Раççейри регионсен хушшинчи инвестици климачӗн кăтартăвӗпе Наци рейтингӗнче Тутарстан малтисенчен пӗри
Тутарстанпа Мускав Раççейри регионсем хушшинчи инвестици климачӗн кăтартăвӗпе Наци рейтингӗнче пӗрремӗш вырăн йышăнаççӗ. Кун пирки Санкт-Петербургри Халăхсен хушшинчи экономика форумӗнче Инвестицисен аталанăвӗн агентствин (АСИ) генеральнăй директорӗ Светлана Чупшева пӗлтернӗ.