Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Нурлатра Уяв-тăк, Çӗпрелӗнче турнир

(Ирина Кузьмина). Кашни кун тенӗ пекех çăвакан çумăр та чăвашсене иртнӗ канмалли кунсенче чăрмантарас темерӗ-тӗр, çумăр пӗлӗчӗсене Хусан çине хăваласа кайрӗ. Çапла июлӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ Нурлатри Уява та, Çӗпрелӗнчи Т.А. Кудрявцева асăнса йӗркеленӗ футбол турнирне те çумăр йӗпетмерӗ. Республикăри чăвашсен культура мероприятийӗпе спорт уявӗ пӗр куна тӳр килчӗ пулсан та,...

(Ирина Кузьмина). Кашни кун тенӗ пекех çăвакан çумăр та чăвашсене иртнӗ канмалли кунсенче чăрмантарас темерӗ-тӗр, çумăр пӗлӗчӗсене Хусан çине хăваласа кайрӗ. Çапла июлӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ Нурлатри Уява та, Çӗпрелӗнчи Т.А. Кудрявцева асăнса йӗркеленӗ футбол турнирне те çумăр йӗпетмерӗ.

Республикăри чăвашсен культура мероприятийӗпе спорт уявӗ пӗр куна тӳр килчӗ пулсан та, кашни тивӗçлӗ, çӳллӗ шайра иртрӗ.

Çӗпрелӗнче вӗрентекенне асăнса йӗркеленӗ тăваттăмӗш турнирăн кубокӗшӗн çав кун ултă футбол команди тупăшрӗ. Палăртса хăварам, хальхи турнира та Тимофей Арсентьевич Кудрявцевăн вӗренекенӗсем Денис Жирнов, Николай Осипов, Алексей Смирнов, «Çӗпрел» футбол клубӗн ытти футболисчӗсем йӗркелерӗç. Чи хаклă хăнасем яланхи пекех Тимофей Арсентьевичăн çемйи - мăшăрӗ Галина Ивановнăпа ачисем тата мăнукӗ пулчӗç.

Йăлана кӗнӗ турнир кăçал та регионсен хушшинчи шайра иртрӗ. Командăсем Ульяновск облаçӗнчи Аслă Нагаткинран тата Зеленая Роща поселокран килнӗччӗ. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, маларах Шупашкартан та футбол командисем килме кăмăл тунă пулнă, анчах та тӗрлӗ сăлтава пула килсе çитеймен. Çаплах ăмăртăва Чăваш Çӗпрел, Упи тата Çӗнӗ Йӗлмел командисем те хутшăнчӗç.

Спорт уявне район Ӗçтăвкомӗн инфраструктура аталанăвӗпе ӗçлекен комитечӗн ертӳçи Алексей Сергеевич Полюшков, районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулӗн директорӗ Николай Иванович Хрисанов, вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Виталий Васильевич Землемеров уçрӗç. Хăнасене, турнир йӗркелӳçисене тата спортсменсене Тимофей Арсентьевичăн мăшăрӗ Галина Ивановна хăй пӗçернӗ çăкăрпа кӗтсе илчӗ.

Аслисен футбол турнирне, паллах, ачасеннипе танлаштарма çук. Вӗсем кубок-медальшӗн мар, вăйă илемӗшӗн, ăмăртура вăя тӗрӗслессишӗн выляççӗ. Тата, паллах, вӗрентекене чунтан хисеплесе.

6 команда пӗр-пӗринпе выляни Конфедерацисен Кубокӗнчи матчсенчен пӗрре те кая мар иртнине калаççӗ куракансем. Паллах, вӗсем ытларах чăвашçӗпрелсемччӗ. Ялтан икӗ команда тупăшрӗ-çке. Шел, тем пек тăрăшсан та, хальхинче те кубок çӗпрелсене лекмерӗ. Ăна Аслă Нагаткинри «Торпедо- Нагаткино» команда çӗнсе илчӗ. Иккӗмӗш вырăна та хăнасем, Ульяновск облаçӗнчи Зеленая Роща поселокӗнчи «Русь» футболисчӗсем йышăнчӗç. Виççӗмӗш вырăна вара чăвашçӗпрелсем алăран вӗçертмерӗç.

Турнир условийӗсемпе килӗшӳллӗн, юлашкинчен вăййа пӗтӗмлетсе «Чи лайăх тапăнакана» суйларӗç, вăл Аслă Нагаткин командинчи Максим Камардин пулчӗ, «Чи лайăх вратарь» та çак командăри Вадим Резенков пулнине палăртрӗç, «Чи лайăх тапăнуçă» ята «Русь» командăн футболисчӗ Виктор Морозов тивӗçрӗ.

Вăйă каçхине ултă сехетчен тăсăлчӗ пулин те, куракансем саланмарӗç. Пурте çӗнтерӳçӗ кам пулассине чăтăмсăррăн кӗтрӗç. Кашни голшăн савăнчӗç.

Хăйсен çывăх çыннине Тимофей Арсентьевича çакăн пек хисеп тунăшăн, халăха чăн-чăн спорт уявӗ парнеленӗшӗн Кудрявцевсен çемйи йӗркелӳçӗсене, турнира хутшăннă командăсене тата куракансене пурне те чӗререн тав тăвать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев