Кашни çул ноябрӗн 26-мӗшӗнче Чăваш тӗрри кунне паллă тăваççӗ. Уява Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаевăн указӗпе 2020 çулта чăваш халăхӗн хăйне евӗрлӗ культура еткерлӗхне упраса хăварас, аталантарас тата сарас тӗллевпе çирӗплетнӗ.
Датăна ахальтен суйламан: ноябрӗн 26-мӗшӗнче 1914 çулта паллă тӗрӗ ăсти, Раççейӗн тава тивӗçлӗ художникӗ, нумай çул «Паха тӗрӗ» пӗрлешӗвӗн тӗп художникӗ пулса ӗçленӗ Екатерина Иосифовна Ефремова çуралнă. Паян чăваш тӗррине Раççей халăхӗсен материаллă мар культура эткерлӗхӗн реестрне кӗртнӗ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Чăваш тĕрри кунĕ ячĕпе саламланă:
Хисеплĕ ентешсем! Хаклă туссем!
Сире Чăваш тĕрри кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
Хăйне евĕрлĕ çак ÿнер, авалхи ăсталăх — чăваш халăхĕн чи пысăк пуянлăхĕ, чĕрĕ чунĕ. Кашни çĕвĕ пирĕн мăн асаттесен еткерлĕхне, çут тĕнче илемĕпе килĕшÿлĕхне кăтартса парать. Тĕрĕ йăх-несĕлсем ĕмĕртен калаçакан чĕлхе пулса тăчĕ. Паян та вăл шанчăклăн, çивĕччĕн тата çирĕппĕн янăрать.
Эпир хамăр ума çак еткерлĕхе упраса хăварма, шанчăклă алла пама тĕллев лартрăмăр. Эпир ăна пурнăçларăмăр. Республика Пуçлăхĕн гранчĕпе Чăваш тĕррин наци шкулне уçнăранпа пилĕк çул çитнине паллă тăватпăр. Унта ăстасем çамрăксене тĕрĕ вăрттăнлăхĕсене уçса параççĕ. Çапла капăр япаласем çуралаççĕ, ăрусен хутшăнăвĕсем çирĕпленеççĕ. Сирĕн ĕç авалхи çак ăсталăх музей экспоначĕ кăна мар, вăл чĕрĕ, аталанса пыракан искусство пулнине çирĕплетет.
Специалистсем тăрăшнипе истори пуянлăхĕсем халăх патне таврăнчĕç. Раççей этнографи музейĕпе пĕрле икĕ альбом кун çути курчĕ: «Чăваш тĕрри: туй кĕпи тата пĕркенчĕк» тата «Чăваш тĕрри: хĕрарăм кĕписем». Пуçласа архиври 200 ытла сăн ÿкерчĕке пичетлесе кăларнă. Вĕсене пĕр ĕмĕр çурă ытла ниçта та кăтартман. Çак ĕçпе çыхăннă анлă тепĕр кăсăклă проект — Император фарфор фабрикипе йĕркеленĕ ĕçтешлĕх хутшăнăвĕсем. Эксклюзивлă чей куркисенче хĕвел палли кĕскĕ вырăссен фарфор йăли-йĕркипе питĕ килĕшÿллĕ шайлашрĕ. Пирĕн наци хăйне евĕрлĕхне республика тулашĕнчи миллионшар çын курма пултарчĕ.
Чăваш çĕрĕ çĕршыва Раççейĕн тĕрленĕ карттине парнелерĕ. Шухăш хăвăрт пурнăçа кĕчĕ. 89 регионти чи чаплă ăстасем тĕрленĕ пир пирĕн çĕршывăн пĕрлĕхне тата тĕрлĕ енлĕхне кăтартакан паллă пулса тăчĕ. «Росконгресс» фондпа пĕрле карттăн интерактивлă копине туса хатĕрленĕ. Халĕ вун-вун пин çын «Раççей» наци центрĕнче тата Сочири «Манăн Раççей» этнопаркра пĕтĕм çĕршыври ăстасен ĕçне курма, Тăван çĕршывăн хăватне туйма пултарать.
Эпир хăйне евĕрлĕ культурăна çĕнĕ вăй кĕртме пултартăмăр. Ăна хальхи пурнăçпа шайлаштарса куллен усă куракан япала туса хутăмăр. Авалхи эрешсем курав çÿлĕкĕсем çинчен анса хула урамĕсене тухрĕç. Раççейри модельерсем хăйсен тумĕсенче усă кураççĕ. Куллен тата уявсенче тăхăнакан кĕпесем çине те халĕ тĕрĕ лартаççĕ. Çак юхăма çамрăксем çав тери хавхаланса йышăнни уйрăмах савăнтарать. Наци эрешĕллĕ тумтир суйлакан каччăсемпе хĕрсем хăйсен йăх-несĕлĕ пирки мăнаçлăн пĕлтереççĕ. Тĕрĕре пытаннă кăмăл-сипет паллисене йышăнаççĕ: аслисене хисеплеме, çемьешĕн тăрăшма, тăван çĕре хаклама вĕренеççĕ.
Культура пуянлăхне упракан ылтăн алăллă, пултаруллă, ĕçе чунтан парăннă çынсен умĕнче пуçăма таятăп. Сире çак уявпа чун-чĕререн саламлатăп! Вăхăт çыхăнăвĕ нихăçан та ан татăлтăр, кил-çурт ăшши ан çухалтăр, кашни çĕнĕ ĕç юратнă Чăваш Ене, аслă Раççее мухтава кăлартăр!
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев
Чăваш Енре çакна халалласа тӗрлӗ акцисем, конкурссем, фестивальсем тата ытти мероприятисем иртеççӗ. Çулсерен иртекен «Ӗçе тата вӗренме чăваш тӗррипе» акци çинчен кăшт маларах çырнăччӗ.
Нет комментариев