News by category - Элмет (Альметьевский)
-
Патраклăсем улахра
Элмет районӗнчи Патраклă Культура çурчӗ нихăçан та пушă тăмасть. Пӗр уява та паллă тумасăр хăвармаççӗ вӗсем. Ял халăхӗн канăвне йӗркелеме пӗлеççӗ çав патраклăсем. Ноябрь уйăхӗн юлашки вырсарникунне тӳр килекен чи илемлӗ уява - Аннесен кунне те акă хăйне евӗрлӗ ирттернӗ. Ял клубӗнче ачасем хаваслă концертпа амăшӗсене савăнтарнă. Кунпа кăна вӗçленмен-ха...
-
Чыс та хисеп аннесене!
Элмет районӗнчи Ерӗспел ял хутлăхне Николай Владимирович Кожуков ертсе пыма тытăннăранпа Аннесен кунне вырăнти Культура çурчӗпе пӗрле çулсерен çӳллӗ шайра ирттеретпӗр. Ноябрӗн 27-мӗшӗнче те ял Аннесен та Инвалидсен кунне чаплăн паллă турӗ. Çак уявăн тӗп геройӗсем - пиллӗк тата ытларах ача ӳстернӗ аннесем, вӗсем пирӗн Ерӗспелӗнче 20-ӗн пулчӗç. Вӗсенчен пӗри...
-
Тутарстан депутачӗсем кашни яла çитме палăртнă
Элмет районӗнчи Чăваш Сиреньел ял хутлăхӗн кун-çулӗ тепӗр хаваслă пулăмпа тулчӗ. Ку эрнере унти Çӗнтерӗвӗн 70-çулне халалласа уçнă паркра ача-пăча площадки ӳссе ларчӗ. Ăна уçма муниципаллă район пуçлăхӗ Айрат Хайруллин, ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Ольга Павлова, РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ринат Хайров килсе çитрӗç. ЯЛСЕМ ТИМЛӖХРЕ «Манăн юратнă картиш» проекта...
-
Пӗрле вӗреннӗ ачана пулăшрăмăр
Паян манăн телейлӗ кун, эпӗ телейсӗр çынна телейлӗ пулма пулăшрăм. Ырă ӗçсем унчен те тукаламан мар та-ха. Пӗлтӗр Пăвасен ентешлӗхӗпе пӗрле Пăвари ваттисен çуртне укçа парса пулăшнăччӗ, хамăр Пӳркел ялӗнчи ватăсене октябрӗн 1-мӗшӗ ячӗпе тӳлевсӗр концерт кăтартса панăччӗ. Çапах хампа пӗрле вӗреннӗ юлташа «ураланма» пулăшни маншăн темле пысăкрах савăнăç пек...