Ферма пӗтни çынсем выльăх усраманнине пӗлтермест
Май уйăхӗн 28-мӗшӗнче Пăвара Çӗпрел, Теччӗ, Апас, Кайпăç, Тури Услон, Камско-Устьински районӗсенчи ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсене пуçтарчӗç. Вӗсене малтан Пӳркелӗнчи фермерсен ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗç.
Патшалăх майсем туса панă вăхăтра чылай çын мини-фермăсем йӗркелесе ӗне-пăру, лаша-тиха, сурăх-путек, качака, чăх-чӗп усрама тытăнчӗ. Пăва районӗнче ку ӗç тахçанах пуçланнă, аталанса пырать. Çавăнпа ку эрнере унта ял тăрăхӗсенчи йывăрлăхсене сӳтсе явмалли зонăри семинар-канашлу иртрӗ те.
Пăвара Çӗпрел, Теччӗ, Апас, Кайпăç, Тури Услон, Камско-Устьински районӗсенчи ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсене пуçтарчӗç. Вӗсене малтан Пӳркелӗнчи фермерсен ӗçӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗç. «Вамин» уйрăмӗн директорӗ пулса ӗçленӗ Раиль Хисамов кивӗ пекарня çуртне майлаштарса ярса унта ашлăх лашасем усрать. Анчах Хисамовсем аш сутмаççӗ, какайӗ веçех лаша кăлпасси, тултармăш тума каять. Ку ӗçпе фермерсем пӗрремӗш çул аппаланмаççӗ, çавăнпа Хусанти Агропаркра та Пӳркел кăлпассине туянма пулать. Хисамовăн тепӗр енӗ – ăмăртакан утсем.
Раиль Загитович сăмахӗпе, утсене ветеринари тимлӗхӗ питӗ кирлӗ. Аш пахалăхӗ апатлантарнинчен те килет. Тата какай тирпейлемешкӗн «тяжеловоз» евӗрлӗ ăратсем çеç юрăхлă, тупăша ӳстерееççӗ. Çак семинара хутшăннă ТР Муниципаллă йӗркеленӳсен Канашӗн председателӗ Экзам Губайдуллин ял пуçлăхӗсене чӗнсе каларӗ: «Паянхи кун майсем нумай уçăлса пыраççӗ, тӗллевлӗ грантсем, субсидисем. Усă курма кăна пӗлмелле. Анчах та пирӗн система çавнашкал, отчетсем, хут ӗçӗ нумай вăя, вăхăта илеççӗ. Ялта ферма уçас текен çынна сирӗн çавăтса çӳремелле, унсăрăн пулмасть. Ку ӗçре эпир сирӗн пӗрремӗш пулăшаканăрсем пулса тăратпăр. Мӗн те пулин чăрмантарсан, çыхăнăва тухма вăтанса ан тăрăр».
Пӳркелӗнчи «Тăхăрьял тăхăмӗ» таврапӗлӳ ушкăнӗн вăйӗсемпе лаша ферминче ут пурнăçӗпе çыхăннă пӗчӗк курав та йӗркеленӗччӗ. Пурнăç вырăнта тăмасть, урхалăх, çăварлăх, нăхтапа тилхепе – манăçа тухма пултаракан сăмахсем вӗт. Шукшин пӗр калавӗнче çырнă пек «Юлашки лаша пӗтсен тӗнче арканать…» текен каларăш та тӗрӗсех-тӗр вăл. Телее, пӳркелсене вăл хальлӗхе хăратмасть-ха. Ялти таврапӗлӳçӗсен ертӳçи Михаил Вериялов пӗчӗк викторина та ирттерчӗ ял хутлăхӗсен пуçлăхӗсем хушшинче. Нумай кăсăклă япала пӗлтӗмӗр ăна итлесен. Ӗлӗк çынсене те таканланă иккен…
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев