Ухсай Яккăвӗ çуралнăранпа 115 çул çитрӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Ухсай Яккăвӗ çуралнăранпа 115 çул çитрӗ

Чăваш АССРӗн халăх поэчӗ, драматург, куçаруçă тата публицист Яков Гаврилович Никифоров (Ухсай Яккăвӗ) Ӗпхӳ кӗпернинчи Слакпуç ялӗнче (хальхи Пушкăрт Республикинчи Пелепей районӗ) чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Çак ялтах Константин Иванов та кун çути курнă, вăл Ухсайăн тăванӗ пулнă. Поэт шăпах Иванов хайлавӗсем урлă поэзипе туслашнă. Ухсай ашшӗ-амăшӗ çыру-пӗлӳ пӗлмен, анчах вӗсем нумай юрă, юмах тата халап пӗлни ăна халăх сăмахне юратма вӗрентнӗ.

Сăнӳкерчӗк наследиечувашии.рф сайтран.

Пӗрремӗш сăвви – «Юратрăм эп, хирсем, сире» («Полюбил я вас, поля») – 1929 çулта пичетленнӗ, пӗрремӗш кӗнеки 1934 çулта тухнă. Ухсай Яккăвӗ Мускаври  М.В. Ломоносов ячӗллӗ патшалăх университетне пӗтернӗ, «Коммунар» чăваш хаçатӗн редакцийӗнче ӗçленӗ, чăваш чӗлхипе литературине вӗрентнӗ.

Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи вăхăтӗнче Ухсай Яккăвӗ хăй ирӗкӗпе фронта кайнă, политика ӗçченӗпе çар корреспонденчӗ пулнă. Çапăçу çулӗпе Атăлтан хӗрринчен пуçласа  Прага хулине çитнӗ, аманнă. Совет салтаксен паттăрлăхӗ çинчен нумай сăвă-поэма çырнă – çав шутра  «Н-ски дивизири чăваш боецӗсемпе командирӗсем чăваш халăхне янă çыру», «Салтак кӗнеки» поэмăсем.

Ухсайăн пултарулăх еткерӗ питӗ пысăк: 70 ытла сăвă, поэма, очерк, статья пухса кăларнă кӗнекесем. Чи паллисен шутӗнче –  «Кӗлпук муччи» поэма (1950), «Ту урлă çул» тата «Акăшкӳл» сăвăллă романсем, «Тутимӗр» трагеди тата «Шуйттан чури»  драма.

Чăваш литературине аталантарас тӗлӗшпе тухăçлă ӗçленӗшӗн Яков Гавриловича «Чăваш АССРӗн халăх поэчӗ» хисеплӗ ят панă. Ăна Раççей Федерацийӗн А.М. Горький ячӗллӗ тата Чăваш АССРӗн К.В. Иванов ячӗллӗ Патшалăх премийӗсене парса чысланă.

Поэт 1986 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Ăна Пушкăрт Республикинчи Слакпуç ялĕнче пытарнă. Ун ячĕпе музей комплексĕ йĕркеленĕ.


Яков Уксай 115 лет со дня рождения Якова Уксая

Нет комментариев