Ачасем валли реабилитаци центрӗ пулать
Республикăри ача-пăча клиника больницин реабилитаци центрӗ пулать, тесе пӗлтернӗ «Татар-информ» ИА корреспондентне больницăн тӗп тухтăрӗ Р.Шавалиев. Хальхи вăхăтра центр валли çӗр лаптăкӗ хатӗрлеççӗ. Тӗп нерв системин функцийӗ пăсăлнă пациентсен уйрăмӗнче паянхи кун больницăн кашни пиллӗкмӗш пациенчӗ реабилитаци иртет. Ачасем унта Тутарстанран кăна мар, кӳршӗллӗ Ульяновск, Киров, Самар облаçӗсенчен, Марий Элпа...
Республикăри ача-пăча клиника больницин реабилитаци центрӗ пулать, тесе пӗлтернӗ «Татар-информ» ИА корреспондентне больницăн тӗп тухтăрӗ Р.Шавалиев.
Хальхи вăхăтра центр валли çӗр лаптăкӗ хатӗрлеççӗ. Тӗп нерв системин функцийӗ пăсăлнă пациентсен уйрăмӗнче паянхи кун больницăн кашни пиллӗкмӗш пациенчӗ реабилитаци иртет. Ачасем унта Тутарстанран кăна мар, кӳршӗллӗ Ульяновск, Киров, Самар облаçӗсенчен, Марий Элпа Чăваш Енрен те килеççӗ. Мускавпа Ашхабадран та çемьесем пур. Медиксем каланă тăрăх, ДЦП - приговор мар.
ТР Президенчӗ Рустам Минниханов уйрăма парнеленӗ «Локомат» роботлă аппарата уйрăмах мухтаççӗ. Вăл хаклă, анчах чи кирлӗ аппарат. Ачан кашни шăмă сыппи çине датчик çирӗплетеççӗ, вăл кăтартать те пепке мӗнле тăрăшса хăнăхусем тунине. Занятисем ку аппарат çинче çур сехет пыраççӗ. Сывлăха кура нумайрах та пулаççӗ.
Республика ача-пăча клиника больницине лекнӗ кирек мӗнле çивӗч патологиллӗ ача та кунта реабилитаци иртме пултарать. Профильлӗ тухтăр малтан унăн халне стабилизацилет, унтан мультидисциплинарлă команда сиплеме пуçлать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев