«Батырлар. Герои Татарстана» программăна хутшăнакансем вӗренме хатӗррине çирӗплетнӗ
Çӗнӗ хыпарсем

«Батырлар. Герои Татарстана» программăна хутшăнакансем вӗренме хатӗррине çирӗплетнӗ

Ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли хута кайнă регионри программăн иккӗмӗш тапхăрӗ вӗçленчӗ. Апрелӗн 2-мӗшӗнчен пуçласа 5-мӗшӗччен иртнӗ онлайн-тестирование программăна кашни хутшăнакан иртнине Тутарстан Республикин Раисӗн Администрацийӗн ертӳçи, республика программин Обществăлла канашӗн председателӗ Асгат Сафаров пӗлтернӗ.

Икӗ тапхăр хушшинче ытларах балл пухнисене собеседовани иртме чӗнеççӗ.

Çӗнтерӳçӗсем çӗнӗ професси илес тесе ятарлă программăпа вӗренӗç. Регионсемпе федераци спикерӗсен лекцийӗсемсӗр пуçне вӗрентекенсемпе çыхăнса ӗçлесе патшалăх тата муниципалитет органӗсенче стажировкăсем иртӗç, пӗтӗм республикăшăн пӗлтерӗшлӗ проектсемпе пуçарусене хутшӗç.

Сăнӳкерчӗк batyrlar-rt.ru сайтран. 


меры поддержки Герои СВО время героев батырлар

Нет комментариев