Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейри регионсен хушшинчи инвестици климачӗн кăтартăвӗпе Наци рейтингӗнче Тутарстан малтисенчен пӗри

Тутарстанпа Мускав Раççейри регионсем хушшинчи инвестици климачӗн кăтартăвӗпе Наци рейтингӗнче пӗрремӗш вырăн йышăнаççӗ. Кун пирки Санкт-Петербургри Халăхсен хушшинчи экономика форумӗнче Инвестицисен аталанăвӗн агентствин (АСИ) генеральнăй директорӗ Светлана Чупшева пӗлтернӗ.

Рейтингăн иккӗмӗш вырăнне Чулхула тата Мускав облаçӗсем пайланă. Виççӗмӗш йӗркере Сахалин облаçӗ, Санкт-Петербург тата Пушкăртстан Республики вырнаçнă.

Рустам Минниханов Раççей Президентне тата Правительствăна республикăна пулăшнăшăн тав тунă.

«Федераци центрне, пирӗн Президента, Правительствăна тӗрев панăшăн пысăк тав. Йывăрлăхсене пăхмасăр федерацин пулăшу мерисемпе хастар усă куратпăр. Унсăр пуçне республика шайӗнче те анлă ӗç пырать. Пур рейтингсене те тӗплӗн тишкеретпӗр, хамăрăн резервсене тупса палăртатпăр. Стратегилле пуçарусен агентствине вӗсен ӗçӗшӗн питӗ пысăк тав. Ку чăнах та пысăк та тăрăшуллă ӗç, вăл лару-тăрăва лайăхлатма хавхалантарать», – каласа хăварнă ТР Раисӗ.

Рустам Минниханов республикăн пысăк рейтингӗ пӗрлехи ӗçӗн кăтартăвӗ пулнине палăртнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #инвестиции ПМЭФ-2026 АСИ