Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев пысăк пресс-конференци ирттерет
Паян, февралĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев федерацинчи тата республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан опытлă журналистсемпе, шкул ачисемпе тата студентсен медиацентрĕсенчи хастарсемпе тӗл пулать. Вӗсем республика аталанăвне, умра тăракан плансене сӳтсе явӗç.