Почта лавккинче эрех кăна сутмаççӗ
Почтальăнăн ӗçӗ нихăçан та çăмăл пулман, халӗ ăна тата йывăртарах яваплăхпа тиеççӗ. План тултармалла.
Хальхи вăхăтра ялти хуть те хăш почта уйрăмне ан кӗр – пур çӗрте те пӗр ӳкерчӗк – лавкка. Ӗлӗкхи пек сургуч шăрши те çук, конверт çине çыпăçтармалли маркăсем те тӳрех пăхсан курăнмаççӗ. Вӗсене савăт-сапа, канфет-пӗремӗк, консервă-кӗнеке хушшинче шырамалла-ха. Почăра ӗçлекен паян хаçат-журнал тата çыру валеçекенни кăна мар, вăл кӗсье телефонӗсен операторӗ те, комуналлă çăмăллăхсемшӗн тӳлев йышăнаканни те, сутуçă та. Продуктăсене пӗчен пурăнакан асаннесене кӳрсех параççӗ хăш чухне ял почтальонӗсем.
– Çыру çӳретме чарăннă-и вара хальхи вăхăтри çынсем? – кăсăклантăмăр эпир Аксу районӗнчи Ильтрекьелӗнчи çыхăну уйрăмӗнче ӗçлекенсенчен. Пур. Пӗтмен иккен-ха эпистоляри жанрне хут çинчех малалла тăсакансем. Ют çӗршыври тăванӗсемпе юлташӗсене те çыру çырса яраççӗ, уявсемпе те открытка ярса саламлаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев