News by date 10 July 2017
-
Нурлатра Уяв-тăк, Çӗпрелӗнче турнир
(Ирина Кузьмина). Кашни кун тенӗ пекех çăвакан çумăр та чăвашсене иртнӗ канмалли кунсенче чăрмантарас темерӗ-тӗр, çумăр пӗлӗчӗсене Хусан çине хăваласа кайрӗ. Çапла июлӗн 8-мӗшӗнче иртнӗ Нурлатри Уява та, Çӗпрелӗнчи Т.А. Кудрявцева асăнса йӗркеленӗ футбол турнирне те çумăр йӗпетмерӗ. Республикăри чăвашсен культура мероприятийӗпе спорт уявӗ пӗр куна тӳр килчӗ пулсан та,...
-
Ачасем валли реабилитаци центрӗ пулать
Республикăри ача-пăча клиника больницин реабилитаци центрӗ пулать, тесе пӗлтернӗ «Татар-информ» ИА корреспондентне больницăн тӗп тухтăрӗ Р.Шавалиев. Хальхи вăхăтра центр валли çӗр лаптăкӗ хатӗрлеççӗ. Тӗп нерв системин функцийӗ пăсăлнă пациентсен уйрăмӗнче паянхи кун больницăн кашни пиллӗкмӗш пациенчӗ реабилитаци иртет. Ачасем унта Тутарстанран кăна мар, кӳршӗллӗ Ульяновск, Киров, Самар облаçӗсенчен, Марий Элпа...
-
Успени соборӗ ЮНЕСКО списокӗнче!
Свияжск утрав-хулари Успени соборне çак кунсенче Краковăра иртнӗ комитетăн 41-мӗш сессийӗнче ЮНЕСКОн Пӗтӗм тӗнчери еткерлӗхӗн списокне кӗртни çинчен хыпарлать «Татар-информ» ИА. РАН Этнологипе антропологи институчӗн директорӗн çумӗ, РФ Президенчӗ çумӗнчи Нацисен хутшăнăвӗн канашӗн президиум пайташӗ Владимир Зорин пӗлтернӗ тăрăх, храма ЮНЕСКО списокне кӗртес процесс çăмăл пулман. Экспертсем культура палăкне килсе...
-
Нурлатри Уяв çумăр пӗлӗчӗсене сирчӗ
(Константин Малышев). Нурлат пире яланхи пекех хаваслă йăл-кулăпа кӗтсе илчӗ. Çанталăкӗ те икӗ кун тăтăш çумăр çунă хыççăн уяр тăчӗ. Хулара юпасем çинчи тăвăр плакатсенчен те, сарлака билбордсенчен те «Ырă сунса кӗтетпӗр Уява!» тесе чăвашла çырса хунисем июлӗн 8-мӗшӗнче яланхи вырăна пухăнма чӗнеççӗ. Çынсем хӗвелшӗн тунсăхласа çитнӗ тейӗн, эртелӗ-эртелӗпе «Уяв-2017»...
-
Кăмпаçăсем çине вăкăр тапăннă
Июлӗн 5-мӗшӗнче Нурлат районӗнчи Хуралту çывăхӗнче хӗрарăмпа арçынна вăкăр тапăннине хыпарлать ТР Следстви комитечӗн Следстви управленийӗн пресс-служби. Сурансене пула арçын вырăнтах вилсе кайнă, аяк пӗрчисем хуçăлнă хӗрарăма васкавлă пулăшупа больницăна ăсатнă. Ку факта следовательсем тӗрӗслеççӗ. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, Якаелӗнче пурăнакан арăмӗпе упăшки çерем çине кăмпа пуçтарма тухнă иккен. Хăйсем...
-
Эрнелӗх гороскоп 10.07 - 16.07
ТАКА 21.III - 20.IV Укçа-тенкӗ, пурлăх лару-тăрăвӗпе çыхăннă ыйтусем малти вырăна тухаççӗ. Кунта асăрхануллăрах пулăр - йăнăшсене пула укçăра çухатма пултаратăр. Кил-тӗрӗшре нумай вăхăт усă курмалли япала туянас шухăш пулӗ. Ӗçлӗ хутшăнусем йӗркелемешкӗн аван вăхăт. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çын умӗнче курнăçланас, мухтанас килӗ, кун валли вара укçа кирлӗ. Паллах,...