Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

«Троица юррисем» кăçал июнӗн 2-мӗшӗнче

Кивӗ Çӗпрел пурне те «Троица юррисем» православи тӗнӗн юррисен фестивальне кӗтет.

Çӗпрел районӗнчи Кивӗ Çӗпрел ялӗнчи Сергий Радонежский храмра «Троица юррисем» православи тӗнӗн юррисен фестивалӗ кăçал июнӗн 2-мӗшӗнче иртет. Шучӗпе вăл виççӗмӗш пулать. Пӗрремӗшӗ 2016 çулта иртнӗччӗ. Фестивале Хусан епархийӗпе Çӗпрел район администрацийӗ ирттерет. Яланхи пекех программи анлă: тӗн, халăх юррисем, ташăсем.  Пӗтӗм Хусан епархийӗн территорийӗнчен пултарулăх ушкăнӗсем килессе кӗтеççӗ. Фестиваль ирхине 10 сехетре пуçланать. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество