Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Казахстанăн анлă приватизацийӗ. Камшăн усăллă?

Хăй вăхăтӗнче Раççейре те приватизаци иртрӗ, анчах ăна ытларах законлă çаратупа танлаштарма пулать, ăнланса та ӗлкӗреймерӗмӗр. Казахстанра мӗнлерех иртет-ха вăл?

Казахстанăн «Самрук-Казына» наци ырлăх-пурлăх фончӗ республикăра капашсăр пысăк приватизаци программине пуçланă. Унта уран, газ, нефть промышленность предприятийӗсенчен, транспортпа логистика холдингӗсенчен пуçласа наци университечӗ таранах кӗнӗ. Патшалăх активӗсене пӗр çӗре пуçтарас, республикăн ырлăх-пурлăхне ӳстерес, наци экономикине çӗнетес тӗллевпе 2008 çулта Казахстан Правительствин йышăнăвӗпе кунта «Самрук-Казына» наци фондне туса хунă. Пӗртен-пӗр тата тӗп акционер – Казахстан Правительстви пулнă. Фонд йӗркелесе ӗнтӗ наци пурлăхне коммерцилле тытăма куçарнă. «Самрук-Казына» амбицилле фонд, майӗпен вăл тӗнче шайне тухма хатӗрленнӗ. 67,4 миллиард доллар чухлӗ активсемпе вăл тӗнчери чи пысăк 30 фонд шутне кӗме пултарнă. 2017-2021 çулсене йышăннă планпа ун активӗсем 81 миллиард долларпа танлашмалла.

Çавăнпа «Самрук-Казына» мӗн тӗллевпе активсене васкаса сутма пуçлани тӗлӗнтерет. Фонда пысăк нагрузка ӳкнӗ е ытлашши яваплăхран хăтăлма шутланă? 2018 çул вӗçленнӗ çӗре «Самрук-Казына» 50 активне приватизацилеме палăртнă. Кун пирки Санкт-Петербургра иртнӗ Халăхсен хушшинчи экономика форумӗнче фонд правленийӗн Председателӗ Ахметжан Есимов та пӗлтернӗччӗ. Сăмах май, ятарлă сессие ун чухне ТР Президенчӗ Рустам Минниханов та хутшăннăччӗ. Раççейпе ют çӗршывсенчи бизнес-сообществăсен пысăк интересне асăрхарăмăр ун чухне. Калăпăшлă приватизаци программи чылай ыйту çуратать. Хăй вăхăтӗнче Раççейре те вăл иртрӗ, анчах ăна ытларах законлă çаратупа танлаштарма пулать, эпир ăнланса та ӗлкӗреймерӗмӗр. Казахстанра мӗнлерех иртет-ха вăл? Халăхӗ мӗнле йышăнать? Вӗсен интересӗсене шута илеççӗ-ши? Мӗн тесен те наци пурлăхӗ пирки пырать-çке сăмах. Раççейре шута илмерӗç. Çавна пула çӗр айӗнчен чавса кăларакан пурлăхран паян шутлă çынсем пуйса выртаççӗ, пире нимӗн те çук. Паллах, ку тӗрӗс мар. Камран ыйтмалла тӗрӗслӗхе? Патшалăх наци пурлăхне контрольлеме пăрахса хăйӗнчен яваплăха сирнӗ. Пысăк бизнес хăй интересӗсене анчах хӳтӗлет. Обществăра ыйтусем çуралнипе фонд представителӗсем Мускав – Екатеринбург – Хусан – Астрахань телекӗпер йӗркелесе журналистсемпе калаçрӗç. Хусанта «Татар-информ» ИА площадкинче пуçтарăнтăмăр. Пирӗнпе çыхăнăва фондăн трансформаципе, приватизаципе тата реструктуризацийӗпе управляющи директорӗ Нурлан Рахметов тухрӗ. Мӗн тӗллевпе пуçланă-ха анлă приватизаци программине тесе ыйтсан: «Экономикăра патшалăхăн пайне чакарас тӗллевпе. Вăл 15 процент кăна пулмалла. Унта харпăр сектор мӗн чухлӗ нумайрах, çавăн чухлӗ экономика эффективлăрах. Ан тив, пӗр-пӗринпе конкуренцие тухчăр. Ку аталантарать кăна», – тесе хуравларӗ. Телекӗпер вăхăтӗнче çакна вăл темиçе хутчен те каларӗ. Çапла бизнесшăн тата правительствăшăн ку питӗ те меллӗ. Патшалăхăн яваплăхӗ налог пуçтарас шая анса ларать. Паллах, ахаль халăхшăн ку чылай енӗпе начар. Социаллă сферăпа çыхăннă активсене мӗн тума приватизацилемелле? Университет наци статусне çухатсан ахаль казахшăн аслă пӗлӳ пуçӗпех тӳлевлӗ пулать. Бюджет вырăнӗсем инвестора кирлӗ мар. Тӗрӗссипе, ку тӗнчипех çапла. Шел те, хамăрăн университетсенче те çулран çул бюджет вырăнӗсем чакса пыраççӗ. Кун пирки ыйтсан Нурлан Рахметов хуть мӗнле йышăнура та Казахстанра пурăнакансен шухăшне шута илнине каларӗ. Ун сăмахӗсемпе, активсене инвестор аллине пани, сутни, малашне чылай социаллă программăсене хута яма пулăшать. Мӗнле калас, патшалăх хысни пуйнипе. «Самрук-Казына» активсене кам ытларах хак парать, çавна сутма хатӗр. Раççейрен, Америкăран е Китайран инвестор – пурпӗрех. Никамшăн та привилеги çук. Çапах та фондăн управляющи директорӗ Раççей инвесторӗсене хапăл туса кӗтнине каларӗ.

Вăл пӗлтернӗ тăрăх, 2022 çулччен «Самрук-Казына» IPO шайне ултă компание кăларма хатӗрленет. Çавсенчен виççӗшне – «Казатомпрома», «Эйр Астанана», «Казахтелекома» кăçалах. Сăмах май, «Эйр Астанана» çапах та наци авиалинийӗ пек хăварас тӗллевпе акцисен контроль пакетне фонд хăйӗнчех хăварма шутлать. Нефтьпе газ промышленноçӗпе те хăйех хуçаланасшăн. Фонд правленийӗн Председателӗ Ахметжан Есимов шучӗпе, приватизаци программи Казахстан компанийӗсене укçа хывма питӗ лайăх майсем туса парать. Малашнехи планра компанисен эффективлăхне ӳстересси, активсен портфелӗпе тухăçлă усă курасси тата çирӗп аталанупа тивӗçтересси. Çакăн пек фондăн стратегийӗсем.

Видеоçыхăнура пӗлтернӗ тăрăх, инвесторсене пуринчен ытла «Самрук-энерго» (энергетика холдингӗ, республика энергетикин 30 проценчӗ унăн, кăмрăк ресурсӗсем 40 процентпа танлашаççӗ. –Авт.), «Тау-Кен Самрук» (ту рудисен компанийӗ, цинк, свинец, тимӗр руда, ылтăн кăларать. –Авт.), «КазМунайГаз» наци компанийӗ интереслентереççӗ.

Нурлан Рахметов инвесторсене мӗнпур кирлӗ условисемпе тивӗçтернине каларӗ. Çакăнта налог льготисем те, кирлӗ инфраструктура та кӗрет.

Каласа хăвармалла, казахстансемшӗн Санкт-Петербургри форум усăллă иртрӗ. Ун площадкинче «Самрук-Казына» АО чылай ют çӗршыв инвесторӗпе килӗшӳ çирӗплетрӗ. Сăмахран, «Пӗрлештернӗ хими компанийӗ» ТООпа Раççейри газ тирпейлессипе тата нефтехими енӗпе чи пысăк компанисенчен пӗри «СИБУР Холдинг» Полипропилен проекчӗн пӗр пайне туянасси пирки килӗшӳ турӗç. «Казахстан тимӗр çулӗ» АОпа «Ремлокомотив» АО «Тулпар-Тальго» ТООн устав капиталне хутшăнасси пирки, «Самрук-Казына» «SAP» Германи компанийӗпе меморандум çирӗплетрӗç.

Паяна фонд патшалăх активӗсене 400 миллион долларлăх приватизациленӗ. «Хальлӗхе сумма пӗчӗк-ха. Мӗншӗн тесен, вӗсем пӗчӗк активсемпе çыхăннă. Чи пысăк инвестицисене компанисем IPOна тухнă хыççăн кӗтетпӗр. Майпа усă курса, Раççей инвесторӗсене Казахстан экономикине хутшăнма чӗнетӗп. Инвесторсене питӗ лайăх условисемпе тивӗçтеретпӗр. Пилӗк çула таможня тӳлевӗсенчен, тупăшран килекен тата çӗр налогӗсенчен хăтаратпăр, сакăр çула – пурлăх налогӗнчен. Пирӗн республика – пысăк майсемлӗ çӗршыв. Раççейри ӗçтешсем ăна пӗлеççӗ», – терӗ фондăн управляющи директорӗ. Сăмах май, Казахстанăн 8 пин компанийӗ Раççей капиталӗ хушăннипе ӗçлет. Раççей инвестицийӗсем юлашки виçӗ çулта 11 миллиард долларпа танлашнă.

Инвесторсемшӗн фонд чи уçă организаци пулни пирки те каларӗ спикер. Вӗсен прависене пур енлӗн хӳтӗленине Тӗнчери Банк та çирӗплетнӗ имӗш.

Вăт çакăн пек анлă приватизаци программине пуçланă кӳршӗллӗ патшалăхра. Паллах, вăл Казахстан экономикин аталанăвӗшӗн эффективлă. Вырăнти инвесторсемшӗн тата правительствăшăн меллӗ те усăллă. Ахаль халăхшăн вара яланхи пек – пиртен ыйтмаççӗ. Малашне социаллă танмарлăх ӳссе кăна пырӗ. Правительство ытларах пуянсене тата та пуйма майсем туса панă чух, пирӗн правасене аякка тӗртсе хурать. Çак çӗр çинче пурăнатпăр пулсан унăн пурлăхӗпе усă курма пирӗн те ирӗк пур. Анчах çак пурнăç, тӗрӗслӗх çитесси пăхсан та курăнмасть. (Калăпăшлă приватизаци программи чылай ыйту çуратать. Хăй вăхăтӗнче Раççейре те вăл иртрӗ, анчах ăна ытларах законлă çаратупа танлаштарма пулать, эпир ăнланса та ӗлкӗреймерӗмӗр. Казахстанра мӗнлерех иртет-ха вăл? Халăхӗ мӗнле йышăнать? Вӗсен интересӗсене шута илеççӗ-ши?Калăпăшлă приватизаци программи чылай ыйту çуратать. Хăй вăхăтӗнче Раççейре те вăл иртрӗ, анчах ăна ытларах законлă çаратупа танлаштарма пулать, эпир ăнланса та ӗлкӗреймерӗмӗр. Казахстанра мӗнлерех иртет-ха вăл? Халăхӗ мӗнле йышăнать? Вӗсен интересӗсене шута илеççӗ-ши? Калăпăшлă приватизаци программи чылай ыйту çуратать. Хăй вăхăтӗнче Раççейре те вăл иртрӗ, анчах ăна ытларах законлă çаратупа танлаштарма пулать, эпир ăнланса та ӗлкӗреймерӗмӗр. Казахстанра мӗнлерех иртет-ха вăл? Халăхӗ мӗнле йышăнать? Вӗсен интересӗсене шута илеççӗ-ши?  (Сăнӳкерчӗк https://sk.kz сайтран).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Экономика