2027 çултан йăх тымарӗсене онлайн-портал урлă пӗлме пулать
«Ядкяр» генеалоги порталӗ урлӑ республикăра кашни пурăнакан хăйӗн йӑх тымарӗсем çинчен информаци тупма пултарнине, кун валли порталта харпăр даннăйсене кăна вырнаçтармаллине «Татар-информ» информаци агенствинче иртнӗ пресс-конференцире историпе йăх тымарӗсене тӗпчекен «Ядкяр генеалоги центрӗ» коммерциллӗ мар автономиллӗ организацин председателӗ Айсылу Галиева пӗлтернӗ.