Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Юлия РАЙНВАЙН: «ЗАКОН МАНШĂН УСĂЛЛĂ ПУЛЧӖ»

Пит пысăк хăвăртлăхпа пулмасан та республикăра харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсен шучӗ ӳссе пырать. Халиччен курăнмасăр ӗçленӗ бизнесменсем суту-илӗвӗн саккунлă çулӗ çине тăраççӗ. Усăллă пулчӗ-и вӗсемшӗн закон, кирлӗ-и?

Кун çинчен эпир «Харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсене пулăшакан центр» коммерцилле мар автономилле организацин соучредителӗпе Юлия Райнвайнпа курса калаçрăмăр.

– Юлия, сирӗн шутпа харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсемпе çыхăннă Раççей законне вăхăтлă йышăннă-и, кирлӗ-и вăл пирӗн граждансене?

– Манăн экономика пӗлӗвӗ çуккипе закона рынок экономики енчен хаклама пултараймастăп. Малтанласа ку процеса шанмасăртарах йышăнтăм. ТР Патшалăх Канашӗ çумӗнчи Предпринимательство ӗçӗсен комитечӗ çулталăк каялла фокус-групсем (социологи тӗпчевӗсен мелӗсенчен пӗри. -Авт.) йӗркелеме пуçласан та шану çукчӗ-ха. Мӗншӗн тесен тӗллевӗ ăнланмалла марччӗ. Мӗн тума бизнеса çиеле кăлармалла, енчен те ун тулашӗнче те йăлтах йӗркеллӗ пулсан? Хăй çине ӗçлекенсенчен нумайăшӗ паян та: «Мӗн парать мана закон налог тӳленипе лăпкă çывăрма пуçланисӗр пуçне?» – ыйтăва лартать. Чăн та, мӗн парать патшалăх пире? Закон тулашӗнчи экономикăран тухма мотиваци панисӗр пуçне? Закон кăларса патшалăх пире правасемпе тивӗçтерчӗ. Харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенӗн (малалла кӗскетсе «харпăрçă» тейӗпӗр) тӗрлӗ ӗç пулма пултарать. Хам çинчен калас-тăк, харпăрçă пек ӗçлеме ачапа декретра ларнă чухне  пуçларăм. Декрета «Универсиада ялӗн» дирекцийӗнчен тухрăм.

– Унта мӗн вăхăт хушши ӗçлерӗн?

– Сакăр çула яхăн. Универсиадăна, унтан Шыв спорчӗн тӗсӗсемпе тӗнче чемпионатне ирттернӗ çӗре хутшăнтăм. Малтанласа волонтер пек. Тӗрӗссипе, мăнаçлансах волонтер юхăмне хамăр пуçарса ятăмăр теме пултаратпăр. Тутарстанра çеç мар, Раççейре те. Универсиадăна тав, унран йăлт пуçланчӗ. Атăлçи Физкультурăпа спорт академийӗнче вырнаçнă Универсиада музейӗ те манăн проект.

– Лайăх çӗрте ӗçленӗ, апла мӗн хистерӗ харпăрçă çулӗпе утма?

– Декрета кайсан кил хӗрарăмӗ пек кăна ларасси мана тивӗçтермерӗ. Çапла ача-пăча таварӗсемпе услугисен  маркечӗпе ӗçлеме тытăнтăм. Унччен маларах килте хам алăпа дизайнер куçкӗскийӗсем тăваттăм. Вӗсене сутма вырăн кирлине тӳрех ăнланса илтӗм. Вара пуçарăва хам çине илсе суту-илӳ площадкине хатӗрлеме пуçларăм. Харпăрçăн тӗрлӗ ӗç пулма пултарать терӗм маларах. Хăш-пӗри курăнмасăр ӗçлеет, теприне легализациленмесӗр май çук. Суту-илӳ центрӗсенче вырăн арендăна илсе унта хам пек килте ӗçлекен 30 яхăн аннене явăçтартăм. Кашнин хăйӗн япали: ювелир капăрлăхӗсем, çыхнă тумтир, тăм савăт-сапа тата ытти те. Çавăнтах тӗрӗслевпе килес пулсан хӳтӗленсе хамшăн та, ӗçлекенсемшӗн те нимӗн те калама пултараймассине ăнланаттăм. Эпӗ йӗркелӳçӗ-çке. Çавăнпа теветкеллӗх пысăкчӗ. Ку ӗçре рекламăсăр май çук, ӗç уçă, ăна вара право йӗркине сыхлакан органсем те кураççӗ. Çавăнпа харпăрçăсем çинчен закон маншăн кирлӗ пулса тухрӗ. Ман тавар туянакансен, закон тата хам умра та тӳрӗ пулас килет. Çав вăхăтрах курăнмасăр ӗçлес текенсем йышлă-ха.

– Вăхăт çитсен вӗсене те «шăтăкран» туртса кăлараççех ӗнтӗ?

– Паллах, тӗтӗрсе кăлараççех. Анчах кӗтмелле-и çакна? Ну, 5 е 10 çул пытанса ӗçлӗн, анчах легальлӗ çул çине тухма тиветех. Закон пур, ăна пăхăнмасăр предприниматель ӗçне пурнăçланăшăн явап тыттарассине те никам та илсе ывăтман. Ман шутпа, халӗ, закон стартра чух, палăрни аванрах, хăвна кирлӗ условисене ыйтса илме пулнипе. Харпăр позици автономилле организаци йӗркелесе ярас яваплăха хам çине илме хистерӗ те.  

– Сансăр пуçне унта кам кӗрет?

– Харпăрçăсене пулăшакан центрăн тепӗр соучредителӗ Лиана Пахарева кондитер, вăл килте зефир тăвать. Эпир унпа фокус-групсен пӗринче, иртнӗ çулта Тутарстан Президенчӗпе иртнӗ канашлура паллашрăмăр. Пирӗн граждан позицийӗ пӗрешкел. Харпăрçăсемпе çыхăннă темăна питӗ тарăн кӗрсе кайнипе-и, пиртен ыйтакансем йышланчӗç. Юлия Райнван е Лиана Пахарева пек кăна явап тытни тӗрӗсех мар. Кам вара эпир? Центр йӗркелесе ярса статус илме, ыттисене пулăшма шухăш  çуралчӗ.

– Центр тавра çын нумай пуçтарăнчӗ-и? Миçен эсир халь?

– Нумай-и, сахал-и – калама пултараймастăп. Нумай пулмасть Лианăпа Тимур Нагуманов (ТР Президенчӗ çумӗнчи  предпринимательсен прависене хӳтӗлессипе уполномоченнăйӗ) Çырчаллинче предпринимательсемпе тӗл пулчӗç. Çавăнта харпăрçăсен чатне йӗркелес шухăшпа таврăнчӗ вăл. Уçрăмăр, пӗр талăкрах унта 100 ытла çын хутшăнчӗ.

– Влаçпа хутшăнусем мӗнле йӗркеленсе пыраççӗ? Ăнланаççӗ-и вӗсем сирӗн ӗçе тата мӗнле пулăшу хатӗрӗсем пур вӗсен сире валли?

– Чи малтан Тимур Нагуманова тав тăвас килет. Вăл чăннипех пирӗн йывăрлăхсене ăнланакан çын. Вӗсем патшалăх йышăннă мелрен пăрăнса пирӗнпе çывăх, тӳрӗ диалог йӗркелерӗç. Харпăрçăсем çинчен закон-тăк, вăл ятне тивӗçтертӗр тесе ӗçлеççӗ, патшалăха кирлӗ пек кăна мар. Çулталăк хушшинче мӗнле кăна тӗлпулу иртмерӗ-тӗр: уйрăммăн кондитерсемпе, косметологсемпе, мероприяти ертӳçисемпе, тренерсемпе, коучсемпе, ыттисемпе. Çапла вӗсем кашни пӗрлӗхӗн проблемисене, ӗç майне пӗлме тăрăшрӗç. Хамăр центр ӗçне те вӗсен тӗслӗхӗпе йӗркелеме тăрăшатпăр, отрасле кура эппин. Сăмахран, кондитерăн проблемисем парикмахерăннинчен пач уйрăлса тăраççӗ. Сăмах май, центр ӗçне кондитерсен чатӗнчен  пуçларăмăр. Мӗншӗн тесен кăткăс ушкăн. Роспотребнадзор тимлӗхӗ питӗ пысăк. Закона, закон айӗнчи актсене илес пулсан вӗсен нимле те килте ӗçлеме пултараймаççӗ.

– Вӗсен урăхла май та çук-çке. Нумайăшӗ килте торт пӗçернипе кăна тытăнса тăрать те, çемйине тăрантарать.

– Шел пулин те, ку – закона пăсни. Килте санэпидемстанци нормисене ниепле те тивӗçтерме çук. Сăмахран, икӗ холодильник пулмаллах, ытти оборудовани. Хваттер пысăк кирлӗ. Кондитерсене пулăшма пӗрремӗш утăма турăмăр. Патшалăх власть органӗсемпе харпăрçăсем пӗрле роспотребнадзор валли документ хатӗрлерӗç. Унта килте ӗçлекен кондитерăн ӗç нормисене палăртнă. Тутарстан Республики шайӗнче документа йышăннă, федераллă шайра та çирӗплетессе шанатпăр. Пирӗн задача халӗ – кашни отрасль енӗпе çак схемăпа ӗçлесси, черетре косметологсем.

– Косметологи услугисене килте илесси потребительшӗн те теветкеллӗ. Мӗн-тӗр пулсан, косметолог сан сывлăхушăн явап тытмасть.

– Ку чухне çын хăй те яваплă, кам патне кайнине тӗплӗн тӗрӗслемелле. Çавăнпа нормативсем кирлӗ те.

– Пурин те килти условисене нормативпа танлаштарма май пулӗ-ши?  

– Камăн пулмасть, ун çак сферăран кайма тивет.

– Енчен те харпăр ӗç çемьене тăрантармалли пӗртен-пӗр май пулсан?  

– Мӗн тăвăн. Ӗçлес килсен нормативсене пăхăнма тивет. Анчах çакăнтан хăрамалла мар. Документ питӗ ансат. Тата ăна чиновник пӗччен шутласа туман, диалога харпăрçăсем хăйсем те хутшăннă. Шантарса калатăп, норматива тытса пыма йывăр мар. Чăннипех кукăль пӗçерме юрататăн пулсан, документ саншăн пулăшу кăна пулать.

– Министрсен Кабинетӗнче çак темăпа иртнӗ юлашки пресс-конференцире республикăра харпăрçăсен шучӗ 8 пинрен иртсе кайнине каланăччӗ. Мӗнле професси е специальность çыннисем унта ытларах?

– Кун пек статистика хальлӗхе çук. Сăнанă тăрăх, «Яндекс таксипе» ӗçлекенсен шучӗ хăвăрт ӳсет. Паллах, кондитерсем, бьюти индустри специалисчӗсем, слесарьсем, сехетлӗх «упăшкасем».

– Харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенӗн налог тӳленисӗр пуçне Пенси фондне те укçа хурса пыма интерес пур-и? Мӗнле калас, малашлăх çинчен те шутламалла.

– Патшалăх харпăрçăсене Пенси фончӗн яваплă тӳлевӗсенчен хăтарнă. Харпăр предприниматель пек регистрациленсен, сăмахран, çак тӳлев çинчен чи малтан аса илтереççӗ. Ним те ӗçлесе илмесен те çулталăкне 36 е 39 пин тенкӗ Пенси фондне кăларса памалла. Старт-ап пулсан та ку нумайăшне ӗç пуçарма чарса тăрать. Темле ӗç кайӗ-ха, прогноз маларах тума йывăр. Енчен те харпăрçă Пенси фондне хăй ирӗкӗпе тӳлес тесен, чару çук.

– Юлия, мӗнле шутлатăр, харпăр ӗç йӗркелени малашне вăтам бизнеса куçма е пысăк бизнеспа хутшăнусем йӗркелеме пулăшӗ-и?

– Паллах. Ку площадкăра хăвна бизнесра тӗрӗслесе пăхса пысăкрах çул çине тухма пулать. Предпринимательсенех илер, вӗсен теветкеллӗх пысăк, çавăнпа нумайăшӗ хăй ӗмӗтне пăрахăçлать, тара кӗрсе ӗçлеме йышăнать. Харпăрçăн ун пек хăрушлăх çук. Явапӗ те хăв умăнта кăна. Харпăрçă паян бизнеспа нимӗн те туман çын хушшинчи сий. Енчен те тавар çаврăнăшне вăл 2,4 миллион тенкӗрен каçарчӗ-тӗк, малалли çул вăтам е пысăк бизнеса. 

– Килте ӗçлекенсенчен чылайăшӗ харпăрçă пек регистрациленсе тупăшран 4 процент налога та тӳлесшӗн мар. «Кирлӗ хатӗре НДС тӳлесе илнӗ, ÇКХ услугисемшӗн тарифпа тӳлетпӗр. Апла мӗншӗн тата налог тӳлемелле?» – тенине илтме пулать. Мӗн шутлатăр кун пирки?

– Сирӗнпе тӗл пуличчен кăна экономика министрӗпе канашлу иртрӗ. Вăл халăха патшалăх пулăшăвӗпе тивӗçтерессипе темиçе социаллă программа ӗçленине аса илчӗ. Сăмахран, сывлăх сыхлава тем пек вăрçсан та тӳлевсӗр медицина çӗршывра пур. Ăнсăртран чирлесе ӳксен васкавлă пулăшу сирӗн пата килетех. Хăш-пӗр çӗршывра вăл тӳлевлӗ. Мӗнле шутран тӳленеççӗ программăсем?  Паллах, пирӗн налогсенчен. 4 процентлă налог вара нумай мар. Кунта кăшт кăна граждан позицийӗ те кирлӗ. Харпăрçă пек регистрациленни патшалăхпа тӳрӗ «вăйă» йӗркелеме пулăшать. Кăтарт хăвна, пултарулăхна, патшалăх пулăшăвне ыйт. Ыйтсан субсиди параççӗ. Ман шутпа, алăран тытасса кӗтмелле мар, курăнса ӗçлеме тытăнмалла. Хальлӗхе регистрациленменшӗн явап тыттармаççӗ-ха, штрафсем çине мораторий хунă. Анчах мӗншӗн кӗтмелле ăна? Харпăрçă пек регистрациленни предприятисемпе, компанисемпе çыхăну йӗркелеме пулăшнине те манас марччӗ. Вăтам е пысăк бизнес уйрăм çынпа ӗçлеме иккӗленет. Харпăрçă статусӗ пурри вара шанчăк çуратать. Ыйтура палăртнă шухăш тӗрӗс мар, кăна закона шалтан ăнланма пуçланă хыççăн çын хăйех ăнланать. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество