Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çĕпрел (Дрожжановский)

Александр Шадрикова ТР экологи министрне лартрӗç

Тутарстан халăхӗ вăраннă çӗре февралӗн 8-мӗшӗнче республика Правительствинче кадрсем енӗпе пысăк улшăнусем пулса иртнӗ. Вӗсем ТР экономика министрне Артем Здунова Дагестан Республикин Премьер-министрӗн тивӗçӗсене шанса панă хыççăн пуçланчӗç. Кăшт маларах Дербента ӗçпе ТР Президенчӗ Рустам Минниханов кайса килчӗ. Дагестан Республикин Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Васильевпа регионсен хушшинчи çыхăнусемпе килӗшӳ...

Тутарстан халăхӗ вăраннă çӗре февралӗн 8-мӗшӗнче республика Правительствинче кадрсем енӗпе пысăк улшăнусем пулса иртнӗ. Вӗсем ТР экономика министрне Артем Здунова Дагестан Республикин Премьер-министрӗн тивӗçӗсене шанса панă хыççăн пуçланчӗç. Кăшт маларах Дербента ӗçпе ТР Президенчӗ Рустам Минниханов кайса килчӗ. Дагестан Республикин Пуçлăхӗн тивӗçӗсене вăхăтлăх пурнăçлакан Владимир Васильевпа регионсен хушшинчи çыхăнусемпе килӗшӳ çирӗплетрӗç. Çак тӗлпулура сӗнме пултарнă та А.Здунов кандидатурине. Экономика министрӗн креслине пушă тытма çук. Çак вырăна шахмат хăми çинчи евӗр паян кунччен ТР экологи министрӗн тивӗçӗсене пурнăçласа пынă хыççăн Фарид Абдулганиева лартса хучӗç. Паллах, экологи министерстви те пуçлăхсăр юлаймасть. Çак вырăна халиччен Çӗпрел районне ертсе пынă Александр Шадрикова шанса пачӗç. Çапла ирех тӗлӗнмелли нумай пулчӗ. Александр Шадрикова ТР Министрсен Кабинечӗн йышне илни савăнтарчӗ ӗнтӗ. ТР Президенчӗ Çӗпрел пуçлăхӗн ӗçне хакланине пӗрре мар куртăмăр. Вăл вара кадрсем енчен сисӗмлӗ. Александр Шадриков Çӗпрел районне тăватă çул ертсе пырса çӗнӗлӗхсем кӗртрӗ, район рейтингне ӳстерчӗ, халăхăн социаллă экономика пурнăçне улăштарма тăрăшрӗ.

Çӗпрелсем мăнаçланма пултараççӗ, Александр Шадриков СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ Петр Дементьев хыççăн районтан тухнă иккӗмӗш чăваш министр.

Александр Шадриков Çӗпрел районӗнчи Алешкин-Саплăк ялӗнче çуралса ӳснӗ. Хусан патшалăх педагогика универститетӗнчен физикăпа информатика преподавателӗ специальноçпа вӗренсе тухнă. Каярахпа Чăваш патшалăх университетӗнче юрист специальноçне алла илнӗ. Запасри лейтенант, авланнă, икӗ ача ӳстерет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев