Владимир Путин çулталăка  декабрӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетет, ыйтусем çине хуравлать
Тӗп хыпар

Владимир Путин çулталăка декабрӗн 10-мӗшӗнче пӗтӗмлетет, ыйтусем çине хуравлать

Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн тӳрӗ линийӗпе пресс-конференцийӗ декабрӗн 10-мӗшӗнче иртнине Кремль пресс-служби пӗлтерет.

«Владимир Путинпа çулталăк пӗтӗмлетӗвӗсем» программа 12 сехетре пуçланать. Ыйтусене ноябрӗн 27-мӗшӗнчен пуçласа декабрӗн 10-мӗшӗччен, программă вӗçленичченех йышăнӗç.

Патшалăх пуçлăхне ыйтусене moskva-putinu.ru (мускав-путина. рф) программа сайчӗ урлă, 0-40-40 номерпе СМС  е ММС ярса, 8 (800) 200-40-40 телефонпа шăнкăравласа, «Максри» чат-бот урлă пама пулать. Ют çӗршывран шăнкăравлакансем валли +7 (495) 539-40-40 тата +7 (499) 550-40-40 ятарлă номерсем уйăрнă. Çавăн пекех ыйтусене  программăн ятарлă мобильлӗ приложенийӗ урлă, "ВКонтакте" тата "Одноклассники"соцсетьсем урлă йышăнаççӗ.

2025 çулта пӗрлештернӗ тӳрӗ линийӗпе пысăк пресс-конференци декабрӗн 19-мӗшӗнче иртнӗ, 4,5 сехет тăсăлнă. Çав вăхăтра патшалăх пуçлăхӗ 70 ытла темăпа çыхăннă ыйту çине хуравланă.

Патшалăх пуçлăхӗн тӳрӗ линийӗпе пресс-конференцийӗ шăпах çак кун пулма пултарнине  пӗлтернӗччӗ.


владимир путин прямая линия

Нет комментариев