Тутарстанра кăçал 300 çухрăм регион пӗлтерӗшлӗ тата 545 çухрăм ытла муниципаллă çул тăвӗç, реконструкцилӗç, юсӗç. Çак ӗçсене тума 91,4 миллиард тенкӗ уйăрнă. Кун пирки ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин Патшалăх Канашӗн 20-мӗш ларăвӗнче пӗлтернӗ.
Пӗлтӗр 176 çухрăм ытла федераци çулӗ, 500 çухрăма яхăн регион çулӗ, 1 пин çухрăм ытла муниципаллă çул тунă, 31 кӗпер юсанă.
Алексей Песошин пӗлтӗр М7 трасса участокне юсаса пӗтернине, Сокуры ял çывăхӗнче тепӗр çул уçнине, çавăн пекех Хусантан тепӗр çул – Оренбург тракчӗн дублерне ؘ – тума тытăннине аса илтернӗ. Асăннă тӗллевсем валли 133,3 миллиард тенкӗ янă.
Нет комментариев