Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Литература кăларăмӗ

Иккӗ те саккăр

Пограничник кунӗнче Пăва район центрне хӗсметре чикӗ сыхланă 200 яхăн çын пухăнать. Хулапа ытти ялсенчи «симӗс картуссенчен» альшихсем палăрмалла уйрăлса тăраççӗ. Кунта 40 арçын (!) чикӗ сыхланă. Салтаксемпе сержантсем кăна мар, офицерсем те пур.

Мӗнле-тӗр чаплă кун е вăхăт асра юлтăр тесе сӗм авалхи çынсем, çав шутра чăвашсем те, юпа лартса кун-çул календарӗнче картса хунă. Çавăнтан палăк лартас йăла çынсен пурнăçне кӗнӗ-тӗр. Ялпа ял хушшинчи хир чиккисене те юман лартса паллă тунă. Çӗршывсен чиккисене юпа лартса паллă тăвасси те авалхи пурнăçран. Чикӗсене сыхласси те мăн асаттесенчен.

Салтака кайма ят тухсан çамрăксем медкомисси иртсе çар комиссариатне пухăнаççӗ. Сывлăхне кура каччăсене десанта е морфлота е пехотăна çыраççӗ. Чи çирӗпписене тата шанчăклисене ФСБ хӳттинчи пограничник çарӗсене ăсатаççӗ. Çӗршыв çăраççине питӗркӗчре тытмалла çӗрте яваплăх пысăк. Майăн 28-мӗшӗнче пирӗн çӗршывра чикӗ сыхлакансен кунне паллă тума тытăннăранпа 100 çул çитрӗ. Çак пысăк уява халалласа нумай çӗрте савăнăçлă пухусем иртрӗç. Эпир пӗлнӗ тăрăх, чикӗ юписем Çарăмсан районӗнчи Акрелӗнче, Çӗпрел районӗчи Алешкин Саплăкра тата Пăва районӗнчи Альшихре ӳссе ларчӗç.
Ӗлӗк-авал чикӗ сыхлакансем патша çарӗнче чӗрӗк ӗмӗр – 25 çул хӗсметре тăнă. Пăва районӗн чиккисем вăрăм. Халăхӗ те сахал мар. Пограничник кунӗнче райцентра 200 яхăн хӗсметре пулнă чикӗ сыхлакан пухăнать. Хулапа ытти ялсенчи «симӗс картуссенчен» альшихсем палăрмалла уйрăлса тăраççӗ. Кунта 40 арçын (!) чикӗ сыхланă. Салтаксемпе сержантсем кăна мар, офицерсем те пур. Районти пограничниксенчен чӗрӗкӗ Альшихрен пулни çак ялсене мăнаçлантарать, паллах. Нумайăшӗсем «четвӗрчӗсене» хатӗрлесе хунă çак куна кӗтсе.

«Сувар» хаçатра çырса пӗлтернӗччӗ, пуху Альшихре майăн 28-мӗшӗнче вăрçăра паттăррăн çапăçнă салтаксене халалласа уçнă обелиск патӗнче 11 сехетре пуçланчӗ. Тӗлӗнмелле те, вăхăтлă. Чикӗ сыхлакансен дисциплини çартанах юлнă ахăр. Строя тӗрлӗ çулти 20 пограничник тăчӗ. Кам симӗс карттусне тăхăннă, кам камуфляж формипе, тепри салтак кительне тăхăнса тухнă уява. Ялав вӗлкӗштерекенни те пур. Икӗ элем хушшинче, çутă тимӗр постамент çинче чикӗ юпи ялтăртатса тăрать.

Юпана Шупашкарта пурăнакан Валерий Самаркин Улатăрта ятарласа тутарнă, сăрлаттарнă. Салтакри вăхăтсене аса илсе Совет Союзӗн гербне те вырнаçтарнă тăррине. Юпана патшалăх стандарчӗпе тутарнă. Вăл шăп 2 метр та 8 сантиметр çӳллӗш. Кăна кашни чикӗ сыхлакан пăхмасăр пӗлет, çӗрле вăратса лартсан та йăнăшмасăр калать. Альших пограничникӗсем заставăсенчи халапсене нумай пӗлеççӗ пулмалла, яланхилле кулă-шӳт ял арçыннисен хушшинче.

Истори спираль евӗр çаврăнать тесе ахальтен каламаççӗ-тӗр çав. Сӗм авалхи несӗлӗсем пекех, паллă куна картса альшихсем ял варрине юпа лартрӗç. Юпа лартакансем çак кунччен Рункăра кăначчӗ...

Никама та пăрса хăварас килмест, çӗршыв алăкне сыхлакансемшӗн пуриншӗн те пысăк уяв вăл. Çапах та уйрăммăн илсен Кузьминсене палăртмаллах. Ашшӗ Валерий, 1972 çулта салтака кайсан Казахстана лекет. Пӗр çул салтакра пулнă хыççăн Алма-Атари пограничниксен училищине вӗренме кӗрет. Ăна пӗтерсен офицер хӗсметне вăл Арменири Нахичеваньре, Дагестанри Каспийскра, Грузири Тбилисире малалла тăсать. Совет Союзӗ салансан округа Ставрополе куçараççӗ. Унта Кузьмин полковник уйрăм пуçлăхӗн çумӗ пулса 1998 çулта çар карьерине вӗçлет. Унăн ывăлӗ Станислав та Арменире капитан пулса хӗсметре тăнă.

Салтакран аслă сержант пулса таврăннă Валерий Самаркин çак уяв пултăр тесе нумай тăрăшни сисӗнет. Автоматлă часавой та тăчӗ чикӗ юпи çумӗнче, вырăнти юнармеецсем те вăрçăра пулнисен палăкӗ умне чечексем хучӗç, юбилейлă медальсем те кивӗ кительсем çинче ялкăшма тытăнчӗç. Йăлтах шута илнӗ. Уяв салючӗ те пулчӗ савăнăçлă пухура. Ял канашӗн администрацийӗпе районти çар комиссариачӗн ӗçченӗсем çеç килсе ӗлкӗреймерӗç. Ӗç кунӗ пулман пулсан Альших пограничникӗсем пурте строя тăнă пулӗччӗç тесе шутлатпăр.

Тӗнчере вăрçă ан тухтăр тесе пуринчен те ытларах пограничниксен амăшӗсем кӗлтăваççӗ-тӗр, мӗншӗн тесен вăрçă чикӗрен пуçланать. Тăван çӗршыв кирек камшăн та тăван ялтан, хамăр касран пуçланать. Ăна сыхласси – кашни арçыннăн тивӗçӗ.

Альшихре салтака ăсатнă чухне «арăслан пек ачасене хӗрлӗ çара илеççӗ» тесе юрласа ял чиккинчен кăларса яраççӗ. Ытти ялта ун пек юрланине илтмен. Арăсланпа танлаштараççӗ пулас десантниксемпе моряксене, летчиксемпе артиллеристсене, пехотинецсемпе пограничниксене кунта. Тен, çавăнпах районти ЧНКЦ майăн 30-мӗшӗнче Альшихре «Никрут юрри» фестивале ирттерет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев