Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Пӗр кӗнекене фронтран янă 500 ытла çыру кӗнӗ

Чăваш Енри Çамрăксен театрӗнче «Солдатский треугольник» кăларăма пахаланă. Ăна республикăра пурăнакан шкул ачисемпе педагогсен хатӗрленӗ.

Вӗренӳ министерстви тата Раççейри çарпа истори обществин регионти уйрăмӗ пуçарса янă акцие хутшăнса шкул ачисемпе студентсем сакăр уйăх хушшинче фронтран янă 555 çыру шыраса тупнă. Вӗренекенсемпе педагогсем пысăк ӗç туса ирттернӗ: çемье архивӗсене тӗпченӗ, сăнӳкерчӗксене çӗнӗтнӗ.

Çырусене  чăваш, вырăс, тутар, ирçе тата мари чӗлхисемпе çырнă. Вӗсем  истори тӗлӗшӗнчен калама çук пӗлтерӗшлӗ. Вӗсенче – салтак пурнăçӗ, кăмăлӗ, юратăвӗ. Авторсем хушшинче – Яков Ухсай, Леонид Агаков тата Семен Сайкин.

Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев хутшăннă, пӗлтерӗшлӗ ӗçе тӳпе хывнисене тав тунă. Ку кӗнеке ветерансем умӗнче хăйне май пуç тайни пултăр, тенӗ.

Сăнӳкерчӗксем  Олег Николаевăн Телеграм-каналӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #80летПобеды сборник Олег Николаев