Чăваш Ен Пуçлăхӗ Олег Николаев пысăк пресс-конференци ирттерет
Паян, февралĕн 5-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев федерацинчи тата республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче тăрăшакан опытлă журналистсемпе, шкул ачисемпе тата студентсен медиацентрĕсенчи хастарсемпе тӗл пулать. Вӗсем республика аталанăвне, умра тăракан плансене сӳтсе явӗç.
Тӗл пулу 11 сехетре пуçланать. Пресс-конференци трансляцине Наци телекуравĕпе ЮТВ телеканалпа тата Олег Николаевăн «ВКонтактри» страницинче пăхма, Наци радиовĕпе итлеме пулать.
Олег Николаевăн «ВКонтактри» страницинчен илнӗ сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев