Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Эрнелӗх гороскоп 10.07 - 16.07

ТАКА 21.III - 20.IV Укçа-тенкӗ, пурлăх лару-тăрăвӗпе çыхăннă ыйтусем малти вырăна тухаççӗ. Кунта асăрхануллăрах пулăр - йăнăшсене пула укçăра çухатма пултаратăр. Кил-тӗрӗшре нумай вăхăт усă курмалли япала туянас шухăш пулӗ. Ӗçлӗ хутшăнусем йӗркелемешкӗн аван вăхăт. ВĂКĂР 21.IV - 20.V Çын умӗнче курнăçланас, мухтанас килӗ, кун валли вара укçа кирлӗ. Паллах,...

ТАКА 21.III - 20.IV
Укçа-тенкӗ, пурлăх лару-тăрăвӗпе çыхăннă ыйтусем малти вырăна тухаççӗ. Кунта асăрхануллăрах пулăр - йăнăшсене пула укçăра çухатма пултаратăр. Кил-тӗрӗшре нумай вăхăт усă курмалли япала туянас шухăш пулӗ. Ӗçлӗ хутшăнусем йӗркелемешкӗн аван вăхăт.

ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Çын умӗнче курнăçланас, мухтанас килӗ, кун валли вара укçа кирлӗ. Паллах, ӗç хушăнать. Хăвăра шанни карьерăра ӳсме пулăшать. Тăкаксене чакарма тăрăшăр, ӗçлӗ хутшăнусенче тимлӗ пулăр, улталас текенсем тупăнӗç. Эрне вӗçӗнче кăткăс ыйтусене татса паратăр, ӗçӗ реклама бизнесӗпе çыхăннисене ăнать.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V - 21.VI
Ӗçре активлăхпа хăюлăх кăтарт­сан та укçа-тенкӗ лару-тăрăвӗ ытти çынсенчен килет. Шутламасăр хăтланнипе тата пысăк çынсен курайманлăхне пула карьерăпа тата ӗç укçипе çыхăннă ӗмӗтсем пурнăçланмаççӗ. Канмаллисенче ытлашши тăкакланасран асăрханăр, çапах юлташсем пулăшусăр хăвармӗç.

РАК 22.VI - 22.VII
Профессире авторитет ӳснипе тата хутшăнусем йӗркелеме пӗлнипе тупăшăра ӳстерме пултаратăр. Аçăр-аннӗр, юлташсем, мăшăр лайăх пулăшу парӗç. Ӗçӗ творчествăпа çыхăннисен ӗçлесе илме шанчăк пур. Шалти сисӗм вăйланни финанспа пурлăх ыйтăвӗсене татса пама пулăшӗ.

АРĂСЛАН 23.VII - 23.VIII
Ку эрнере сывлăх пирки шутламалла, телее чир-чӗрсене çӗнтерме вăй-хал çителӗклӗ. Проб­лемăсем тӗрӗс мар апатланнипе, организма витаминсем çитменнипе çыхăннă. Шăмăсем сурма, шăл ыратма пуçлама пултарать. Юратура ним çук çӗртен кӗвӗçӳ сиксе тухӗ. Ачăрсене ытларах тимлӗх уйăрăр.

ХӖР 24.VIII - 23. IX
Пӗтӗмӗшле илсен, аван тапхăр. Пӗлмесӗр апатланнипе кă­на пӗ­вер аптратма пултарать. Çавăн­па ӗçме-çимене суйласа çийӗр. Аслă çултисем массажа çӳреме пуç­ласси пирки шутламалла, усси пысăк пулӗ. Эрне вӗçӗнче транспортпа асăрхануллă пулăр, аманас хăрушлăх пур.

ТАРАСА 24.IX - 23.X
Кăткăс тапхăр, вăй-хал та, кăмăл çирӗплӗхӗ те самай кирлӗ пулӗ. Халсăрланнипе асăрханулăх та чакма пултарать. Сахал утса çӳрекенсен сусăрланас хăрушлăх ӳсет. Хăшӗсем ыйхă вӗçнипе аптрама пуçлаççӗ. Спортпа аппаланни стресран хăтăлма пулăшӗ.

СКОРПИОН 24.X - 22.XI
Эрне пӗр тикӗс пулмӗ. Çак тапхăрта хал çуккине туятăр, хăшӗсен вăл пассивлă пурнăç йӗркипе, теприсен ытлашши активлăхпа çыхăннă. Ывăннипе чирлесе кайма та пулӗ, уйрăмах пӳресемпе ӳт лару-тăрăвӗ канăçсăрлантарӗ. Ятарлă диета тытни, сиплев профилактики лайăх пулăшӳ кӳрӗ.

УХĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Çак тапхăрта ытларах сывлăх пирки шутламалла, вăл питех канăçсăрлантармасан та. Медицина тӗрӗслевӗшӗн, шала кайнă чирсене сиплемешкӗн аван вăхăт. Тавралăхпа, хăвăрпа ырă пулсан сывлăхпа çыхăннă проблемăсем сисӗнмесӗр иртӗç. Тăвансемпе, юлташсемпе хирӗçесрен асăрханăр.

ТУ КАЧАКИ 22.XII - 20.I
Килпе çемье ыйтăвӗсене тимлӗх уйăрма вăхăт çитнӗ. Юсав ӗçӗсем ăнаççӗ. Инçет çулçӳревсемшӗн питӗ лайăх тапхăр. Творчествăпа ӗçлекенсен кӗтмен çӗртен пысăк хавхалану çуралать. Канас шухăш пур пулсан ăна килте, шăп­лăхра ирттерме тăрăшăр.

ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Çулçӳревсем, паллашусем йышлă пулаççӗ. Йӗркелӳ ӗçӗсен ыйтăвӗсене кирлӗ çыхăнусене пула татса паратăр. Интеллект пултарулăхӗ пысăк, пуçра интереслӗ идейăсем çуралаççӗ. Çул çинче асăрхануллă пулăр, аварие çакланас хăрушлăх пур. Иккӗленӳллӗ проектсене ан хутшăнăр.

ПУЛĂСЕМ 21.II - 20.III
Çак тапхăрта ытларах финанс ыйтăвӗсем канăçсăрлантараççӗ. Хушма тупăш тупма май пулать. Ытти çынсенчен те пулăшу илме пултаратăр. Ку вăхăтра кил валли япала туянни ăнăçлă пулӗ. Туйăмсем вăйланаççӗ, çавăнпа тӗрлӗ иллюзисенчен пуçа çухатасран асăрханăр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев