Пӗрле вӗреннӗ ачана пулăшрăмăр
Паян манăн телейлӗ кун, эпӗ телейсӗр çынна телейлӗ пулма пулăшрăм. Ырă ӗçсем унчен те тукаламан мар та-ха. Пӗлтӗр Пăвасен ентешлӗхӗпе пӗрле Пăвари ваттисен çуртне укçа парса пулăшнăччӗ, хамăр Пӳркел ялӗнчи ватăсене октябрӗн 1-мӗшӗ ячӗпе тӳлевсӗр концерт кăтартса панăччӗ. Çапах хампа пӗрле вӗреннӗ юлташа «ураланма» пулăшни маншăн темле пысăкрах савăнăç пек...
Паян манăн телейлӗ кун, эпӗ телейсӗр çынна телейлӗ пулма пулăшрăм. Ырă ӗçсем унчен те тукаламан мар та-ха. Пӗлтӗр Пăвасен ентешлӗхӗпе пӗрле Пăвари ваттисен çуртне укçа парса пулăшнăччӗ, хамăр Пӳркел ялӗнчи ватăсене октябрӗн 1-мӗшӗ ячӗпе тӳлевсӗр концерт кăтартса панăччӗ. Çапах хампа пӗрле вӗреннӗ юлташа «ураланма» пулăшни маншăн темле пысăкрах савăнăç пек туйăнать. Марс Гафуров тутар ачи, пирӗнпе пӗрле Пӳркелӗнчи вăтам шкулта вӗренчӗ. Ялти пушар хуралӗнче чиперех ӗçлетчӗ вăл, анчах йывăр чир ăна 15 çул каялла ураран ӳкерчӗ, утайми турӗ. Рассеянный склерозпа аптăракан катука пӗрле вӗренекенсемпе тӗл пулнă чух ялан кайса курса килетпӗр. Çимӗкре те, Мăнкунра та куччененçпе каятпăр пурнăç çине чӳрече витӗр инвалид коляски çинчен пăхса ларакан туса. Çапла пӗлтӗр çулла та шкул пӗтернӗренпе 20 çул çитнине паллă тума пухăннисен çулӗ Марс пурăнакан Пăвана выртрӗ. Иртнисене аса илнӗ хыççăн, кучченеçсемпе чей ӗçнӗ хыççăн юлташа часрах сывалма сунса хăвартăмăр та килсене салантăмăр.
Тӗрлӗ çӗре çӳрерӗç ӗнтӗ вӗсем Дильбар арăмӗпе чиртен хăтьăлас тесе. Хусана та пӗрре мар килсе кайрӗç. Анчах ахльлӗхе чир парăнмасть-ха. Марса хусклаанма та йывăртарах пулса пырать. Çапла пӗррехинче Çӗнӗ çулпа саламлама кайсан ăна, çăва тухсан инвалид коляски валли аккумляторсем илсе пама шантарса хăварнăччӗ. Ӗç çăмăл пек туйăнать те, çăмăлах мар иккен. Социаллă хӳтӗлев структурисем урлă кăна туса пулмарӗ, хамăр укçапа илсе пама шутларăмăр. Анчах та пире кирлӗ пек аккумляторсем Хусанта та сутлăхра сайра пулаççэӗ иккен. Хакӗ те 2-3 пин кăна мар. Марсăн коляски валли кирлӗ аккумляторсен номерӗсене, характеристикисене çырса илсе тытăнтăмăр шырама. Америкăранах кӳчӗç пире гельлӗ батарейăсене. Вӗсене майăн 5-мӗшчченех кӗтме тиврӗ.
Çур сехет каялла Пăвари юлташ шăнкăравӗ ӗçрен хăпартрӗ. Коляска куçса çӳрекен пулнă. Халӗ пирӗн тус унта-кунта хăй тӗллӗнех куçса çӳрееет. Темиçе çул тăтăш вырăнтан хускалайман çыншăн çак пӗчӗк савăнăç тем пек хаклине эпӗ унăн сассинчен сисрӗм. Хам та савăнтăм. Ырă тума васкăр. Ку питӗ пархатарлă ӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев