News by date 30 May 2019
-
Çӗпрел районӗ Акатуя йыхравлать
Çӗпрел районӗнчи чăваш Акатуйӗ кăçал июнӗн 9-мӗшӗнче Упи ялӗнче пулать. Программа интереслӗ те анлă пуласса шантараççӗ йӗркелӳçӗсем. Хальхи вăхăтра ял хăнасене йышăнма хатӗрленет. Пурне те килсе курма йыхравлатпăр.
-
Юлия РАЙНВАЙН: «ЗАКОН МАНШĂН УСĂЛЛĂ ПУЛЧӖ»
Пит пысăк хăвăртлăхпа пулмасан та республикăра харпăр хăйне ӗçпе тивӗçтерекенсен шучӗ ӳссе пырать. Халиччен курăнмасăр ӗçленӗ бизнесменсем суту-илӗвӗн саккунлă çулӗ çине тăраççӗ. Усăллă пулчӗ-и вӗсемшӗн закон, кирлӗ-и?
-
Пирӗннисем малта
Май уйăхӗн 20-24-мӗшӗсенче Хусанта «Çамрăк профессионалсем» (WorldSkills Russia –2019) VII Наци чемпионачӗн финалӗ иртрӗ.
-
Почта лавккинче эрех кăна сутмаççӗ
Почтальăнăн ӗçӗ нихăçан та çăмăл пулман, халӗ ăна тата йывăртарах яваплăхпа тиеççӗ. План тултармалла.
-
Ачасене вӗлерекен экзамен
Ачасем пирӗн пурнăçăн чечекӗсем тетпӗр. Система вара çак чечексене мӗнле упрасан та таптама хăталанать.
-
Район чиккинчи ял Пограничник кунне уявларӗ
Элкел районӗнчи Кивӗ Тахтал ялӗнче пограничник ҫарӗсем 101 ҫул тултарнине халалласа спорт фестивалӗ пӗрремӗш хут иртрӗ.