«Батырлар. Герои Татарстана» программăна хутшăнакансем вӗренме хатӗррине çирӗплетнӗ
Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хута кайнă регионри программăн иккӗмӗш тапхăрӗ вӗçленчӗ. Апрелӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа 5-мӗшӗччен иртнӗ онлайн-тестирование программăна кашни хутшăнакан иртнине Тутарстан Республикин Раисӗн Администрацийӗн ертӳçи, республика программин Обществăлла канашӗн председателӗ Асгат Сафаров пӗлтернӗ.