Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

«Хӗлхемӗн» сумӗ ӳсет

Юлташăмăрсен çитӗнӗвӗсем савăнтараççӗ. Çавсем чăваш культурипе, унăн аталанăвӗпе çыхăннă хумхануллă шухăшсене сирсе ярса шанчăк çуратаççӗ. Çак кунсенче Чăваш Çӗпрелӗнчен (Çӗпрел районӗ) çывăх тусăмăр Зоя Михайловна Кузнецова шăнкăравларӗ. Вăл пире çав тери ырă хыпар пӗлтерчӗ. Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» фольклор ансамблӗ нумай пулмасть «Халăх ансамблӗ» ята илнӗ. Паллах, çакăн хыççăн çийӗнчех ансамблӗн...

Юлташăмăрсен çитӗнӗвӗсем савăнтараççӗ. Çавсем чăваш культурипе, унăн аталанăвӗпе çыхăннă хумхануллă шухăшсене сирсе ярса шанчăк çуратаççӗ. Çак кунсенче Чăваш Çӗпрелӗнчен (Çӗпрел районӗ) çывăх тусăмăр Зоя Михайловна Кузнецова шăнкăравларӗ. Вăл пире çав тери ырă хыпар пӗлтерчӗ. Çӗпрел районӗнчи «Хӗлхем» фольклор ансамблӗ нумай пулмасть «Халăх ансамблӗ» ята илнӗ.

Паллах, çакăн хыççăн çийӗнчех ансамблӗн илемлӗ пултарулăх ертӳçипе Людмила Петровна Сердцевапа телефонпа çыхăнса калаçрăмăр.

- Çапла, «Халăх ансамб­лӗ» ята илме уйăх каяллах хӳ­тӗ­лентӗмӗр. Района рес­пуб­ликăри Культура министерствинчен комисси килсе çитрӗ. Лайăх хатӗрлентӗмӗр. Кирлӗ хутсем, портфолио та - йăлт йӗркеленӗччӗ. Сехете яхăн пычӗ пирӗн концерт, - яланхи пекех савăнăçлă та çӗкленӳллӗ кăмăлпа хуравларӗ Людмила Петровна.

- Çак сумлă ята илме çăмăл мар пуль-ха, ятарлă условисем те пур-тăр? - ыйтрăм унран.

- Паллах. Ку чухне ансамблӗн спутникӗ пулмалла. Сăмах кунта ансамбль çумӗнчи ача-пăча ушкăнӗ пирки пырать. Мӗнле калас, пиртен вӗренсе юлакансем, халăх йăли-йӗркисене, культурине малалла аталантаракансем, ăна упракансем пулмалла. Пирӗн спутник вăл - ачасен «Çăлкуç» («Родник») ансамблӗ, вӗсемпе тахçантанпа ӗçлетпӗр, хамах йӗркелесе янă. Çапла комисси умӗнче çур сехет эпир, унтан «Çăлкуç» хăй пултарулăхне кăтартрӗ, - каласа парать Людмила Петровна.

Апрелӗн 20-мӗшӗнче «Хӗл­хем­» ТР Ветерансен (пенсионерсен) канашӗ хăйсен обществăлла организацин 30 çулхи юбилейӗ тӗлне йӗркеленӗ концерта хутшăнас тӗллевпе Хусана килсе кайнă. Людмила Петровна каланă тăрăх, Ветерансен канашӗн председателӗ Хабир Иштиряков вӗсене хăй чӗнсе илнӗ. Пӗтӗмпе 29 пултарулăх ушкăнӗ хутшăннă унта. Хӗлхемсем виçӗ номерпе килнӗ.

- Çав тери аван концерт пулчӗ. Иштиряков пире ялан: «Çак концертсене сирӗншӗнех йӗркелетпӗр пулмалла. Эсир сцена çине тухатăр та сыв­лăш та хаваслăхпа чӗтренсе тăрать», - тет. Чăнах та, пирӗн умӗн пӗр тутар хӗрарăмӗ юрларӗ. Куракансем çывăрса каяс патне çитнӗ. Эпир тухрăмăр та... Эх! шатăртаттартăмăр кăна. Шавлă вӗт эпир, кам шаккать, кам шăхăрать. Чăвашсенчен те хамăр кăначчӗ, - каласа парать Людмила Сердцева. «Хӗлхем» концертран парнесемпе тата дипломпа таврăннă. Çӗпрел районӗн культура еткерӗсенчен пӗри теес килет вӗсем пирки. Ансамблӗн илемлӗ ятне 100 проценчӗпех тӳрре кăлараççӗ вӗсем. Эпир те «Хӗлхем» ансамбле халăх ятне илнӗ ятпа чӗререн саламлатпăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев