Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Хусанта Раççей авиаци кунне халалланă уяв иртет

Тутарстанăн тӗп хулинче çитес шăматкун, августăн 1-мӗшӗнче «Я выбираю небо» авиаци уявӗ пулать. «Казан» çемье центрӗн территорийӗнче иртекен мероприятие авиаци отрасльне аталантарас, çамрăксене инженерипе техника проффесийӗсене явăçтарас тӗллевпе йӗркелеççӗ. Кун пирки ТР Суту-илӳпе промышленность министерствин пресс-служби пӗлтерет.

Хăнасем валли яланхи пекех «Профориентаци аллейине» йӗркелеççӗ, унта авиаци отраслӗн предприятийӗсемпе профильлӗ вӗренӳ заведенийӗсем хăйсен экспозицийӗсене  тăратӗç,  заводсемпе аслă шкулсен представителӗсем хăйсен профессийӗсемпе паллаштарӗç, вӗренме кӗмелли условисем çинчен каласа парӗç.

Уяв программинче – хусан артисчӗсемпе пултарулăх коллективӗсен концерчӗ, кану мероприятийӗсем, мастер-классем.  Мероприятире çавăн пекех Тутарстанри авиаци промышленноçӗн ӗçченӗсене чыслас церемони те иртет, отраслӗн чи лайăх ӗçченӗсем тивӗçлӗ наградăсем илӗç.

Уява  тӳлевсӗр кӗртеççӗ. Мероприяти 13.00 сехетре  пуçланать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: я выбираю небо Авиашоу минпромторг