Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Пăва (Буинский)

Йăвачаллă чăвашла Хелуин

Халӗ хăш ялсенче «Сурхурине» паллă тăваççӗ-ши? Клубри сцена çинче мар, чăнласа. Çак уява эпир пӗчӗк чухне питӗ кӗтеттӗмӗрччӗ. Пăва районӗнчи Тăхăрьял тăрăхӗнче ăна «Шуйттан вăййи» теççӗ, Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗнче «Упăте» - тӗллевӗ пӗр - хăратмалли каç. Кăшарни умӗн шăп пӗр эрне юлсан, Кивӗ Çӗнӗ çул каçӗ ялти кашни чăваш...


Халӗ хăш ялсенче «Сурхурине» паллă тăваççӗ-ши? Клубри сцена çинче мар, чăнласа.
Çак уява эпир пӗчӗк чухне питӗ кӗтеттӗмӗрччӗ. Пăва районӗнчи Тăхăрьял тăрăхӗнче ăна «Шуйттан вăййи» теççӗ, Çӗпрел районӗнчи Упи тăрăхӗнче «Упăте» - тӗллевӗ пӗр - хăратмалли каç. Кăшарни умӗн шăп пӗр эрне юлсан, Кивӗ Çӗнӗ çул каçӗ ялти кашни чăваш килӗнче йăвачапа юсман пӗçереççӗ. Хăна-мӗн пуçтаракан сахалччӗ, анчах йăвача çиме килекенсене пӳртрен никам та хăваласа кăларман, мӗншӗн тесен унта ытларах кӗрӗксене тавăрнă, пуçӗсене хӗрарăм чăлхи тăхăннă, карчăк-старик пек хăтланса кукăр туясем тытнă ача-пăча çӳрет.
Ачасене ăшаланă пăрçапа хăналаççӗ, кам сăвă калаттарать, купăслă хуçа ташлаттарать. Лешсем паллаттарасшăн мар, кӗшмӗртетеççӗ, пичӗсене пытараççӗ. Вара юлашкинчен: «Путек нумай пултăр!» тесе хăвараççӗ те кӳршисне «хăратма» каяççӗ. Киле таврăнасси те пур. Ыран каникул пӗтет, шкула каймалла. Шкулта вăрçатчӗç «Шуйттан вăййине» тухнăшăн, линейка кăларатчӗç. Ытла усалланни те пулман ӗнтӗ унта. Ялти начар кăмăллартах, вредный çынсене яш-кӗрӗмсем тăрăхлама, сăтăрлама пăхатчӗç: е умне купаласа хунă вутă пӗренисене салатса яраççӗ, е, тракторист пулсан, тележкине кӳршӗ урама кустарса каяççӗ, е хапхине тултан тӗрелесе хăвараççӗ. Ун пекрех çынна çамрăксем урамра курсан - пӗтрӗ - юр ăшӗнче йăвалантараççӗ. Акăлчан чӗлхине вӗреннӗ пулсан та эпир ун чухне пӗлмен «Хелуин» мӗн иккенне...
Ӗлӗкрен пыракан йăла çакă.
Видеора Пăва районӗнчи Кивӗ Мертлӗ Культура çуртӗнче пӗлтӗр иртнӗ «Сурăх ури» уявӗ. Ӳкерекенӗ хисеплӗ Вячеслав Силин Хирти Кушкăран.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев