Ухсай Яккăвӗ çуралнăранпа 115 çул çитрӗ
Чăваш АССРӗн халăх поэчӗ, драматург, куçаруçă тата публицист Яков Гаврилович Никифоров (Ухсай Яккăвӗ) Ӗпхӳ кӗпернинчи Слакпуç ялӗнче (хальхи Пушкăрт Республикинчи Пелепей районӗ) чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Çак ялтах Константин Иванов та кун çути курнă, вăл Ухсайăн тăванӗ пулнă. Поэт шăпах Иванов хайлавӗсем урлă поэзипе туслашнă. Ухсай ашшӗ-амăшӗ çыру-пӗлӳ пӗлмен, анчах вӗсем нумай юрă, юмах тата халап пӗлни ăна халăх сăмахне юратма вӗрентнӗ.