News by date 29 May 2018
-
Тутарстана аслатиллӗ çумăр килет
Май уйăхӗн 30-мӗшӗнче çанталăк пăсăлать. Çулсем çинче асăрхануллă пулăр!
-
Казахстанăн анлă приватизацийӗ. Камшăн усăллă?
Хăй вăхăтӗнче Раççейре те приватизаци иртрӗ, анчах ăна ытларах законлă çаратупа танлаштарма пулать, ăнланса та ӗлкӗреймерӗмӗр. Казахстанра мӗнлерех иртет-ха вăл?
-
Яла ӗçлӗ çынна явăçтармалла
Семинарта ӗнесемпе лашасен чӗрнисене тасатмалли станока кăтартрӗç. Ăна Чăваш Республикинче туса кăлараççӗ иккен.
-
Какайпа сӗт кăна мар
Çӗр пур-тăк, ӳсме пулать, анчах та çакна манмалла мар: ял варринчи ферма вăл – какайпа сӗт кăна мар, силоспа тислӗк шăрши те.
-
Ферма пӗтни çынсем выльăх усраманнине пӗлтермест
Май уйăхӗн 28-мӗшӗнче Пăвара Çӗпрел, Теччӗ, Апас, Кайпăç, Тури Услон, Камско-Устьински районӗсенчи ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсене пуçтарчӗç. Вӗсене малтан Пӳркелӗнчи фермерсен ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗç.
-
Иккӗ те саккăр
Пограничник кунӗнче Пăва район центрне хӗсметре чикӗ сыхланă 200 яхăн çын пухăнать. Хулапа ытти ялсенчи «симӗс картуссенчен» альшихсем палăрмалла уйрăлса тăраççӗ. Кунта 40 арçын (!) чикӗ сыхланă. Салтаксемпе сержантсем кăна мар, офицерсем те пур.
-
«Троица юррисем» кăçал июнӗн 2-мӗшӗнче
Кивӗ Çӗпрел пурне те «Троица юррисем» православи тӗнӗн юррисен фестивальне кӗтет.
-
Чемпионат вăхăтӗнче тимлӗ пулмалла
Чемпионат вăхăтӗнче спорт объекчӗсемпе, мундиале хутшăнакансемпе çав тери интересленекен тата пӗр-пӗр япала йăтса кайма пулăшма ыйтакан çынсене тимлӗх уйăрмалла...