2027 çултан йăх тымарӗсене онлайн-портал урлă пӗлме пулать
«Ядкяр» генеалоги порталӗ урлӑ республикăра кашни пурăнакан хăйӗн йӑх тымарӗсем çинчен информаци тупма пултарнине, кун валли порталта харпăр даннăйсене кăна вырнаçтармаллине «Татар-информ» информаци агенствинче иртнӗ пресс-конференцире историпе йăх тымарӗсене тӗпчекен «Ядкяр генеалоги центрӗ» коммерциллӗ мар автономиллӗ организацин председателӗ Айсылу Галиева пӗлтернӗ.
«Архив докуменчӗсене пурне те (112 миллион яхăн) электронлă архива куçарнă хыççăн республикӑра пурӑнакан кашни ҫын хӑйӗн йӑх тымарне электронлă форматма тупма пултарать», – каланă Айсылу Галиева.
Информаци цифровизаци иртнӗ вăхăтра çынсем хăйсен несӗл йывӑҫне ТР Архив ӗçӗсен патшалăх комитетӗнчен даннăйсем илсе хатӗрлеме пултараççӗ. Кун валли заявлени çырмалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев