Çулсем валли 91 миллиард тенкӗ ытла уйăрнă
Тутарстанра кăçал 300 çухрăм регион пӗлтерӗшлӗ тата 545 çухрăм ытла муниципаллă çул тăвӗç, реконструкцилӗç, юсӗç. Çак ӗçсене тума 91,4 миллиард тенкӗ уйăрнă. Кун пирки ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин Патшалăх Канашӗн 20-мӗш ларăвӗнче пӗлтернӗ.