ, çавăнпа çӗнтерӳ те манăн пулчӗ.
Ю. Еремеева архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев