Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Манăн çулсем – манăн пуянлăх»

Çапла палăртрӗ нумаях пулмасть иртнӗ ашшӗ-амăшӗсене асăнмалли кун шăпах 87 çул тултарнă Анатолий Артемьевич Тимофеев журналист, паллă çыравçă хăй хумханнине-савăннине пытармасăр. Унăн килӗнче пулнисем çуллă çыравçăн хăйне майлă музей-пӳлӗмӗнчи ӗçӗпе пурнăçне кăтартакан вун-вун материалпа паллашма пултарчӗç: ӗлӗкхи пичет машинки, рондо пероллă ручка, икӗ-виçӗ тӗрлӗ фотоаппаратпа диктофон, чылай пысăк ӗçсен копийӗсем... Хусанти В.И.Ленин ячӗллӗ университетран вӗренсе тухнă чух хатӗрленӗ пысăк калăпăшлă «Пути развития чувашской сатиры» диплом ӗçӗпе кӳршӗллӗ республикăсенчи тӗрлӗ наци çыннисем пӗр-пӗринпе ăмăртса ӗçлени çинчен хатӗрленӗ «Породнила нас Отчизна» очерксен кӗнекин алçырăвӗсем, вырăнти организацисемпе Мускав таранах панă наградăсем…

Анатолий Артемьевича черетлӗ çуралнă кун ячӗпе ЧР Патшалăх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев, Патăрь­ел район администрацийӗн пуçлăхӗнче ӗçленӗ партипе ӗç ветеранӗ Николай Селиванов, РФ Журналистсен союзӗн пайташӗ, Чăваш Респуб­ликин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, вун-вун çул Елчӗк редакцийӗнче тăрăшнă Николай Алексеев саламларӗç, çывăх тăванӗсемпе тусӗсем ырлăх-сывлăх, телей, творчествăра çӗнӗ çитӗнӳсем сунчӗç. 

Ӳркенме пӗлмен ӗçчене паянхи кун та хăнăхнă ӗç­рен уйрăлма памаççӗ. Вăл районти парти организацине ăнăçлă ерт­се пырать, рес­публика шайӗн­че тухакан «Чăнлăх» хаçата редакцилесе тăрать. Çавăн пекех Чăваш Енри тата Тутарстанпа Ульяновск тăрăхӗнче тухакан чăваш хаçат-журналӗсемпе тачă çыхăну тытать.  

– Эпӗ вăрçăра танкист пулнă, Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин II степеньлӗ, Хӗрлӗ Ялав орденӗсене тивӗçнӗ аттепе Артем Ивановичпа колхоз ӗçне хӗрӗх çула яхăн хастар хутшăннă аннен Ольга Дмит­риевна Тимофеевсен пехилне чыслăн пурнăçларăм тесе шутлатăп, – терӗ Анатолий Артемьевич кăмăллăн. – Пархатарлă ӗçшӗн халăх хисепӗпе чысне туйса тăратăп тата хавхаланатăп. Правительствăпа общественность манăн сăпайлă ӗçе темиçе медальпе тата орденпа, вун-вун хисеп хучӗпе тата дипломпа чысларӗç, Чăваш Респуб­ликин культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ ят парса, 2022 çулта Президент Указӗпе пӗртен-пӗр журна­листа Чăваш Еншӗн чи пархатарлă ӗç тунисен шутне кӗртсе хăварчӗç. Чăваш тӗнчинче кăна мар, Раççейӗпе ырă йӗр хăварнă Валентин Урташ премине тата тăван Раккасси ялӗн хисеплӗ çыннин ятне панипе те чунтан савăнатăп, – терӗ хăнасене чӗререн тав туса халăх хушшинче пысăк сума тивӗçнӗ Анатолий Артемьевич. – Пехил сире, ырă атте-анне тата ырă тус-йышăмăр, мана хавхалантарса тата вăй, ăс парса пулăшса пынăшăн...

Николай ВАСИЛЬЕВ.

Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши России Аортемьев