Какайпа сӗт кăна мар
Çӗр пур-тăк, ӳсме пулать, анчах та çакна манмалла мар: ял варринчи ферма вăл – какайпа сӗт кăна мар, силоспа тислӗк шăрши те.
Фермер хуçалăхӗ колхоз мар, унта çур ял ӗçлемест. Çавăнпа ик-виç çын валли ӗç вырăнӗ йӗркеленсен те ялшăн начар мар. Пăва районӗнчи Пӳркел ялӗнчи Миляушапа Иршат Гайнутдиновсем хăйсен кил-çурчӗ хыçӗнчех ӗне фермисем туса хучӗç. Вӗсем патне çул çуккипе урам аванах çăрăлатчӗ. Нумай пулмасть патшалăх пулăшăвӗпе касри щебенка сарнă тӗп çулпа çыхăнтарса Гайнутдиновсен витисем таранчченех бетонран такăр çул туса панă. Фермерсем çакна хăйсен шутӗнчен тунă пулсан, вăл пысăк укçана нихăçан та тавăрса пӗтерес çукчӗ.
Пиллӗкӗн ӗçлесе 117 пуç выльăх усраççӗ вӗсем, 50 ӗне суса кунне 600 литра яхăн сӗт сутаççӗ. Сӗт хакӗ йӳнелни çеç хальлӗхе ял çыннисене савăнтармасть. Çапах та ăратлă тынасем туянас ӗмӗтне пăрахмаççӗ Гайнутдиновсем. Патшалăх пулăшсан вӗсен ферми тата ӳсме пултарать. Кунта вара выльăх апатне упрас ыйту çӗкленет. Çӗр пур-тăк, ӳсме пулать, анчах та çакна манмалла мар: ял варринчи ферма вăл – какайпа сӗт кăна мар, силоспа тислӗк шăрши те. Хуçалăх таврашӗ тасалăхра пулсан ку хăрушă мар, паллах. (Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев