«Манăн çулсем – манăн пуянлăх»
Çапла палăртрӗ нумаях пулмасть иртнӗ ашшӗ-амăшӗсене асăнмалли кун шăпах 87 çул тултарнă Анатолий Артемьевич Тимофеев журналист, паллă çыравçă хăй хумханнине-савăннине пытармасăр. Унăн килӗнче пулнисем çуллă çыравçăн хăйне майлă музей-пӳлӗмӗнчи ӗçӗпе пурнăçне кăтартакан вун-вун материалпа паллашма пултарчӗç: ӗлӗкхи пичет машинки, рондо пероллă ручка, икӗ-виçӗ тӗрлӗ фотоаппаратпа диктофон, чылай пысăк ӗçсен копийӗсем... Хусанти В.И.Ленин ячӗллӗ университетран вӗренсе тухнă чух хатӗрленӗ пысăк калăпăшлă «Пути развития чувашской сатиры» диплом ӗçӗпе кӳршӗллӗ республикăсенчи тӗрлӗ наци çыннисем пӗр-пӗринпе ăмăртса ӗçлени çинчен хатӗрленӗ «Породнила нас Отчизна» очерксен кӗнекин алçырăвӗсем, вырăнти организацисемпе Мускав таранах панă наградăсем…