News by tag - Авиашоу
-
Хусанта Раççей авиаци кунне халалланă уяв иртет
Тутарстанăн тӗп хулинче çитес шăматкун, августăн 1-мӗшӗнче «Я выбираю небо» авиаци уявӗ пулать. «Казан» çемье центрӗн территорийӗнче иртекен мероприятие авиаци отрасльне аталантарас, çамрăксене инженерипе техника проффесийӗсене явăçтарас тӗллевпе йӗркелеççӗ. Кун пирки ТР Суту-илӳпе промышленность министерствин пресс-служби пӗлтерет.
-
Хусанти авиашоу уявне «Dabro» ушкăн килет
Августăн 3-мӗшӗнче Хусанта «Казан» Çемье центрӗ умӗнче «Я выбираю небо!» авиашоу иртет. Çак кун парашютистсем самолетран сикнине, пӗчӗк авиацин пилочӗсен пултарулăхне курма пулӗ. Каçхине вара Раççейӗпе паллă «Dabro» ушкăн концерт парать.