Сувар

г. Казань

16+
Интервью, статьясем

Максим Кузнецов: «Чăваш хӗрне халалласа сăвă та çыртăм»

Максим Кузнецовпа паллашни виç-тăватă çул та пур пулӗ. Вăл вырăс ачи, çамрăк ăсчах, Раççей наука академийӗн Хусан наука центрӗн сотрудникӗ, полиглот. Çамрăк ăсчах вак тата Атăлçи халăхӗсен чӗлхисене тӗпчессипе ӗçлет. Кӗске хушăрах удмурт, тутар чӗлхисене алла илнӗскер нумай пулмасть чăвашла та калаçма пуçланă. Калаçнисӗр пуçне грамматикине алла илнӗ. Ку кăна та мар, тутар чӗлхине вӗренес текенсем валли кӗнеке кăларнă.

Пӗлтӗр Санкт-Петербургпа Ленинград облаçӗн Чăваш наципе культура автономийӗ йыхравланипе вӗсен мероприятине кайсан унран чăваш чӗлхипе те самоучитель хатӗрлеме пуçланине пӗлтӗм. Кăшт каярах Ватсапра кӗнеке хатӗррине, халӗ ăна редакцилессипе ӗç пынине çырса ячӗ. Сăмах май – чăн чăвашла. Максим чăвашла питӗ те тӗрӗс, чӗлхе саккунӗсене пăхăнса çырать. Эпир чăвашсем пулсан та мессенджерсенче васкаса вырăсла-чăвашла хутăш çыратпăр. Вăл çук, йăнăшсăр, тӗрӗс çырать. Çакă палăртать те ӗнтӗ вăл чӗлхене хисепленине. Кăмăллă. 

Тем вăхăтран Максим Хусана килессине пӗлтерчӗ те унран интервью илме кăмăл пуррине каларăм. Вăл хаваспах килӗшрӗ. 

Калас пулать, Максим Кузнецов Санкт-Петербург хулинче пурăнать. Унăн ашшӗпе амăшӗ Юрий Борисовичпа Елена Валентиновна Раççейӗн çурçӗр тӗп хулинче вӗреннӗ чухне паллашса çемье çавăрнă. Паян кунччен çемье Санкт-Петербургра пурăнать. Çапах хăй çак хула çынни пулсан та Максим çуралнă вырăнне Удмуртири Ижевск хули тесе палăртать. 1996 çулхи вăл. Мӗншӗн-ха çапла?  Сăмах май, интервью та чăвашлах пачӗ. Мана практика кирлӗ тесе вырăсла калаçма килӗшмерӗ, уйрăмах кăткăс япаласем çинчен калаçнă чух çеç тăван чӗлхе çине куçрӗ. Эх, пирӗн чăвашсем çапла пурте хăй тăван чӗлхине юратсанччӗ... Чăваш чӗлхине çухататпăр тесе пӗр вӗçсӗр йӗмӗттӗмӗр ун чухне. 

– Максим, хăвăнпа паллаштар-ха кăштах? 

– Эпӗ Ижевск хулинче çуралнă. Халӗ унта манăн кукамай пурăнать. Ун патне час-час хăнана çӳреме тăрăшатăп. Халь вăл 80-ра, эпир хăш-пӗр чухне  тутарла калаçатпăр, çурма тутар. 

– Кукаму тутар пулсан апла санра та тутар юнӗ пур?

– Эпӗ вырăс каччи, анчах манăн кукамайăн амăшӗ (мăн кукамăшӗ. – Авт.) тутарччӗ, эпӗ хам та ăна астăватăп. Вăл эпӗ 15-ре чухне вилчӗ. Кукамай манпа телефонпа тутарла калаçать. Галина Николаевна тесе чӗнеççӗ ăна, ун амăшӗ вара Асия Мулла кызы ятлăччӗ. 

– Мӗншӗн-ха çуралнă хулана Ижевск тесе палăртатăн?

– Санкт-Петербургра эпӗ çуралнăранпа пурăнатăп. Анне çамрăкла çак хулана куçса килнӗ. Атте ман Новочеркасскран. Студентсем пулнă чухне паллашнă вӗсем, гидрометеорологи институтӗнче вӗреннӗ иккӗшӗ те. Хальхи вăхăтра ветерансен канашӗнче ӗçлеççӗ, 58 çулпа пыраççӗ. Эп çуралас вăхăтра анне кукамай патӗнче пулнă, çапла эпӗ Ижевскра çуралнă. Çавăнпа çак хула çуралнă кӗтес пулса юлчӗ. Пӗр вăхăт çемьепе Гатчина хулинче те пурăннă, анчах ăна астумастăп. Пиллӗк тултариччен Красное Село хулинче пурăннă, Петербург хулин районӗ шутланать. Ача садне, унтан нимӗç чӗлхиллӗ шкула çӳрерӗм Петербургра. 2014 çулта, аслă классенче, вырăс чӗлхипе Пӗтӗм Раççей олимпиадинче çӗнтерсе института экзаменсемсӗрех вӗренме кӗтӗм – Санкт-Петербургри патшалăх университечӗн «Тăван çӗршыв филологийӗ: вырăс чӗлхипе литература» уйрăмне, бакалавриата. Унтан вак халăхсем тата чӗлхе политики енӗпе магистратурăна кӗтӗм. Анчах вăл ӗçлесе каймарӗ те эпӗ урăх уйрăма куçрăм – финн чӗлхи тата куçару уйрăмне. 2018-2019 çулсенче апрель уйăхӗччен вӗрентӗм кунта. Манпа пӗрле финн чӗлхине 4 çул вӗреннӗ хӗрсем те кӗчӗç. Эпӗ вара финн чӗлхине япăх пӗлеттӗм. Вӗрентекенсем ялан айккине пăратчӗç. Çапла 4 уйăхра финла вӗренсе çитрӗм. 

– Йывăр-и ку чӗлхене вӗренме?

– Çăмăл мар. 

– Марисеннипе пӗр евӗртерех мар-и?

– Апла каламăттăм. Финпа угор чӗлхисем пӗр-пӗринпе çывăх тăмаççӗ. Пӗр ушкăна кӗрекеннисем кăна. Удмурт, мари, финн, венгр чӗлхисем пач расна. Ку уйрăма пăрахса истори институтӗнчи этнологи экспертизин уйрăмӗнче вӗренме пуçларăм. 2020 çулта пандемие пула онлайн майпа вӗренме пуçласан иккӗмӗш кӗнекене çырма пуçларăм. Пӗрремӗш кӗнекене бакалавриатра вӗреннӗ чухнех çырнăччӗ, «Русские черты в вепсском синтаксисе» ятпа кӗнеке 2018 çулта тухрӗ, «Коренные народы Ленинградской области и их современные праздники» кӗнеке – 2021 çулта. 

– Тутар чӗлхине вӗрентессипе кӗнеке миçемӗш?

– Вăл виççӗмӗш.

– Максим, кала-ха, мӗншӗн сана тутар, удмурт, чăваш, ытти чӗлхесем интереслентереççӗ?

– Чӗлхесемпе эп ялан кăсăкланнă. Мӗншӗн тесен поликультура таврашӗнче ӳснӗ. Вырăс чӗлхи – тăван чӗлхе. Унтан удмуртла вӗрентӗм, унпа эп питӗ лайăх калаçатăп – чăвашлинчен те, тутарлинчен те, вăл ачаран çывăх пулнипе пулӗ. Унтан вепссенне, вара тутарла, магистратурăра финла вӗрентӗм. 

– Чăвашла вара хăçан пуçларăн? 

– 2023 çулта, ку хам ума лартнă ӗç задачипе çыхăнчӗ. Тутар чӗлхипе самоучителе 2016-2017 çулсенче çыртăм. Алексей Арзамазов (филологи наукисен докторӗ, П.Лумумба ячӗллӗ Халăхсен туслăхӗн Раççей университетчӗн (РУДН) профессорӗ, удмурт поэчӗ, куçаруçă. – Авт.) пулăшăвӗпе кӗнекене 2022 çулта кăлартăм. Унтан вăл мана чăваш чӗлхине вӗренсе чăвашла самоучитель çырма сӗнчӗ. Чăвашла вӗренме пуçласан интернетра тӗрлӗ видеоуроксем пăхаттăм, «Хавал» ушкăнăнне. 

– Пулăшрӗ-и? Ыттисене сӗннӗ пулăттăн-и вӗсен урокӗсене?

– Мӗнле калас, вӗсен продукчӗ интереслӗ, асра юлмалли. Вӗсен урокӗсем чăваш чӗлхине вӗренме илӗртеççӗ.  Анчах вӗренме пит майсемех памасть, чи малтанхи шай валли ытларах. Лингвистика енчен пăхсан тивӗçтерсех çитереймест. Çавăнпа чăвашла самоучитель çырма тӗллев лартрăмăр та. Чăваш чӗлхипе çырнă ытти самоучительсене тишкертӗм, академи ӗçӗсене те вуларăм – Иван Павловăн кӗнекисене, чӗлхе морфологийӗ çинчен çырнисене. Мана ăна пӗр палланă çын сӗнчӗ. Унпа усă куртăм кăштах хам ӗçре. 

– Чăваш чӗлхине Атăлçи халăхӗсен чӗлхисемпе танлаштарсан çăмăлрах е йывăртарах вӗренме? 

– Мана хак пама йывăртарах, объективлă калаймастăп. Ман шутпа чăваш грамматики пит йывăр мар, тутарлипе пӗрпекрех. Чăваш тата тутар чӗлхисем хушшинче пӗрпеклӗх нумай. Пуçлаканшăн, паллах, йывăр пулма пултарать. Чӗлхе янравлăхӗ, илтӗнеслӗхӗ хăйнеевӗр. Чăваш чӗлхинче янравлă хупă сасăсем çук, анчах сăмахсенче илтӗнеççӗ. Ку чӗлхене вӗренекен умне йывăрлăх кăларса тăратать, хупă сасăсемпе кăна çырнипе сăмахсем тӗрӗс каланмаççӗ. Тутар чӗлхи ку енӗпе тата йывăртарах. Чăвашла сасăсен системинчи хăйевӗрлӗ çыру принципӗ кăткăслăх çуратать. Çак хăйевӗрлӗхсене ăнланса илсен малалла вӗренме çăмăл. Мӗншӗн-ха асăннă чӗлхесене вӗренесси пуçлаканшăн йывăр? Лайăх кӗнекесем çук мар. Анчах вӗсене тутар, чăваш чӗлхиллӗ специалистсем çырнипе вӗсем хăйсен тăван чӗлхинчи йывăрлăхсене, уйрăмлăхсене курмаççӗ. Урăх наци çынни вӗсене курать, чӗлхене вӗренме мӗнрен пуçламаллине ăнланать. 2023 çулта Шупашкартан Иван Андреевăн кӗнекине çырăнса  илтӗм. Вăл чи анлă сарăлнă самоучитель шутланать. Анчах унта пуçлаканшăн текстсем, заданисем питӗ йывăр, ăнланмалла мар. Ну, сăмахран, пуçласа ансат сведенисем параççӗ те задани вара «Нарспи» поэмăпа çыхăннă. Тин чӗлхене вӗренме пуçлаканшăн ку кăткăс задача, уйрăмах чӗлхе тăван пулмасан. Хам опытран чăвашла пӗлмен çынна мӗнрен пуçласа вӗрентмеллине лайăх пӗлетӗп. Сăмахран, тутар чӗлхинче чи кирли глагол тымарне тупма пӗлни, анчах кун пирки пӗр кӗнекере те çырмаççӗ. Чăвашлинче кун пек проблема çук. 

– Чăвашла самоучитель енӗпе ӗçсем халь хăш тапхăрта? 

– Финишра темелле, ыран шăпах документсем алă пусма каятăп. 

– Кӗнекене кăларма кам пулăшать?

– Патшалăх заказӗпе çыртăм ăна, Тутарстан Республики ыйтнипе. Алексей Арзамазовпа пӗрле пуçарнă проект «Языки и культуры народов Республики Татарстан» программăна кӗнӗ. Ăна ТР Раисӗ Рустам Минниханов хушăвӗпе йышăннă. Пурнăçлаканӗ – ТР Раисӗ çумӗнчи Тутар чӗлхине тата Тутарстан Республикинче пурăнакан ытти халăхсен чӗлхисене аталантарассипе комисси. Комисси ертӳçипе Марат Ахметовпа Алексей Арзамасов питӗ çывăх ӗçлеççӗ. Кирлӗ проект ку. Вăл çынсене кӳршӗллӗ халăхсен чӗлхисене вӗренме май парать. Каларăм ӗнтӗ, çак самоучительсен пахалăхӗ – вӗсене урăх халăх çыннисем çырнинче. Алексей Андреевичпа хамăр опытран йывăрлăхсем ăçта пытаннине курса ансат чӗлхепе ăнлантарма тăрăшатпăр. Ку ӗçе эпир Раççей Наукăсен академийӗн Хусанти Наука центрӗн нумай факторлă гуманитари тӗпчевӗпе когнитивлă филологи лабораторийӗнче туса пыратпăр. Рустам Минниханов Тутарстанăн çамрăк ученăйӗсемпе тӗл пулсан тутар чӗлхипе кăна мар ытти чӗлхесемпе те ку йышши кӗнекесем кирлине каланă. Çак тӗлпулу 2022 çулхи февралӗн 8-мӗшӗнче пулнă. 

– Чăвашла кӗнеке çырнă чух саншăн чи йывăрри мӗн пулчӗ? 

– Мӗнле калас, хам вуласа тухнă кӗнекесенчен сăмахсене апла та, капла та калама пултарни ăнланмалла марччӗ. Ку енӗпе мана Александр Блинов, Эдуард Фомин (Шупашкарти Культура институтӗнче ӗçлет. – Авт.) пулăшса пычӗç. Чи кăткăс ыйтусене Эдуард Лебедева параттăм. Ыйтусем нумайччӗ, тав вӗсене чăтăмлăхшăн. Александр Блиновăн телеграмри «Чăвашла вӗренер» каналне пăхса тăраттăм. Тепри Павел Желтов. Алексей Арзамазов ăна пирӗн лабораторие ӗçлеме илесшӗн. Вăл чăваш, лингвист. Кӗнекене питӗ те тимлӗ тишкерчӗ. Фонетика енӗпе кăткăс япаласем нумай сӗнчӗ, анчах унпа компромисс тупса пуçлакансемшӗн кӗнеке ансат пулмаллине çирӗплетрӗмӗр.

– Кӗнеке пӗрре кăна пулать е ку ӗçе малалла тăсасшăн?

– Комисси тӗрев парсан иккӗмӗш кӗнеки те тухӗ – чăвашли. Вăл хатӗр те ӗнтӗ. Пӗрремӗш пайӗнче пуçламăш сведенисем – япала ячӗн падежӗсем, глагол вăхăчӗсем пулсан, иккӗмӗшӗнче кăткăсраххисем – причасти, деепричасти, ытти кирлӗлӗхсем. 

– Чăвашсем халӗ ачисене вырăсла каçса кайса вӗрентеççӗ, тăван чӗлхе мешетлет теççӗ. Мӗн калама пултаран кун пирки? 

– Пӗр чӗлхе те теприне вӗренме чăрмантармасть, уйрăмах тăван чӗлхе. Çапла калакан çынсем йăнăшаççӗ, мӗншӗн тесен çыннăн икӗ тăван чӗлхе пулсан вăл пуянрах, лайăхрах шухăшлать тата ытти чӗлхесене те хăвăртрах вӗренет. Тавракурăм та аталанать. 

– Эсӗ полиглот. Пӗр ушкăна кӗрекен чӗлхесене пӗрне вӗреннӗ хыççăн теприне хăвăртрах алла илетӗн? 

– Çапла. Тутар чӗлхи грамматикине лайăх пӗлнӗрен чăваш чӗлхин грамматики йывăр марччӗ. Халӗ 16 чӗлхепе ӗçлеетӗп. Вӗсенчен тӗп чӗлхесен шутӗнче – вырăссен, тутарсемпе чăвашсен, финсен, вепссемпе удмуртсен. 

– Филологи енӗпе ӗçленисӗр пуçне тата мӗнпе кăсăкланатăн?

– Тутар чӗлхипе музыка альбомӗ кăларма шутлатăп. Юрлама юрататăп. Ак самолетпа Хусана вӗçнӗ чухне Алексей Чумаковăн юррине тутарла куçартăм. Проектсем нумай. Ижора чӗлхипе сăвăсен пуххине хатӗрлетӗп. Унта хам çырнă икӗ сăвва та кӗртетӗп. Сăвăсем çыркалап хăш чухне. Вепс чӗлхипе пур. Чăваш хӗрне юратса пăрахсан чăвашла сăвă çыртăм, ăна халалласа. Шел те, вăл мана каччи пуррине пӗлтерчӗ... 

– Эсӗ çамрăк-ха, Турă çырни умăнтан иртсе каймӗ. 

– Вăл çапла пуль. Маншăн чи кирли – çынпа пӗр шухăшлă, пӗр интерессем пулни. Ман интерессем халăхсен культурисемпе, чӗлхисемпе çыхăннă, мăшăр та çапли, ăнланаканни кирлӗ. 

– Максим, пысăк тав сана калаçушăн, чăваш чӗлхишӗн, ӗçре çитӗнӳсем сунатăп. Кӗнеке тухасса кӗтетпӗр!

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Образование День родного языка День чувашского языка