Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен пӗрлешӗвӗ хăй тавра çитӗнекен ăрăва тăван культурăпа, чӗлхепе интереслентерме çӗнӗ инструментсем сӗнекенсене пуçтарать.
Чăваш чӗлхин шăпи çинчен шутласа кайсан хăш-чух пессимистла кăмăл çавăрса илет. Чăваш ачисем тăван чӗлхепе калаçма пӗлменнипе тӗл пулсан уйрăмах. Тата мӗн тумалли юлчӗ? Ăçта ӗçлесе çитерейместпӗр? Ăçта пирӗн йăнăш? Ют халăх çыннисем пирӗн чӗлхепе интересленнӗ чух мӗншӗн пирӗн çамрăксем унран писеççӗ? «Чăвашла калаçма вăтанаттăм» тенине пурте пӗрре мар илтнӗ пулӗ. Мӗнле комплекс ку? Ун тымарне историре шырамалла-и? Ах тур тарăн тымар янă вăл пирӗн халăхра. Мӗнле кăкласа тымарӗ-мӗнӗпе çăлса кăлармалла ăна? Пуçа пăралаççӗ çак шухăшсем.
Хальхи саманара тăван чӗлхене вӗренме хушма майсем те пур чухне уйрăмах. ИИ те майпен чăвашла вӗренсе пырать. Хăвăн çеç тăрăшмалла. Хамăр халăхра малкурăмлă, пултаруллă атьсене курсан вара хӗпӗртетӗн. Пуласлăха вӗсемпе çыхăнтаратăн. Йывăр пӗлӗтле капланса килнӗ шухăшсем те майпен сӗврӗлме тытăнаççӗ.
Тутарстанри чăваш çамрăкӗсен «Аталан» пӗрлешӗвӗ шăпах хăй тавра прогрессивлă шутлакан, çитӗнекен ăрăва тăван культурăпа, чӗлхепе интереслентерме çӗнӗ инструментсем сӗнекенсене пуçтарать. Ноябрӗн 25-мӗшӗнче Анат Камăра иртнӗ «Аталан» вӗрентӳ форумне те вӗсем интереслӗ спикерсене пуçтарчӗç. Çапах йӗркипе каласа парар.
27 шкултан килнӗ
Анат Камăри 34№ чăваш гимнази-интерначӗ çак кун чăваш ачисен çӗршывне çаврăнчӗ, иккӗмӗш хут йышăнчӗ вăл аталансене. Республикăри чăваш шкулӗсенчен 300 яхăн ача пуçтарăнса килнӗ. Пичӗсем çине пăхсанах çак кунран вӗсем нумай интереслине кӗтни палăрчӗ.

Форум чаплă лару-тăрура, Раççейпе Тутарстан гимнӗсемпе уçăлчӗ. Вӗрентекенсемпе вӗренекенсем юрă-ташăпа савăнтарчӗç. Республика, регионсен хушшинчи мероприятисем ирттерессипе Чăваш гимназийӗн опычӗ пысăк. Хальхинче те тикӗс те пӗр тумхахсăр пычӗ кун йӗрки. Кӗтсе илсе ирхи апат çитернинчен пуçласа форумăн ӗç йӗркине хатӗрлени таран. Ӗçлекен персонал вара коридор лабиринчӗсенче никама та çухалса кайма памарӗ. Гимнази директорӗ Галина Анатольевна Ляхова лайăх йӗркелӳçӗ, ялан вак-тӗвек таранччен шута илет.

Форума уçнă çӗре Анат Кама хула администрацийӗн ертӳçӗ çумӗ Марина Валерьевна Камелина, ТР Вӗрентӳпе наука министерствин наци вӗрентӗвӗн уйрăмӗн ертӳçӗ специалисчӗ Лилия Тазетдиновна Сахбиева, Анат Кама районӗн вӗрентӳ уйрăмӗн ертӳçи Рустем Ниязович Хузин, ТР ЧНКА Канаш председателӗн пӗрремӗш çумӗ Константин Малышев, ТР ЧНКА Канаш председателӗн вӗрентӳ енӗпе çумӗ, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова, «Аталан» форум йӗркелӳ комитечӗн ертӳçи Юлия Уресметова хутшăнчӗç.

«Аталан» форума 7 муниципаллă районтан пурӗ 27 шкултан ачасемпе чăваш чӗлхи учителӗсем пуçтарăнса килнӗ. Сăмах май, Тутарстанра паяна 81 чăваш шкулӗ ӗçлет, унта 2684 ача вӗренет. Унсăр пуçне 15 вырсарни шкулне 300 яхăн ача çӳрет. Нумай пулмасть кăна 89 шкулччӗ, вӗренекенсен шучӗ 3 пин çурă ытлаччӗ. Чакса пыратпăр…

Рустем Хузин Анат Кама район пуçлăхӗн Радмир Беляевăн саламлă сăмахӗсене çитерсе форума хутшăннисене ăнăçу сунчӗ.
«Паян сире вӗрентӳпе воспитани енлӗ питӗ те интереслӗ программа кӗтет. Кунта эсир пӗр-пӗринпе паллашса çӗнӗ туссемпе çӗнӗ майсем тупма пултаратăр. Площадка пуриншӗн те эффективлă пултăр, кашнин киле çӗнӗ пӗлӳсемпе тӗрлӗ хăнăхусен пуян багажӗпе таврăнмалла пултăр».
Марина Валерьевна Раççейри Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗнче тата Анат Кама хули 60 тултарнă çулта анлă форум иртни пысăк пӗлтерӗшлӗ тесе палăртрӗ.
«Эпир пурте пӗр çӗршывра Раççейре пурăнатпăр, çавăнпа пирӗн тивӗç – анне чӗлхине вӗренме условисем туса парасси. Паянхи кун сирӗншӗн усăллă ирттӗр. Малалла аталанас тесен пӗр-пӗрин опычӗпе паллашни, практикăсемпе ылмашăнни çав тери кирлӗ. Паян эпир наци политикин çӗнӗ стратегийӗпе пурăнатпăр. Унта çутӗçпе вӗрентӗве çав тери пысăк вырăн уйăрнă. Эп хам та кӗçӗн классен вӗрентекенӗнчен пуçланă. Çавăнпа сирӗн умра тăракан задачăсене лайăх ăнланатăп», – терӗ мэр çумӗ.
ИИ мар, хăвăр шутлăр
Лилия Сахбиева сăмахӗпе, форумăн тӗп тӗллевӗ – чăваш ачисене пӗрлештересси, тăван чӗлхепе калаçма хушма майсем туса парасси.
«Чи кирли вăл – аталану, тăван чӗлхепе культурăна упрасси. Кăçал эпир çӗнӗ юхăма тимлӗхе илес терӗмӗр – искусствăлла интеллекта. Анчах вăл сирӗншӗн ан шутлатăр, пулăшу çеç пултăр. Эпир час-час тӗрлӗ конкурссем йӗркелетпӗр. Юлашки вăхăтра искусствăлла интеллект çырнă сочиненисем ытларах та ытларах килеççӗ. Ачасем çăмăллине хăнăхса пыни, хăйсем шутлас теменни сисӗнет. Енчен те сирӗншӗн аçăр-аннӗр, вӗрентекен е ИИ шутласан сиртен кам ӳссе çитӗнӗ? ИИ хуçа ан пултăр сире, вăл пурӗ те алăри инструмент», – терӗ Лилия Тазетдиновна.
Константин Малышев сăмахӗпе, чăваш гимназийӗ тӗслӗхлӗ вӗрентӳ учрежденийӗ, кунта наци вӗрентӗвӗн мӗнпур çӗнӗлӗхӗсене кӗртсе пыраççӗ. «Кунта пултаруллă педагогсем ӗçлеççӗ. Эпир çав тери мăнаçланатпăр сирӗнпе. Мӗншӗн тесен урăх регионсенче кун пекки çук. Пирӗн çак еткере упрамалла, республикăри вӗрентӳ системишӗн те вăл паллă вырăн йышăнать», – терӗ вăл.

Ирина Трифонова форума интереслӗ блогерсем хутшăннине асăрхаса ачасене вӗсенчен хăйсемшӗн усăллине май пур таран ытларах илме, чăваш ывăл-хӗрӗ пулса çуралнă-тăк, çакна тивӗçлӗ йышăнса малалла хăюллăн аталанма сунчӗ.
«Аталан» форумăн йӗркелӳçи Юлия Уресметова саламлă сăмахсем каланă хыççăн ӗç йӗркипе тата спикерсемпе паллаштарчӗ. «Кăçал эпир форум темине искусствăлла интеллектпа çыхăнтарас терӗмӗр. Паянхи кун чӗлхе аталанăвӗнче çак инструментсемпе усă курмаллах ман шутпа, çавăнпа вӗсемпе ӗçлеме те пӗлмелле», – терӗ вăл.
Камсем-ха спикерсем?
Кашнипе паллаштарар. Ксения Романова – чăваш блогерӗ тата «Сувар» хаçатăн социаллă сетьсен редакторӗ ачасене нейросетьпе усă курса чăваш чӗлхине вӗренмелли вăйăсем тума вӗрентрӗ. Тепӗр секцире Ульяновск хулинчен килсе çитнӗ паллă юрăç тата «Еткер» телекăларăм ертӳçи Екатерина Лашманова илемлӗ калаçассипе мастер-класс ирттерчӗ. Мультфильмсене чăвашла сасăлатассин вăрттăнлăхӗпе интересленекенсем «Мишки – мимимишки» мультсериала чăвашлатнă Альбина Васильева мастер-класне хутшăнчӗç. Спикер хăй опычӗпе онлайн мелӗпе çыхăнса вӗрентрӗ.

Шупашкартан килнӗ паллă видеограф Евгений Гришин патӗнче ытларах аслă класра вӗренекенсем пуçтарăнчӗç. Чăваш культурипе интересленекенсем унăн ӗçӗсене курнах. Элтияр Александровпа та тачă ӗçлеççӗ вӗсем, пӗрлехи проектсем, тӗрлӗ перформанссем нумай вӗсен. Паллă мода журналӗ Vogue та унăн сăнӳкерчӗкӗсене асăрхаса пичетлеме туяннă. Паллах, май пур чух ачасем ун опычӗпе хаваспах паллашрӗç.
Сăмах май, «Никрут юрри» фестиваль-конкурс валли ӳкернӗ фильм авторӗ те вăлах. Евгений форума хавхаланса килнине пӗлтерчӗ. «Шел те, Шупашкарта кун пек шкул çук. Пафослă лицейсем пур, анчах унта чăвашла вӗрентмеççӗ. Ниçта та вӗрентмеççӗ», – терӗ пăшăрханăвне пытармасăр. Хăй вăл хутăш çемьере çуралнă. Чăвашла малтан калаçман, чăваш культурипе, унăн чӗлхипе çывăхрах паллашсан тин интерес вăраннă.

Юлия Уресметова хăй вара ачасене сӗтелçи вăййисем хатӗрлеме вӗрентрӗ. Йышлăн пуçтарăннăччӗ ун патне те. Вӗсен класне кӗнӗ чух виçӗ ушкăна пайланнăскерсем хӗрсех авторла вăйă йӗркелессипе ӗçлетчӗç.
Ачасем секцисенче ларнă чухне вӗрентекенсем çавра сӗтел ӗçне хутшăнчӗç. Кунта вӗсем искусствăлла интеллект тăван чӗлхене вӗрентессинче мӗнпе усă кӳме пултарнине сӳтсе яврӗç, пӗр-пӗрин опычӗпе паллашрӗç.

Спикерсен мастер-класӗсем вӗçленсен пурте каллех акт залӗнче пуçтарăнчӗç. Юлия Уресметова ачасем секци ӗçӗсенче мӗн-мӗн тума вӗреннине пӗтӗмлетсе хатӗр проекчӗсемпе паллаштарчӗ. Çапла майпа кӗске хушăра чăваш ачисем нейросетьпе усă курса вăйăсем программăлама, видеографипе мультфильм ӳкерессин вăрттăнлăхӗсене хăйсемшӗн уçăмлатма, сӗтелçи вăййисем хатӗрлеме вӗренчӗç.
Чи хакли вара – пӗр-пӗринпе туслашни, интереслӗ наставниксемпе çур кун та пулин ирттерме май килни. Кун пек тӗлпулусем вӗсем хăйне евӗр ӳсӗм университечӗ пулса тăраççӗ. Пӗр анчах. Ку йӗркелӳçӗсен енне критика мар. Шел те, форумра чăваш чӗлхи сахалрах та сахалрах илтӗнет. Сăлтавӗ ачасем чăвашла пӗлменнинче. Пуçланнă чух чăваш чӗлхи янраса тăратчӗ...
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Ытти сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа пăхма пулать.
Нет комментариев