Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Çамрăклăха аса илсе

Февраль уйахӗн 12-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Таккавар ялӗнче чăвашла капăр тум тăхăннă 1970-мӗш çулсенче хӗрупраç пулнă хӗрарăмсем - пӗр вăхатра ял урамӗсенче хут купăс вылянă кӗвӗсемпе юрăсем юрласа,такмаксем каласа ташлакансем - пӗрле пухăнма шутларӗç. Çутçанталăк çур енне кайсан, кунсем вăрăмлана пуçласан, аппăшӗсем улах ларнине аса илсе, паянхи кун та пурăнакан амăшӗсенчен...

Февраль уйахӗн 12-мӗшӗнче Пăва районӗнчи Таккавар ялӗнче чăвашла капăр тум тăхăннă 1970-мӗш çулсенче хӗрупраç пулнă хӗрарăмсем - пӗр вăхатра ял урамӗсенче хут купăс вылянă кӗвӗсемпе юрăсем юрласа,такмаксем каласа ташлакансем - пӗрле пухăнма шутларӗç. Çутçанталăк çур енне кайсан, кунсем вăрăмлана пуçласан, аппăшӗсем улах ларнине аса илсе, паянхи кун та пурăнакан амăшӗсенчен ыйтса тӗпчесе чăваш ялӗсен йала-йеркисене пăхăнса, алă ӗçӗсем илсе ял клубне пуçтарăнчӗç.

Иртнӗ çулсенче те вӗсем пӗр-пӗрин патне пухăнса алă ӗç туса, рласа çӳрерӗç. Çак хӗрармăсем пӗр килте ӳснӗ пӗртăвансем пекех туйнаççӗ. Шăкăл-шăкăл калаçса, шӳт-кулăшсем каласа тупмалли юмахсем туптарса, пӗрле тӗрлӗ тӗслӗ çипсемпе тӗрӗ тӗрлесе алсиш-нускисем çыхаççӗ, тӗрлӗрен сак çине витмеллисем, урайне сармалли кавирсем тӗрлеççӗ.
Ӗçленӗ хушăра юрăсем юрласа лараççӗ, такмаксем каласа ташласа илсе шăм-шакӗсене çемçетеççӗ. Клубра пуçтарăнма Таккавар ял клубӗн заведующийӗнчен Татьяна Чауковăран хыпар тухрӗ. Тантăш-хӗрарăмсем савăнсах килӗшрӗç. Валентина Егорова ялти библиотекăра, кулбра ӗçлесе канăва тухнă. Вăл Таккавар ялӗнчи «Пилеш» фольклор ушкăнне йӗркелесе яраканӗ. Çак ушкăн кӳршӗ ялсенче, районсенче иртекен тӗрлӗ уявсенче хутшăнса парнесене тивӗç пулнă. «Пилеш» ушкăн паян та ӗçлет. Ял хуçалăхӗнче ӗçлесе тивӗçлӗ канăва тухнă Нина Николаева ертсе пырать ăна. Вăхăтӗнче вырăнти хуçалăхра ӗçлекенсене апат пӗçерсе çитернӗ Нина Егорова тата Шемӗршел ялӗнчи склад заведующийӗ пулса ӗçленӗ Елизавета Степанова та çак ушкăнрах.
Улах ларма хăнасем те килчӗç: Пӗр тăван
Анна, Полина, Татьяна, Иван Никоноровсем тата таккаварсем пулнă, хальхи вăхăтра Чăнлăра пурăнакан Раиса Тарасова.
Хӗрарăмсем пултарулăхе кăтартса пӗр-пӗрне улăштарчӗç. Улах ларнă хыççăн вулав тăхтавӗ пулчӗ. Полина Никонорова чăваш халăхӗн сăвăçисен произведенийӗсене вуларӗ, авторӗсемпе паллаштарӗ. Тупмалли юмахсем пачӗ. Татьяна Никонорова юмахсенчи сăнарсене кăтартса пачӗ.
Уяв савăнăçлă иртрӗ. Тантăшсем тата малашне те тӗрлӗ ларусенче тӗл пулма калаçса татăлчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев