Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Район чиккинчи ял Пограничник кунне уявларӗ

Элкел районӗнчи Кивӗ Тахтал ялӗнче пограничник ҫарӗсем 101 ҫул тултарнине халалласа спорт фестивалӗ пӗрремӗш хут иртрӗ.

 Майӑн 28-мӗшӗнче йӑла тӑрӑх хӑйсен уявне хӗсметре чикӗ сыхланисем, хальхи вӑхӑтра сыхлакансем паллӑ тӑваҫҫӗ. Сак уява халалласа майӑн 25-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Кивӗ Тахталти обелиск патӗнче халӑх пухӑннӑ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫӗсене хунӑ салтаксене халалланӑ палӑк ҫумӗнче чикӗ сыхлакансен юпи те пур. Ӑна Валерий Ферапонтов тутарнӑ.

- Спортпа патриотизм уявне ирттерес шухӑш пӗр ахальтен ҫуралман, - тенӗ Наци хӑрушсӑрлӑхӗн обществолла академийӗн президенчӗн советникӗ Сергей Макаров. - Пирӗн ялти арҫынсенчен ытларахӑшӗ салтакра чикӗ хӗрринче пулнӑ. Ҫавӑнпа та Пограничник кунӗ чылай ҫыншӑн ҫулталӑкри тӗп уявсенчен пӗри. 

Сак мероприятия тӗрев паракансен списокӗнчен тӗлӗнме пулать: Пограничник ҫарӗсен командующийӗсӗн канашӗн председатель ҫумӗ Александр Манилов, Совет Союзӗн тата Раҫҫей Федерацийӗн паттӑрӗсен клубӗн правлени председателӗ Николай Антошин, Раҫҫейри пограничник хӗсмечӗн ветеранӗсен канашӗн председателӗ Алексей Еремин генерал-полковник, Халӑхсем хушшинчи самбо федерацийӗн хисеплӗ президенчӗ Михаил Тихомиров, Наци хӑрушсӑрлӑхӗн обществолла академийӗн президенчӗ Александр Степанов генерал-майор, Раҫҫей генералӗсен союзӗн пайташӗ Александр Устинов, Пограничниксен тата федераллӑ хӑрушсӑрлӑх хӗсмечӗн ветеранӗсен Тутарстанри управленийӗн председателӗ Рафаэль Загидуллин,  Элкел районӗн пуҫлӑхӗ Александр Никошин.

Ял ҫыннисемсӗр пуҫне палӑк умӗнче ҫывӑх ялсенчи ветеран-пограничниксем, Мускав, Хусан, Самар, Тольятти, Элмет, Ҫырчалли хулисенчи хисеплӗ хӑнасем пухӑннӑ. Спорт фестивалӗнче 7 тӗрлӗ тӗспе Аксу, Хӑрата, Пасарлӑ Матак, Кивӗ Тахтал спортсменӗсем ӑмӑртрӗҫ. 

"Спортико" агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене пурне те асӑнмалӑх медальсем панӑ уява йӗркелекенсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: cпорт